Ют çĕршывсен экономика санкцийĕсем вăхăтĕнче Раççейри ял хуçалăх аталанăвне тивĕçлĕ шайра тытса пырассине, хамăр рынока хамăр вăйпа сыхласа хăварассине федераци шайĕнче те, республикăра та, районпа уйрăм хуçалăхсенче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕрлехи ĕçре хастаррисене патшалăх та, ĕç тăвакан органсем те манмаççĕ. Ĕçлекене тĕрлĕ шайра хисеп туни ыттисене те çав ÿсĕм патне туртăнма хавхалантарать. Кашни çитĕнÿ çĕнĕ ыйту çуратать, кашни çитĕнÿ уйрăм хурав кĕтет.
"Çын ĕçпе илемлĕ", - тет ваттисен сăмахĕ. Çак чăнлăх пурнăçра тăтăшах ума тухнине куратпăр. Ăна ăнланса çывăха йышăнакансем те пур-ха паян пирĕн хушăмăрта. Чылай ĕç коллективĕнче вĕсен тăрăшулăхне кирлĕ пек йышăнса мал туртăмлă ĕç тĕслĕхĕ туса ыттисене воспитани парассине тĕп вырăна кăларнине куратпăр. Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче нумай çул кассирта вăй хуракан Надежда Бабушкинăна куратăр. Хăйĕн тивĕçне яланах çиччĕ виçсе пурнăçлакан Надежда Николаевнăна кăçалхи Тыр-пул уявĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.