ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Тăрăшуллă хресчен кăмăлĕпе те савăк

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 270

DSC04769Çу каçа пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме кĕр çитсен хресчен анлă кĕрекене пухăнасси - ырă йăлара. Пĕрле пулса пурнăçланă ĕçсене тата туса çитерейменнине тишкерет вăл, умри çĕнĕ тĕллевĕсене палăртать. Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир кăçалхи вырмара тăрăшуллă пулса ырă ята тивĕçнĕ комбайнерсене куратăр. Вырмана тĕплĕ хатĕрленнĕ тата ĕç çире яваплăха туйса ĕçленĕскерсем экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Вĕсем (сулахайран сылтăмалла): ăмăртура малти вырăна тухнă Б. Никитин (Чкалов яч. хис. хуçалăх), 2-мĕш вырăнти А. Смирнов (Е. Андреев яч. хис.) тата 3-мĕш вырăн йышăннă Ю. Васильев ("Ударник").

Çу каçа çичĕ хут тар кăларса ĕçленĕ хресчен паян тулли кĕлетпе савăнать. Тулли кĕлете пăхсан пурнăç та тулăхрах курăнать, ыранхи куна пăхса ĕçлеме тата пурăнма та пулать.

Ĕнер, юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче, ирлесех Муркаша халăх йышлă пухăнма пуçларĕ. Пĕрисем - хĕл валлилĕх ял хуçалăх продукчĕсемпе саппасланма, теприсем - хуçалăхра туса илнĕ ытлашши продукцие ыттисене сĕнме, виççĕмĕшсем - хастар ĕçчене тухăçлă ĕçшĕн саламлама тата юрă-ташăпа савăнтарма. Кашнийĕнех ĕмĕчĕсем таса та мал туртăмлă.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр ĕçлесе малта пыракансем çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курса тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе, тымар çимĕçе кăçал тухăçлă туса илчĕç. Çавăнпа та район администрацийĕпе "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнчи лапамра йĕркеленĕ Тыр-пул уявне те халăх йышлă пухăнчĕ. Ирлесе юрпа çумăр хутăшĕ çуса иртнине пăхмасăрах, çанталăк уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетме  пĕтĕмĕшле тирпейлĕ пулчĕ. Çавна кура  Муркашра кунĕпех хаваслă юрă-кĕвĕ чарăнмарĕ. Вăл уява пыраканăн кăмăлне çĕклерĕ, ыттисен ĕçĕпе паллаштарса çĕнĕ шухăшсем çуратрĕ, малашлăх тĕллевĕсене никĕслерĕ.

Уяв сюжечĕпе "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче йĕркеленĕ сцена çине район ертÿçисем, республикăран тата кÿршĕ районсенчен килнĕ хăнасем, ĕç паттăрĕсем хăпарчĕç. Пĕрисем саламларĕç пулсан, теприсем ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе чыслава тивĕçрĕç. Пухăннисене Тыр-пул уявĕ уçăлни пирки пĕлтерсе малтанах район пуçлăхĕ тата депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев саламларĕ, тухăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, умри чикĕсене палăртса муркашсем вĕсене те çĕнессе шанни пирки пĕлтерчĕ.

- Паянхи уявра çамрăксем йышлă пулни аслисем пуçланă ĕç çирĕп алăра пулнине çирĕплетет тесе шутлатăп. Çак шанăç тÿрре килсен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен тата районăмăрăн аталанăвĕ татах тепĕр утăм малалла каясси иккĕлентермест. Çапла пултăрччĕ, - терĕ вăл.

Игорь Васильевичăн сăмахĕсене малалла тăсса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Районти çĕр ĕçченĕ кăçал иртнĕ çулхисенчен тухăçлăрах ĕçлени пирки уйрăм кăтартусемпе паллаштарчĕ.

- Районти хуçалăхсенче ĕç потенциалĕ пĕчĕк мар. Малта пыракан технологисене анлăрах çул парса ÿсĕм чиккисене татах пысăклатма майсем пур. Эпир ăна тума пултарассине кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Тунă ÿсĕмрен чакас марччĕ, - терĕ Ростислав Николаевич паян районти ял хуçалăх ĕçченĕсем тĕлĕшпе анлă чыслав  пуласса систерсе.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем кăçал пĕтĕмпе 35 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç - 26,4 центнер. Районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах тухăç илнисем: Суворов яч. хис. (гектар пуçне вăтамран 39,1 центнер),               Е. Андреев яч. хис. (33,3 центнер), "Герой" (32,7 центнер) хуçалăхсем.

Районти хуçалăхсем 357 гектар çинчи çĕр улмине гектар пуçне вăтамран 157,8 центнер туса илме пултарни те районти çĕр ĕçченĕн ĕçлеслĕхне кăтартса парать.DSC04774

Малашлăха пăхакан хуçалăхсем кĕрхи культурăсене пĕтĕмпе 4075 гектар акса хăварнă пулсан, çак ĕçе Чкалов яч. хис. кооперативра 510 гектар, "Путь Ильича" агрофирмăра 500 гектар, "Оринино" хуçалăхра 386 гектар çинче пурнăçлама пултарни ку хуçалăхсем çитес çулхи тухăçăн çирĕп никĕсне хывса хăварни пирки калать.

DSC04706Умра - хĕл кунĕсем. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма районĕпе 7,4 пин тонна утă, 16,9 пин тонна сенаж, 8,4 пин тонна силос хатĕрлени условнăй кашни выльăх пуçне вăтамран 23,4 центнер апат единици хатĕрлени пулать. Паян хуçалăхсенче кукуруза пухассипе ĕçленине пăхсан, ку кăтарту татах ÿсмелле. Апла пулсан хĕл кунĕсенчи çирĕп ĕç йĕркелĕвĕ выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине татах ÿстерме май парасса шанма юрать. Çакнашкал лару-тăрура ĕнесен хисепне ÿстерни пирĕн ĕçченсем алă усманнине çирĕплетет. Выльăх кĕтĕвĕ чакмасан вĕсен продуктивлăхĕ те малалла утăмласса шанма пулать.

Тыр-пул уявĕнче ял хуçалăх продукчĕсен пасарĕ пуян пулни хресченĕн ĕçлеслĕхĕ пысăкки пирки пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев калашле, ĕçлеме пултаратпăр пулсан, паянах çитес çур аки пирки шутлама пуçлас пулать.

Районти артистсем ял çыннисене, çĕр ĕçченĕсене, ĕç паттăрĕсене савăк юрă-ташăпа кăмăл тулли савăнтарчĕç.DSC04716

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче:"Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторĕ С. Харитонов (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) - кăçал хăйĕн ĕçтешĕсенчен чи ăстараххи. Унăн тусĕ - "Путь Ильича" агрофирма механизаторĕ А. Александров - 2-мĕш вырăн хуçи* Юнкăра пурăнакан Петр Цветков килти хушма хуçалăхра та купăста тухăçлă туса илнипе уява пынисене тĕлĕнтерчĕ* Тыр-пул уявĕ савăк ташă-юрăпа та пуян пулчĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости