ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çĕртме сухи тăваççĕ

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 335

ЗябРайонти ял хуçалăх производство кооперативĕсен ĕçченĕсем паян пĕрлехи тăрăшулăхпа вырма ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Апла пулсан çитес çулхи тухăç пирки те шутлама вăхăт. Кунта кĕрхи çĕртме ытлă-çитлĕ туни пысăк вырăнта. Çак ĕçе иртнĕ кунсенче Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ вырмана хутшăнман вăйсемпе туллин кÿлĕнчĕ. Кĕрхи çĕртме сухинче паян 5 "хурçă ут" вăй хурать. Вĕсен штурвалĕсене тытса пыракансем: Юрий Никитин, Сергей Борисов, Владимир Никифоров (МТЗ-82 тракторсемпе), Эдуард Алексеев (Т-150 тракторпа). Вĕсен ĕçтешĕ Радислав Алексеев та (сăн ÿкерчĕкре) хăйне çирĕплетсе панă Т-150 тракторпа юлташĕсенчен  айккинче тăмасть. Эпĕ хире çитнĕ чух Радислав Николаевич тырă-пулăран пушаннă хирпе черетлĕ çаврăм çаврăнса тухрĕ. Механизатор хăйне шаннă ĕçе тăрăшса пурнăçлани курăнчĕ.

- Çĕртме сухи уй-хир ĕçĕнче пысăк тухăç никĕсĕ пулнине ăнланса хушнă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлассишĕн тăрăшатăп, - терĕ вăл самантлăха кабинăран тухнă май.

Чкалов яч. хис. хуçалăхра кĕрхи çĕртме сухине 500 гектар çинче пурнăçланă та ĕнтĕ. Хирсем тырăран пушаннă май суха черетлĕ лаптăка куçать.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости