ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чăтăмлăхне ăçтан çитернĕ-ши?

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 234

20171105 154603"Кайăк хитре тĕкĕпе, çын - ĕçĕпе", - теççĕ халăхра. Çак каларăша чăннипех çирĕплетет Шетмĕпуç ял тăрăхне кĕрекен Шетмĕпуç ялĕнче пурăнакан, хăйĕн ĕç ĕмĕрне çакăнта ирттернĕ Нина Константиновна Петрова.

Нина Шупашкар районне кĕрекен Тарăнçырма ялĕнче 1932 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăхăчĕ, каламасăрах паллă, нушаллă та тертлĕ пулнă. Нинăн шкула кайма вăхăт çитеспе тискер вăрçă пуçланнă. Хĕр ачан, темĕнле вĕренес килнĕ пулин те, шкулта нумаях вĕренме май килмен. Çитменнине ашшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕрет. Нина вара - амăшĕн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ.

Нина хуçалăхра ĕçе кÿлĕнет: ыттисемпе пĕрле колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхать, авăн çапать, тырă вырать, çĕрĕ-çĕрĕпе чăпта çапма тивет.

Пĕве çитсен Шетмĕпуç ял каччипе Василийпе паллашса çемье çавăраççĕ. Пурăна киле 3 хĕрпе 2 ывăла кун çути параççĕ вĕсем. Шăпах ачисене ура çине тăратмалла чухне Нинăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет.

Унччен Нина бригадăра вăй хунă пулсан, йывăртарах та яваплăрах ĕçе - выльăхсем пăхнă çĕре кÿлĕнме тивет. Фермăри ĕç вара нихăçан та çăмăл пулман. Нина Константиновна пек тăрăшуллă ĕçченсем пулнипе те ĕнтĕ вăл вăхăтра Мичурин яч. хис. хуçалăх выльăх самăртассипе районта малтисен шутĕнче пулнă, куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава алăран вĕçертмен.

Нина Константиновна пенсие тухсан та вăкăрсем самăртнă çĕрте чылай тăрăшрĕ. Ÿсĕмĕсем вара куç умĕнче. Выльăхсене талăксерен ÿт хуштарассипе ун чухне ăна районĕпе те çитекенни пулман темелле. Вăл вăхăтра районта вăкăрсене талăксерен вăтамран 1 килограмран кая мар ÿт хуштаракансен клубне йĕркеленĕччĕ. Çак йышра Нина Константиновна малтисенчен пĕриччĕ.

Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Унăн пухминчи нумай-нумай награда та хастар ĕçченĕн тăрăшулăхне лайăх çирĕплетет.

Нина Константиновнăшăн чи хаклă наградăсен шутĕнче вара - ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ВДНХ кĕмĕл тата ылтăн медалĕсене тивĕçнĕшĕн панисем. Вĕсене вăл вăхăтран вăхăта арча тĕпĕнчен кăларса ĕçпе кушăрханă аллисемпе çепĕççĕн тытать, шурă пусмапа шăлать те тирпейлĕн каялла ытти наградăпа пĕрле пуçтарса хурать.

Çак кунсенче Нина Константиновнăн сумлă юбилей - вăл 85 çул тултарать. Çав ятпа вăл хăйĕн тулли кĕрекине ачисене, мăнукĕсене, мăнукĕн ачисене, тăван-пĕтене, ял-йыша, пускилĕсене йыхравлать. Эпĕ те ăна юбилейпа чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп. Эпир санпа чăннипех те мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Сан пек пултаруллă ĕçченсемпе пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килнишĕн хама телейлĕ туятăп. Турри сана сывлăхне патăрччĕ.

Мичурин яч. хис. хуçалăхра тĕп зоотехникра ĕçленĕ

Л.И. АЛЕКСАНДРОВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости