ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чи кирли - пурте пĕр тĕллевлĕ пулни

Категория: Развитие АПК Просмотров: 268

Суворов я хМалалла пăхакан паянхипе çеç лăпланса ларманни вăрттăнлăх мар. Ыттисен ĕç опытне тăтăш алла илесси, çĕнĕлĕхсене çул парса хуçалăха экономика аталанăвĕн çĕнĕ картне хăпартасси - унăн кулленхи тĕллевĕ. Ăна пурнăçа кĕртесси ĕç шăнăрĕ пулса тăрать те. Çак сăмахсем хамăр районти Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ пиркиех. Тырă-пулă туса илессипе, выльăх апачĕ янтăлассипе, сĕт сăвассипе, вырăнти ĕçсене йĕркелессипе вăл чылай чух ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Хуçалăх ертÿçи Алексей ВОРОБЬЕВ (сăн ÿкерчĕкре сылтăмран иккĕмĕшĕ) анчахрах пурнăçа кĕртнĕ черетлĕ çĕнĕлĕх - уй-хирте кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май  кооперативри мал туртăмлă механизаторсемпе водительсен пĕр ушкăнне ял хуçалăхĕнче малта пыракан технологисемпе паллаштарма инçетри Беларуç Республикине илсе кайса килни.

Пирĕн ентешсен ĕçлĕ çулçÿревĕ хыççăн курса çÿренипе хамăр вулакансене паллаштарма ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерне Иван ВАСИЛЬЕВА (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) хаçат тĕпелне чĕнтĕм. Çак интервьюпа паллашнă вулакансенчен хăйсен шухăш-кăмăлне кăтартакан çырусем кĕтетпĕр: çĕннине пĕрле сÿтсе явсан килте те ырă шухăшсем çуралмалла.

- Иван Вадимович, инçет çулçÿреве эсир те хутшăннă. Çавăнпа конкретлă ыйтусем хускатиччен пĕлес килет: ăçта тата хăçан  никĕсленчĕ ку шухăш, епле çитнĕ эсир ун патне тата нумаййăн тухрăр-и çулçÿреве, усăллă пулчĕ тесе шутлатăр-и эсир ăна;

- Малтанах çапла калатăп: хамăр килтен тухмасан пирĕнтен лайăхрах кил-çурт та, ял-урам та çук тесе шутлама пулать. Историе пăхсан Пĕрремĕш Петĕр патша хăйĕн куçĕпе курса, хăй хутшăннипе тата вăй хунипе тĕслĕх кăтартса  Раççее çĕнĕ шая çĕкленĕ. Эпир паллах вăл шая çитейрес çук, анчах пĕр вырăнта ларасси те пирĕншĕн ют. Çынсен ĕçĕпе çывăх паллашса, вĕсен ĕç тата пурнăç опытне алла илсе экономикăна малалла аталантарасси пирĕн хуçалăх ертÿçин              А. Воробьевăн, специалистсен тата механизаторсемпе водительсен, уй-хирте ĕçлекенсемпе обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче иртен пуçласа каçчен тăрăшакансен пĕрлехи тĕллевĕ тесе шутлатăп. Ĕç коллективĕнче пурте пысăкрах ĕç чиккисене çĕнес мал шухăш-ĕмĕтлĕ пулнине шута илсе тата сăмахпа илтнине хамăр куçпа курса ĕненес тесе кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ май асăннă çулçÿреве тухрăмăр. Тĕрĕссипе ку шухăш кооператив ертÿçин Алексей Валентиновичăн тахçанах пулнă. Пĕрле пулса кăçал ăна пурнăçа кĕртесси патне çитрĕмĕр.

- Раççей Федерацийĕпе Беларуç Республики хушшинче визăсăр çÿреме май пулнипе усă курса сире маларах вăхăтра инженер ĕçĕ-хĕлĕпе унта пулма тÿр килнĕ-и;

- Хамăрăн кооператив ертÿçи унта пулнипе пĕрлех хамăн ĕçпе эпĕ те Гомельти комбайн заводне çитсе килнĕччĕ. Унти çĕр ĕç культури, пурăнакансем пурнăç çине урăхла пăхни, хăйсен ĕçне чăн хуçалла пурнăçлама тăрăшни мана сахал мар тĕлĕнтеретчĕ. Кооператив ертÿçин сăмахĕсене аса илсе унти çĕнĕлĕхсемпе курса-паллашса вĕсене хамăр патăмăрта пурнăçа кĕртес ĕмĕт манăн та пулнăччĕ. Кунта вара ĕмĕте материализацилеме пĕлни пысăк вырăн йышăнать. Ку енпе пирĕн кооператив ертÿçи малта пырать. Пĕрлехи ĕмĕт-тĕллеве кăçал  пурнăçа кĕртессинче те вăл тĕп вырăнта пулчĕ. Çапла вара мал туртăмлă ĕçлекен, ответлăха туякан механизаторсемпе водительсене пĕрлештерсе 11 çынран тăракан ушкăн йĕркелерĕмĕр те (сăн ÿкерчĕкре) хамăр техникăпах чÿк уйăхĕн малтанхи эрнинче пĕрлехи командировкăна пуçтарăнса тухрăмăр.

- Çулçÿрев маршрутĕнче Беларуç Республики çеç пулман пулас. Çĕнĕ технологисемпе хĕç-пăшалланнă хамăр çĕршыври хăш регионсенче пулса курма пултартăр çула май;

- Эпир хамăр ушкăнри механизаторсемпе водительсене  Беларуç Республикине каякан çул çинчи кашни çĕнĕлĕхех кăтартма, пĕрешкел условисенчех çынсем еплерех ĕçлеме пултарнипе паллаштарма тăрăшрăмăр.  Çапла вара хамăрăн маршрута çиччĕ виçсе йĕркеленĕрен çулçÿревĕн  пĕр сехетне те уçăлма тухнă пек çил хăваласа ирттермерĕмĕр. Кашни кун вĕренÿ, паллашу, хутшăну пулчĕ, çĕнĕлĕхсем ума тухрĕç, кашнинех инçе пăрăнмасăр вырăнта çавра сĕтел хушшинчи пек сÿтсе явса пытăмăр, инçе каймасăр хамăра валли тивĕçлĕ йышăнусем турăмăр.

Паллашуллă экскурси-çулçÿреве Владимир облаçĕнчи Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ колхоз-агроплемсоюзран пуçларăмăр. 5000 гектар çĕр йышăнакан хуçалăха чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ хăй ĕçне çиччĕ виçсе пурнăçласа пыракан Н. Ершова ертсе пырать. Сĕт сăвассипе специализациленнĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăх хăйĕн харпăрлăхĕнче зооветеринари требованийĕсене пăхăнса 1700 пуç сумалли ĕне тытать. Патшалăха кунсерен вуншар тонна паха сĕт реализацилет, хуçалăх кассине пысăк калăпăшлă чĕрĕ укçа кĕрет. Нумай ĕçе кунта тĕплĕ механизациленĕ. Унта аслă ăру специалисчĕсемпе пĕрле çамрăксем йышлă пулни хуçалăх ыранхи куна шанчăклă пăхнине çирĕплетет. Дисциплина çирĕп пулни никама та ĕç çине алă сулма, паянхи ĕçе ырана хăварма, эпĕ туманнине тепри тăвĕ-ха тесе шутлама ирĕк памасть. Кашниех хăй ĕçĕн пахалăхĕшĕн хăй яваплă. Агроплемсоюзра ĕçлекен механизаторсем  2 - 3 техникăпа ĕçлени, кирек-хăш ĕçе те техникăпа туллин усă курса вăхăтра пурнăçлама тăрăшни куç умне пулчĕ. Хушнă-шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçларăн  - пысăк премие тивĕçетĕн. Çапла вара хуçалăхра кашни ĕçе преми виçипе çыхăнтарнă. Çавăнпа та хуçалăхри механизаторсемпе водительсем, обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансем тăтăшах ĕç нормине пурнăçлама тăрăшаççĕ - манăн ĕç вăхăчĕ тухрĕ, киле каймалла тени кунта çук. Кооператив ĕçченĕсем нихăшĕ те килте выльăх-чĕрлĕх тытмасть, купăста-çĕрулми ÿстермест. Пахча çимĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе хуçалăх ĕçченĕсене кооператив çителĕклĕ тивĕçтернĕрен ĕçлекенсем ĕç кунĕн пысăк пайне агроплемсоюзра ĕçлесе ирттереççĕ. Пире пысăк хăнасене кĕтсе илнĕ пек çавăтса çÿремерĕç пулсан та, территорире юхăннă е ишĕлнĕ вите-сарайсемпе кĕлетсем, çум курăкĕ ашкăрса ÿсекен лаптăксем, йăла каяшĕпе çÿп-çап купаланса выртни  куç тĕлне пулмарĕç. Хамăр çĕршывра та патшалăх пулăшăвĕпе çителĕклĕ усă курсан хăватлă техникăпа тулли кăмăлпа ĕçлеме пулать иккен.

- Беларуç Республикинче çĕнĕлĕхсемпе паллашмалли, курмалли-вĕренмелли, асра хăвармалли чылай пулчĕ-и;

- Хамăрпа тăванлă, нумай çул пĕр патшалăхра пурăннă халăх рынок хутшăнăвĕсене епле алла илнипе, умри йывăрлăхсене мĕнле çĕнсе пынипе çывăх паллашасси пирĕн çулçÿревĕн тĕп тĕллевĕ пулнăччĕ. Ăна пурнăçласа Беларуçе кĕрсе çулçÿрев маршручĕпе Польша чиккине тухрăмăр. Анчах çул çинче миллионшар тенкĕ хывса  çĕнĕрен тунă капмар сарай-витесем, мода хыççăн хăвалакан фермăсем курмарăмăр. Кунпа пĕрлех кивелнĕ, çĕрĕшнĕ, юхăннă, хуçасăр ларакан объектсем те, вĕлтĕренпе пиçен айĕнче выртакан çарансем те, усă курман уйсем те, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи электричество юписем çумĕнче ÿсекен пĕчĕк е пысăк йывăçсем те, хире çум курăк вăрри вĕçтерекен пĕчĕкçĕ питомниксем те куç тĕлне пулмарĕç: кунта çĕрĕн кашни тăваткал метрĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Пирĕн тĕллевре фермăсем реконструкцилессипе, сĕт сумалли ĕнесем ĕрчетессипе, вĕсенчен продукци ытларах илессипе, çĕрпе тухăçлă усă курассипе, трактор-машина паркне тытса-пăхса тăрассипе паллашасси пулнăччĕ. Ăна пурнăçа кĕртме тесе эпир Оршанск районĕнчи вăтам виçеллĕ "Лариновка" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пултăмăр.  Унта çитнĕ чух та, хуçалăхпа паллашнă вăхăтра та, хыççăнхи çулçÿревре те пирĕн автомашинăсем ваннă, ишĕлнĕ çул-йĕрпе çÿремерĕç.

Эпир çитнĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн харпăрлăхри çĕрĕ 2,5 пин гектар. Ун çинче хуçалăх ĕçченĕсем тырă-пулă, куккурус туса илеççĕ, 600 пуç сумалли ĕне тытма тата вĕсене çителĕклĕ çĕнетсе тăма ÿстерекен çамрăк выльăх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеççĕ.

- Ĕнесен сарайĕнче те пултăрах-тăр. Пирĕннипе вĕсен фермисем хушшинчи уйрăмлăхне мĕнре асăрхарăр; Фермăри микроклимат вĕсен еплерех; Выльăх-чĕрлĕхпе уй-хир производстви епле çыхăнура;

- Тÿрех çакна калатăп, выльăх тăракан сарайсем хăтлă та уçă сывлăшлă. Унти ĕçсене йăлтах механизациленĕ. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче типтерлĕх хуçаланать. Микроклимат тивĕçлĕ шайра. Ĕнесене сăнчăрламасăр кĕтÿпе хулăн айсарăм çинче тытаççĕ. Вăхăт çитсен сăвăм цехне илсе тухсан вĕсем каялла таврăниччен унта вакланă улăм тата йывăç кĕрпи сараççĕ. Сăвăмран тухакан ĕнесем валли эпир юлашки вăхăтра алла илнĕ пек выльăх апатне вакласа, тутлăхлантарса апат сĕтелĕ çине хурса параççĕ. Ĕнесем унта пырса апатланнă, шыв ĕçнĕ хыççăн хулăн айсарăмлă вырăна выртма таврăнаççĕ. Апатланнă çĕрте пухăнакан тислĕке куллен тасатса тăраççĕ пулсан, ĕнесем выртакан хулăн айсарăма уйăхне икĕ хутчен уй-хире кăларса типтерлĕ купаласа хураççĕ, çум курăкне ашкăрма памасăр çĕртеççĕ те хире сапалаççĕ. Органикăпа тулăх усă курнăран минераллă удобрение виçеллĕ çеç туянаççĕ. Çакăн пек лару-тăрура вĕсем пĕр ĕне пуçне çулталăкне 12000 килограмм сĕт сунинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар тесе шутлатăп. Çĕр ĕç культурине технологие пăхăнса тытса пынăран кăçал эпир пулнă ял хуçалăх производство кооперативĕ гектар пуçне вăтамран 81 центнер тырă илме хевте çитерни те савăнмалли, пире малалла ĕçлеме хавхалантармалли  пулăм тесе хакларăмăр.

Палăртса хăваратăп. Ферма территорийĕнче - сарайсем çывăхĕнче те, выльăх апачĕ упранакан вырăнта та - пĕтĕмпех бетон плитасем сарнă, пылчăк çăрăлмасть. Çакна курни пирĕнте ырă ăмсану çуратрĕ - çынсем тăвайраççĕ пулсан эпир мĕнпе кая-ха; Пирĕн те çак шая çитме шухăш çуралчĕ. Ĕмĕт пулсан ăна пурнăçа кĕртмелли çеç юлать.  

- Калаçу пуçламăшĕнче эсир çулçÿрев никĕсĕнче техника паркĕпе епле усă курнипе паллашасси те пулса терĕр. Хăвăр хуçалăхра ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче çĕнĕ варкăш хуçаланнăран инçе çулта вĕренмеллине, ăша хывмаллине татах куртăр-и;

- Çавăншăн çула тухнă-çке-ха эпир. Владимирта пулнă чухне те, Беларуç Республикинчи ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ĕçсĕр çапкаланса çÿрекене курмарăмăр. Кашниех хăйĕн ĕç вырăнĕнче производство планне вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшать. Мехпарк территорийĕсем таса та тирпейлĕ, тимĕр-тăмăр йăваланса выртни тата çум курăк хыçне пытаннă ял хуçалăх техники çук. Кунта уй-хирте е ытти çĕрте усă куракан техникăна кĕске тапхăра е нумай вăхăта технологипе килĕшÿллĕ управа лартасси - тĕп вырăнта. Çивитти айне управа лартнă техникăна ĕç вăхăчĕ çитсен хускат та ĕçе тухса кай кăна. Çапла ĕçлесе вĕсем паха вăхăта нумай  перекетлеççĕ, йĕпе-сапа е çил-тăвăл тесе алă усса лармаççĕ. Акă эпир çитнĕ чухне те кунта вырмаран кĕнĕ 3 "хир карапне" тĕпрен юсама пуçланăччĕ. Тепĕр мастерскойĕнче механизаторсемпе юсавçăсем кустăрмаллă тракторсене юсатчĕç. "Вырма вĕçленсенех эпир çитес вырмана хатĕрленме пуçлатпăр. Патшалăх пирĕнтен кăçал 5000 тонна тырă сутăн илчĕ те çав укçа-тенкĕпе техникăна ĕçе хатĕрлеме пуçларăмăр: механизатор ĕç çине тухсан паха вăхăта ан çухаттăр, техникăна чĕрттĕр те ĕçе тухса кайтăр. Ку вăл пирĕн пĕрлехи тĕллев", - тесе ăнлантарчĕ кооператив ертÿçи  белоруссем харпăр хăй продукцине тĕп вырăнта тытнине палăртса. Çак сăмаха эпир вырăнти халăх магазинта хăйсен продукцине черет тăрса илнинчен те куртăмăр. Унти кăлпассине  туянса çисе пăхрăмăр, пахалăхĕ пĕр иккĕленÿ те çуратмарĕ.

- Пĕлес килет, вĕсен магазинĕсенчи хаксем еплерех тата; Эрех-сăра çине вĕсем мĕнлерех пăхаççĕ;

-  Малашлăхпа пурăнакан эрех-сăрапа туслă мар. Çакна эпир Беларуç Республикинчи ялсенче те, хуласенче те, Брест крепоçĕнче пулсан та кашни утăмрах куртăмăр. Харпăр хăй продукцине тĕпе хунăран белоруссем спирта та тырăран çеç кăларнине пĕлтĕмĕр. Çавăнпах-тăр кунта импорт продукцие пит ăмсанмаççĕ. Çак туйăмах - техника тĕлĕшпе те. Беларуç Республикинче Минскри автозавод кăларакан МАЗ автомашинăсене, автобуссене анлă çул панă. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче ют çĕршыври перекетлĕ трактор та, кăкарса ĕçлемелли техника та пайтах.

Хаксем пирки, пĕтĕмĕшле каласан, вĕсем вăтамран пирĕн майлах. Белоруссен пĕр тенки пирĕн 35 тенкĕпе танлашнăран, вĕсен укçин кашни пусĕн хакĕ пур. Çавăнпа вĕсем укçапа питĕ перекетлĕ. Тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура 9 миллион ытларах çынлă халăх 146 миллионлă Раççей валли те продукци туса кăларма пултарни кÿршĕсенчен вĕренмелли сахал марри пирки калать тесе таврăнтăмăр инçет çулçÿреврен.   

- Иван Вадимович, эсир каласа панă май ыйту çине ыйту çуралать. Мĕнпе ытларах асра юлчĕ çулçÿрев;

- Ĕç çине хуçалла, çĕр тĕлĕшпе чăн хресченле пулнисĕр пуçне вĕсем хăйсен историне манманни, ăна ăруран ăрăва куçарса пыни, çамрăксенче патриотизм туйăмне аталантарни кашни утăмра палăрчĕ. Çулçÿрев çакна та ăнланма пулăшрĕ: паянхи пурнăçра ял хуçалăхне мал туртăмлă аталантарма чăн малтанах пурте пĕр тĕллевлĕ ĕçлени, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма пĕлни кирлĕ. Халĕ калани пурте вырăнта пулнăран Беларуç Республикинчи ял хуçалăхĕ прĕншĕн нумай енпе аталану тĕслĕхĕ пулса тăрать. Раççей - Беларуç çулçÿрев хыççăн çакна пирĕн механизаторсемпе водительсем ăнланчĕç тесе шутлатăп. Ăнланăва кулленхи ĕçре пурнăçа кĕртессе шанатăп.

А. БЕЛОВ калаçнă.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости