ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни вăй парать

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 250

DSC06972Сăн ÿкерчĕкре Ярославка ял тăрăхĕнчи Чемейри  Ольгăпа Алексей Карповсене куратăр. Вĕсем пуçаруллă та тăрăшуллă  мăшăр пулнине палăртас килет. Харпăр хăй вăй-хăвачĕ çине шаннипе, çĕр ĕçне юратнипе  фермер хуçалăхне  йĕркеленĕ.

Эпĕ хуçалăх ĕçĕпе паллашма çитнĕ чухне кашниех хăйĕн ĕçĕпе хыпаланатчĕ. Пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕрмелле, сĕт юр-варне тирпейлемелле, апатне хатĕрлемелле, кайăк-кĕшĕк те ав куçранах пăхнăн туйăнать. Карповсем ĕçрен хăракан çынсем маррине  хуçалăха  çитсен хам та  курса ĕнентĕм.

Алексей Владимирович каланă тăрăх, ĕне чĕрĕ укçа парать тенине шута илсе çамрăксем тăрăшнипе тата ашшĕ-амăшĕ  пулăшнипе  мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетме тытăннă. Паллах, ĕне пулсан пăрушĕ те пулать.  Халĕ вĕсен  пĕтĕмĕшле выльăх йышĕ ĕçлемелĕх, тар кăлармалăх  пур.

Хуçалăха вĕсем тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшаççĕ. Ĕне выльăхсăр пуçне  картиш тулли тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк сас парать, хăйсем валлилĕх те, сутлăх та пурри палăрать.  Унсăр пуçне пахча çимĕçпе те, çырла таврашĕпе те ĕçлеççĕ.

Вĕсем каланă тăрăх, выльăх апачĕ хатĕрлемелли çĕр лаптăкĕ те пĕчĕк мар.  Вунă гектар  акса тирпейлемелĕх пур, ытларах нумай çул ÿсекен курăк ÿстереççĕ. Сĕт ĕне чĕлхи çинче пулнине шута илсе апат саппаслăх та янтăлаççĕ, çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. 

Хуçалăхра, паллах,  техникăсăр мар ĕнтĕ. Çемье пуçĕ палăртнă тăрăх, ку енĕпе чăрмавсемех пулман. Хăйĕн "хурçă учĕсĕр" пуçне  юлташĕсем  те пулăшаççĕ. Паллах, пĕрле килĕштерсе ĕçлени питех те вырăнлă.           

Алексей Владимировичăн ĕмĕтсем татах та пысăк - выльăх йышне ÿстересшĕн. Мăшăрĕ вара  пахча çимĕç ытларах лартасшăннине палăртрĕ. Алешăпа Оля ашшĕ-амăшне чунтанах тав тăваççĕ. Аслисен пулăшăвĕ те, сĕнĕвĕ те кирек хăçан та вырăнлине, çавăн пекех çемьери икĕ хĕр ача та  аслашшĕ-асламăшĕ патне туртăннине палăртрĕç. Тăрăшуллă кил-йышра туслăх та килĕшÿ яланах хуçаланччăр, ĕмĕчĕсем те пурнăçланччăр.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости