ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Кунта хĕлле те кăмпа ÿсет

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 260

грибыПирĕн районта пĕчĕк тата вăтам бизнес япăх мар аталанса пырать. Акă юлашки çулсенче "Агрико" чикĕллĕ яваплăхлă общество тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Вăл районти илĕртÿллĕ вырăнсенчен пĕринче, Юнкă ял тăрăхĕнче аталанать. Кунта çулталăкĕпех кăмпа ÿстереççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре асăннă предприятире тăрăшакансен пĕр ушкăнне: Наталья Миловидовăна, Нина Вазиковăна, Ирина Игнатьевăна куратăр. Фасовщицăсем илемлĕ  кăмпасене сутлăха ăсатма пĕчĕк савăтсене хурса чĕркеççĕ. Кунта вĕсем пĕрремĕш çул кăна тимлемеççĕ, çавăнпа та пысăк ăсталăх, çаврăнăçулăх пухма ĕлкĕрнĕ.

- Ĕç пире килĕшет, тÿлев те япăх мар, ĕç пÿлĕмĕ ăшă та çутă,  çавăнпа та эпир кунта килĕштерсе ĕçлетпĕр, - теççĕ вĕсем.   

Кунта тăрăшакансем каланă тăрăх, предприяти шанчăклă партнерсемпе тимлет. Лавккара продукцие потребительсем кăмăлласа туянаççĕ, çавăнпа тăтăшах хатĕр продукцие  Мускава тата ытти  хулана сутлăха ăсатса тăраççĕ. Предприятире яланах ĕç шавĕ тăрать, кунта чарăну-кану таврашĕ сисĕнмест, хăйне майлă конвейер тейĕн. Кăмпасем вара "графикпа" килĕшÿллĕн ÿсеççĕ, ăшăпа нÿрĕк çителĕклĕ,  пĕр парти хыççăн тепĕр партине татма кăна ĕлкĕр.        

 Кăмпа ÿстермелли тюксенче хими препарачĕсем çук, вĕсене улăмран хатĕрленĕ, çавăнпа та унран шăтса тухакан продукци экологи тĕлĕшĕнчен пахалăхлă тата витаминсемпе пуян çимĕç шутланать.

Предприяти йăлтах пысăк технологиллĕ оборудованипе ĕçлет. Сывлăш температурине компьютер мелĕпе  шайлаштарни пысăк тупăш илме, тăкаксене перекетлеме, ĕç вăйне пĕчĕклетме  май парать.  Тăрăшуллă ĕçченсен малашне те ăнăçу кăна пултăр.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости