Пĕрлешÿллĕ кооператив-и вăл е килти хушма хуçалăх - уйрăм çын тĕллевлĕ вăй хумасăр малалла каяймастех. Ыранхи куна шанакан вара патшалăх паракан çăмăллăхпа вăхăтлă усă курса тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Çак сăмахсем Алина Афанасьева ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ пиркиех. Тăрăшуллă ĕçчене вăхăтра чысласси кунта иккĕмĕш вырăнта мар. Кăçалхи Тыр-пул уявĕнче хресчен (фермер) хуçалăхĕнче механизаторта вăй хуракан Александр Васильевпа Аркадий Афанасьев (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) ĕçĕсене кура район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Çак механизаторсем çур акирен пуçласа хура кĕрчченех хирте: акма çĕр хатĕрлеççĕ, акаççĕ, утă çулса типĕтеççĕ, кĕрхи ĕçĕсене активлă хутшăнаççĕ. "А. Васильев трактор бригадин ĕçне йĕркелесе пынипе палăрать. Иртнĕ кĕр акире хуçалăхра 450 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнинче унăн тÿпи те пур. А. Афанасьев вара пĕр вăхăтрах механизатор та, водитель те, снабженец та, хатĕр продукцие вырнаçтаракан та", - тесе хакларĕ механизаторсене Алина Александровна фермер.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Март 2023 |