ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Туслă йышăн апачĕ те тутлă

Категория: Потребителю Просмотров: 262

IMG 8594«Бриз» ресторанта хаксем самаях йÿнелнĕ, апат-çимĕç те менюра малтанхинчен ытларах - меню пуянланнă, апачĕ  тутлăрах, тенине юлашки уйăхсенче чылай çынран илтме тÿр килчĕ.

Çак обществăлла апатлану заведенийĕн ертÿçи Нина Колбасова каланă тăрăх, чăнах та, халĕ ресторанта хаксем пиццеринчи пекех. Çавăнпа тĕрлĕ юбилей, çуралнă кун, туй ирттерме те укçа-тенкĕ енчен меллĕрех: пĕр çыншăн шутламалли хак 800 тенкĕрен пуçланать.  «Ресторана е пиццерине апатланма килекенсем куллен тĕрлĕ мелпе хатĕрленĕ сĕтеклĕ какай, пицца, тĕрлĕ десерт, вĕри шашлык çиме кăмăлланни палăрать. Пирĕн коллектива тав сăмахĕ калакан чылай пулни те ĕçлеме хавхалантарать», -  пĕлтерчĕ Нина Колбасова.

Коллективра хальхи вăхăтра 4 повар, 3 официант, икĕ техслужащи, çавăн пекех гардеробра ĕçлекен тепĕр икĕ çын вăй хураççĕ.  Апатланма килекен çын кунта малашне те килтĕр тесе вĕсем пурте тăрăшаççĕ. Каласа хăвармалла, поварсемпе официантсем киле пырса та юбилей е  урăх уяв ирттерме пулăшаççĕ. 

Ресторанта вăй хуракансемпе тĕл пулма çитнĕ вăхăтра шăпах тав сăмахĕ калама пынă çынсем тĕлне пултăм. Нумаях пулмасть Вăрманкассинчи Михайловсен çемйи «Бриз» ресторанта ывăлĕн туйне чаплăн паллă тунă иккен.

- Ăста поварсем темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Апат-çимĕçĕ çав тери техĕмлĕ, официанткисем тимлĕ пулнине туйри хăнасем паян кун та шăнкăравласа калаççĕ. Çапла эпир  те ĕçчен коллектива тепĕр хут тав сăмахĕ калама килтĕмĕр. Республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем те пулнăччĕ - вĕсем те ресторанти апат-çимĕçе кăмăлланине каларĕç, - пĕлтерчĕç Михайловсем.

Апла пулсан Çĕнĕ çул уявне кунта тулли кăмăлпа ирттерме май пур. Вырăнсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ.

Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: «Бризри» ăста специалистсен туслă йышĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости