ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Тăрăшуллă комбайнер

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 338

ИшаковРайон шайĕнче ырă йăлапа çуллен ирттерекен Тыр-пул уявĕ - вырăнта ял хуçалăх ĕçченĕн тăрăшулăхне тимлĕхсĕр хăварманнин палли. Акă черетлĕ вырма хыçа юлчĕ. Ĕç коллективĕсенче тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç ĕнтĕ. Халĕ уява тухмалли çеç юлчĕ. Уй-хир ĕçĕсене технологие пăхăнса вăхăтра пурнăçланăран кашни хуçалăхрах тырри-пулли кăçал кĕлет туллиех. Çак пуянлăха тăвас ĕçре "хир карапĕсен" штурвалĕ умне ларса вырмана тухăçлă ирттерекенсем - уйрăм хисепре, чысра.

 Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Александр Ишаков - "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн инженерĕ. Вырма тапхăрĕ çитсен Александр Петрович кăçал та иртнĕ çулхи пекех "хир карапĕн" штурвалне алла илчĕ. Ĕç çине тĕплĕ хатĕрленсе, дисциплинăна пăсмасăр ĕçлесе хастар инженер-механизатор хăйне çирĕплетсе панă ДОН-1500 комбайнпа черетлĕ вырмара 1162 тонна тырă çапса тĕшĕлесе кĕлете кĕртме хевте çитерчĕ.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости