Тутлă апат-çимĕç ăстисем

Категория: Потребителю Опубликовано: 27.11.2017, 15:21 Просмотров: 3425

Повара Инна Волкова Таня ЛоцмановаКашни çын хăйне шанса панă ĕçе ответлăха туйса пурнăçланипе пурнăçа хăт кĕртет, çынсен хутшăнăвне илемлетет, малашлăх чиккисене палăртать. Çак сăмахсене Ильинкăри вăтам шкулта 17 çул поварта ĕçлекен Инна Волковăпа Татьяна Лоцманова (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) тĕлĕшпе те пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Вĕренекенсемпе шкулта ĕçлекенсене тутлă апатпа тивĕçтерессине вĕсем хăйсен тĕллевĕ туса хунă. Иртен пуçласа каçчен ачасен ыйтăвĕсене тивĕçтерекенсем хăйсем те маттур амăшĕсем: Инна Юрьевнăн 2 ача пулсан, Татьяна Алексеевна - 3 ача амăшĕ.

- Ачасемпе ĕçлес ĕмĕтпех Шупашкарта повара вĕрентĕмĕр. Хыççăн шкул столовăйне ĕçе вырнаçрăмăр та паян кунчченех пĕрле, - терĕç поварсем ачасем урокра пулнă вăхăтри шăплăхпа усă курса.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.     

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс. Новости