ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Алексей Воробьев: "Тĕп тĕллев - мĕн пуррине упрасси, малашне те тухăçлă ĕçлесси"

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 288

Кашни гектар тупăш патăр

Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх юлашки çулсенче ăнăçлă аталанни курăнать,  ура çинче çирĕп тăрать. Маларахри çулсенче вара вĕсемшĕн те йывăр тапхăрсем пулнă. Ыранхи кун пирки  те шухăшлама пĕлекен анлă тавракурăмлă ертÿçĕ Владимир Андреев тилхепене  тытма пĕлни  хуçалăха пĕтме паман.

Халĕ иккĕмĕш çул   асăннă хуçалăха  агропромышленность  ыйтăвне аван чухлакан   тата малашлăха пăхма пĕлекен  Алексей Воробьев ертсе пырать.  Вăл каланă тăрăх,  мĕн пуррине  упрасси, малашне те  тухăçлă ĕçлесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Коллектив шаннă тивĕçе  тÿрĕ чунпа пурнăçлас тата  ĕç кунне тĕрĕс  йĕркелес тĕлĕшпе  Алексей Валентинович ирхи вăхăта  территорипе паллашнинчен, унта вăй хуракансемпе канашланинчен  пуçлать.

Хуçалăх вырăнти çĕрпе усă курнисĕр пуçне кÿршĕри Етĕрне районĕнче те ака-суха тăвать. Ял хуçалăх культурине лартса ÿстересси выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе танах тупăш илессин тĕп çăлкуçĕ пулса тăрать. 

Хăшне-пĕрне çанталăк чăрмав кÿнĕ пулсан, асăннă хуçалăх ĕçченĕсем пурпĕрех  тухăçлă тимлеме тăрăшаççĕ. Кăçалхи çул валли пĕтĕмпе  1050 гектар  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура акса хăварнă.  Вырма ĕçне 955 гектар çинче пурнăçланă, пĕр гектар çинчен вăтамран 37 центнер шайĕнче тĕш тырă пухса илме пултарнă, малтанласа палăртнă тăрăх, ку - районти пысăк кăтарту. Уйрăмах сĕлĕ тухăçĕ пысăк пулнă, пĕр гектартан вăтамран 58,5 центнер туса илнĕ. Пĕр çул ÿсекен культурăн ытти пайĕнчен  сенаж тунă.

 DSC06963Хуçалăх пĕтĕмпе 3500 гектар çинче ака-суха тăвать. Çитес çулхи тухăç пирки тимленипе кĕрхи культурăсене 900 гектар шуратса хăварнă.

Хуçалăх пурлăх базине çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Иртнĕ çул  автотрактор паркне çĕнетме 17 миллион тенкĕ тăкакланă. Кăçал тĕп реконструкцие ферма территорийĕ валли уйăрнă, çул-йĕр тунă, сарайсенче юсав ирттернĕ.

Иртнĕ çул хуçалăх  ял хуçалăх культурипе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенчен 56 миллион тупăш илнĕ. Кăçал та тупăшлă ĕçлессине тăрăшуллă коллектив чи мала кăларать. Хуçалăхра 70 çын вăй хурать, хĕрÿ ĕç тапхăрĕнче ĕçлекенсене тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Шалăва вăхăтра тÿлеççĕ, налук тÿлевĕнче те йĕркене пăхăнма тăрăшаççĕ. Хуçалăх пурнăç уттипе тан пыма тăрăшать. Спутник навигацийĕн системине вăя кĕртнĕ, çакă ĕç епле пынине тишкерме тата тăкаксене пĕчĕклетме май парать.

- Хуçалăх çитĕнĕвĕ, паллах, çакăнта тăрăшакан кашни çыннăн тÿпи, хуçалăх пуянлăхĕ - ĕçченсем. Çавăнпа та çитсе килекен уяв ячĕпе тăрăшуллă коллектива чунтанах тав тăватăп, малашне те пĕрлехи ăнăçлăхшăн пĕрле тăрăшар, - терĕ Алексей Валентинович коллектива саламланă май.

Выльăх-чĔрлĔх  те - ăнăÇлăх  Çăл куÇĔ

Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе, унран пысăк тупăш илессипе, пĕр ĕне пуçне тивекен сăвăмпа яланах малти ретре пулнă. Халĕ те ку енĕпе тухăçлă ĕçлеççĕ.   Фермăсене реконструкцилени, çĕнĕ йышши оборудовани çине куçни,  холодильниксем вырнаçтарни,  выльăх кĕтĕвне упрани тата йышлатни çакна çирĕплетеççĕ. Çак тапхăр тĕлне хуçалăхра  мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ вара пĕтĕмпе 450 пуç шайĕнче, вăл шутра сумалли ĕне йышĕ 224 пуç.

Çулталăкра пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм  6,5 пин килогрампа танлашать. Кунта туса илнĕ мĕнпур сĕт пысăк пахалăхлă категорие ларать. Çитес вăхăтра коллектив сăвăма татах та ÿстересшĕн. 

Выльăх апачĕ енĕпе хуçалăх ĕçченĕсем йывăрлăх курмаççĕ, çулсеренех çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Тĕш тырă та фермăна сахал мар ăсатаççĕ. Сенаж çулсеренех 5  пин тоннăран кая мар янтăлаççĕ.  

Хуçалăх зоотехникĕ Галина Васильева каланă тăрăх, фермăна хĕл тапхăрне хатĕрлесе çитернĕ.  Выльăх рационне мĕн кĕртмелли йăлтах çителĕклĕ. Апат  кирлĕ чухлĕ кăна мар, саппаслăх та хатĕрленĕ.  

 DSC06966Пуян рацион, паллах, сăвăм çине тĕп витĕм кÿрет. Çак вăхăт тĕлне пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 16 килогрампа танлашать. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕр килограмм ытларах. Район администрацийĕн экономика пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, чи пысăк кăтарту. Фермăра пĕтĕмпе 27 çын тăрăшать.  Дояркăсем 10-ăн, вĕсем кану кунĕсемпе ĕçлеççĕ.

  Пĕрлехи тăрăшулăхпа хуçалăх çулсеренех районти "Лучшая молочно-товарная ферма" вымпела тивĕçет.  Малашне те коллективăн ăнăçу кăна пултăр.

Р. Илларионова.

Сăн ÿкерчĕксенче:  тăрăшуллă ĕçченсем çитĕнÿшĕн хавас* Андрей Александров  фермăра выльăх апачĕ янтăланă çĕрте тăрăшать.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости