ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Юлташне çулăмран хăтарнă

Категория: Разное Просмотров: 256

Кириллов Сергей ИвановичВăрçă çинчен ĕнер çеç кĕнекере тата хаçат-журналта вуланă, кинофильм пăхнă, ашшĕ-амăш çунатти айĕнчен тин кăна тухнă 18 - 19 çулхи каччăсем Афганистан вăрçине кĕнĕ чух мĕн шутланă-ши; Командирсем приказ вуласа парсанах хăйсем умне епле хăрушлăх тухса тăни пирки ăнланнă-ши вĕсем, ĕнер каç юнашар çывăрнă юлташне паян цинк тупăкпа киле ăсатнине çамрăк чĕрисем епле чăтса ирттернĕ-ши, аманнă юлташне çапăçу хирĕнчен илсе тухнă вăхăтра мĕнле шухăш канăç паман-ши пирĕн салтака тата çар операцийĕсене хутшăннă хыççăн строй умĕнче командирсем кăкăр çине орден-медаль çакнă чух ашшĕ-амăшĕпе савнă хĕрĕн сăнарĕсем пăлхантарман-ши вĕсене;.. Çулсем иртеççĕ пулин те, ыйтусем юлаççĕ. Вĕсем пире вăрçа ытларах сивлеме ыйтаççĕ. Çакăн пек шухăшсемпе калаçу пуçларăм та эпĕ Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Анатри Панклире 1961 çулта çуралнă Сергей Кирилловпа (сăн ÿкерчĕкре). Ашшĕ-амăшне пулăшасран, çĕр ĕçĕнчен, выльăх-чĕрлĕх пăхасран, ял ачисемпе пĕрле вăййа-кулла хутшăнасран пăрăнман каччă мĕн пĕчĕкрен хăйне арçынсен ретне тăратасси пирки тĕлленнĕ. Çав хушăрах вăл çынсем ĕçре, вăрçăра паттăрлăх кăтартни пирки кĕнеке вулама, кино пăхма юратнă, вĕсенни пек лару-тăрăва лексен хăй мĕн тăвасси пирки шухăшланă, ĕмĕтленнĕ...

Çул çитнĕ каччă ялти виçĕ юлташĕпе 1979 çулхи çуркунне пĕрле повестка илсе действительнăй çар службине пĕр кун тухса каять. Тăваттăшĕ те Литвари вĕренÿ центрне тĕрлĕ подразделение лекеççĕ. Сергейăн çар служби çар машинисен командирĕсене хатĕрлекен сержантсен шкулĕнче пуçланать. Çур çултан çар пĕлĕвне илнĕ сержанта служба тивĕçне малалла пурнăçлама Витебскри сывлăш-десант çарне ăсатаççĕ. Унта пирĕн ентеше отделени командирĕн тивĕçне шанса параççĕ. Мирлĕ пурнăçри вĕренÿпе наряд, çар тĕрĕслевĕ йăлтах вăхăтра пурнăçлама çеç ыйтаççĕ, урăх хуйхă çук. Анчах... 1979 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче ирхи 2 сехетре тревогăпа çĕклесе хăйсене Витебскри аэродром çумĕнчи вăрмана илсе çитерсен, Сергейăн чунĕ питех те яваплă задани пуласса сиснĕн чĕри  тапрĕ: черетлĕ приказ мĕнли пулĕ, ăçта кĕтеççĕ десантниксене; 

Салтакшăн приказ тĕп вырăнта. 12 кун вăрманта хыр-чăрăш лăссисем сарса çывăрса пурăннă десантниксене раштавăн 25-мĕшĕнче 4 сехетре самолетсем çине ларма приказ пулать. Ăçта каясси паллă мар-ха. Сывлăша çĕкленсен тин вĕсене Афганистан республикине çул тытни пирки пĕлтереççĕ. Самай вăхăт иртсен пирĕн десантниксем Баграм хулине анса лараççĕ.

- Пĕрремĕш каçах пире душмансен зениткисем "тĕрĕслерĕç". Çухату пулмарĕ, анчах хамăр мирлĕ пурнăçран вăрçа лекнине витĕмлĕ ăнланса илтĕмĕр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă атте, Иван Кириллович, вăрçă пирки каласа панисем куç умне тухрĕç. Умри йывăрлăхсене салтаксен туслăхĕ çĕнме пулăшрĕ. Пĕррехинче çапла душмансен отрядне çапса аркатнă хыççăн çапăçу вырăнĕнче юлташпа калаçса утатпăр. Сасартăк пуç çийĕн пульăсем шăхăрса иртрĕç. Юнашар пулнă Н. Охремчук душмана вăхăтра асăрхаса персе ÿкермен пулсан, паян манăн аса илÿсем те пулас çукчĕ. Тепрехинче душмансем çине тапăннă вăхăтра пирĕн çар чаçĕн сĕрмелли-çунтармалли материалсен склачĕ сирпĕнсе кайрĕ. Питĕ вăйлă çулăм çĕкленчĕ. Манăн куç умĕнчех склад патĕнче караулта тăнă Петя Магдалина çулăм хыпса илчĕ. Нимĕн шухăшламасăр ун патне ыткăнтăм. Питĕ кĕске вăхăтра ун çинчи çулăма сÿнтерсе юлташăн пурнăçне çăлса хăвартăм, - аса илчĕ вăрçăри çулĕсене Сергей Иванович. 

Анатри Панкли каччи çĕршывăн пĕр приказĕнчен те пăрăнман. Çар наградисемпе киле таса-сывă таврăннă яш чĕрĕк ĕмĕре яхăн механизаторта, сварщикра, стройкăра вăй хунă. Службăра хăйĕнпе пĕрле пулнă ентешĕсемпе, Раççейăн ытти кĕтесĕнче пурăнакансемпе С. Кириллов çыхăну тытсах тăрать: Афган вăрçинче çирĕпленнĕ туслăх мирлĕ пурнăçра та татăлмасть.

 А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости