ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ял хуçалăхĕ çамрăксене кĕтет

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 321

selxozМуркаш шкулĕнче район администрацийĕпе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Унта Муркаш, Çатракасси, Оринин шкулĕсенче аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç (сăн ÿкерчĕкре).

Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи О. Тимофеева вĕренекенсене кăмăлланă професси суйласа тăван района таврăнма чĕнсе каларĕ.  Вăл палăртнă тăрăх, район çамрăк специалистсемпе çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать, вĕсене пулăшма тĕрлĕ программăна хутшăнать, вăл шутра - çамрăксен пурăнмалли çурт-йĕр условине йĕркелессинче те.

Асăннă академин экономика факультечĕн  деканĕ,  экономика наукисен кандидачĕ Е. Иванов доцент ял хуçалăхне аталантарасси, халăха экологи тĕлĕшĕнчи пысăк пахалăхлă продукципе тивĕçтересси патшалăхăн приоритетлă задачисенчен пĕри пулнине палăртрĕ.  Çавна май правительство шайĕнче ял хуçалăх отрасльне пулăшма тĕрлĕ пулăшу уйăрни çинче чарăнчĕ.

Хальхи вăхăтра потребитель кооперативне, вăл шутра фермер хуçалăхне йĕркелени, уйрăмах ăнăçлă тата тухăçлă пулнине палăртрĕ, патшалăх вĕсене пысăк тĕкĕ парать. Студентсем патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсем çинче тĕплĕн чарăнчĕç, пуçаруллă бюджетпа усă курса ял пурнăçне татах та хăтлăрах тума, тĕрлĕ программăна хутшăнса çурт-йĕрлĕ пулма май пурри çинче чарăнчĕç. Çавна май пуласлăха ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма академине вĕренме пыма йыхравларĕç.

Ачасене АПК-па тачăрах çыхăнтарас тĕлĕшпе 6 районта агроклассем уçнă, вăл шутра Муркаш шкулĕнче те. Асăннă шкул ертÿçи Н. Смирнов малашлăх ĕçĕсем çинче чарăнчĕ. Тĕл пулу йĕркелÿçисене тав турĕ,  пĕрле ĕçлени вырăнлине палăртрĕ.

Р. Илларионова

сăн ÿкерчĕкĕ.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости