ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Илемлĕхпе хăтлăх - тупăш никĕсĕ

Категория: Потребителю Просмотров: 409

sundyrЫран пирĕн республика черетлĕ хут хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Илемлĕ çак уява кашни чăваш тăрăшса хатĕрленет. Çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисем Республика кунĕ умĕн маларах палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе çывăхарах паллашатăн та ăнăçлă, ÿсĕмлĕ вăй хунишĕн савăнатăн. Иртнĕ ытларикун, çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче, шăпах çакăн пек савăнăç парнелерĕ Мăн Сĕнтĕр райповĕ.

Халăх йышлă пулакан тата çÿрекен вырăнсенче вырнаçнă суту-илÿ учрежденийĕсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсене кунта тăтăш çĕнетсе тăрасси - ырă йăлара. "Илĕртмесĕр, ĕçлемесĕр тупăш пулманнине ăнланатпăр. Пирĕн тĕллев - халăха меллĕ йĕрке туса парса хамăр экономикăна ытларах тĕреклетесси. Пĕрле пулсан çак тĕллеве пурнăçа кĕртме май пуррине эпир куллен курса тăратпăр", - терĕ Москакассинчи "Илем" кафене тĕплĕ юсав хыççăн уçнă май Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн председателĕ Людмила Майкова.

Ку кафене тĕпрен çĕнетни Республика кунĕ умĕнхи ырă ĕç пулчĕ. Çакна хăйĕн сăмахĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ      В. Павлов та палăртрĕ:

- Çĕнĕлĕхе районта пурăнакансемпе пĕрлех аслă çулпа иртсе çÿрекенсем те асăрхарĕçех пулĕ. Апла пулсан вĕсем сирĕн патăра кĕрсе тухасси те ÿсĕ. Юнашар вырнаçнă "Сеспель" предприятире ĕçлекенсем те сирĕн патăрта час-час пулĕç. Коллектив клиентсем умĕнче пит хĕретмессе шанатăп.

Рынок хутшăнăвĕсенче аталанса пырса райпо халăхшăн тата халăхпа ĕçлессине, çак ĕçре пахалăх ыйтăвне тĕп вырăнта тытса пырассине  иккĕмĕш вырăна хăвармасть. Паян вăл "Илем" кафене хăт кĕртсе уçни ĕçри тăрăшулăхĕпе йывăрлăхсене пăхмасăрах аталанма май пуррине, çĕнĕлĕхсене алла илсе ĕçлесен кăна ÿсĕм çулне уçма пултарнине çирĕплетет. Райпон тĕп тĕллевĕ тупăш илесси çеç мар - çав тупăша халăх ыйтăвĕсене вăхăтра та туллин тивĕçтернипе тăвасси. Çакна "Илем" кафере ку таранччен апатланнисем те, унăн ĕçĕпе паян усă куракансем те хăйсем курса ăнланĕç. Асăннă кафе паян пирĕн район илемĕ, сăнĕ тата хапăллавĕ.

- Мăн Сĕнтĕр райповĕ тăтăшах малтан мала пăхни, ĕç коллективĕ пурнăçпа тан пыни район аталанăвне ырă витĕм кÿрет. Сирĕн ĕç кăтартăвĕсем эсир эффективлă ĕçлеме пултарнине çирĕплетеççĕ, сирĕн малашлăх çулĕсене палăртаççĕ. Сирĕнтен вĕренес текенсем йышлă пулни вăрттăнлăх мар. Кунпа пĕрлех сирĕн ĕçĕн социаллă пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вĕсене тата кăçал хăвăр ума лартнă тĕллевсене те эсир йăлтах пурнăçласса эпир шанатпăр, - терĕ çĕнелнĕ кафепе, унăн çывăх малашлăхĕпе паллашсан район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.

Район пуçлăхĕ И. Николаев районти нумай предприятин Мăн Сĕнтĕр райповĕн аталану утăмĕсенчен тĕслĕх илмелли пуррине палăртрĕ.

Иртнĕ çул райпо аталанăвне 8,5 миллион тенкĕ инвестици хывнă коллектив асăннă кафене тĕпрен çĕнетсе илемлетме 3,5 миллион тенкĕ инвестициленĕ. Кунпа пĕрлех кăçал Мăн Шашкарта Атăл хĕрне канма пыракансем валли магазин тунă (ăна кĕçех вырнаçтарĕç), нумай юсав ĕçĕ пурнăçланă. Тата тепĕр пысăк çĕнĕлĕх вăл - Калайкассинче тĕрлĕ ыйтăва татса паракан суту-илÿ центрне уçассипе строительство ĕçĕсем анлă калăпăшпа пыни.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости