ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ăшă кăмăл ĕçре пулăшать

Категория: Потребителю Просмотров: 246

Чуманкасы ТПСЧуманкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем пурнăç уттипе тан пыма тăрăшаççĕ: илемлĕ тавралăх, тикĕс çул, хăтлă çурт-йĕр, сăпайлă çынсем, халăха тивĕçтерекен суту-илÿ...

Муркаш райповĕн бизнесĕ активлă йĕркеленнинче ялти магазинсем те пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Кунти ĕçсем вара сутуçăсен тăрăшулăхĕпе тÿрем çыхăнура. Çакна Чуманкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче ĕçлекен Марина Порфирьевăпа Алина Иванова та пытармарĕç. Иртнĕ кунсенче кунта çĕнĕ магазин хута яни ял сăнне илемлетрĕ, тавар туянаканпа ĕçлес культурăна ÿстерчĕ.

Марина Анатольевна, магазин заведующийĕ пулнă май, сентре çинче ял çыннисене кирлĕ тавар çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшать. Алина Валериановна сутуçă вара тавар туянакан кăмăлне ĕçпе тивĕçтерет.

Ăшă кăмăллă сутуçăсем пĕр вăхăтрах ача амăшĕсем те. Маринăн 12 çулти тата 9 çулти ывăлĕпе хĕрĕ тата Алинăн 8 класри хĕр пĕрчи паян Чуманкассинчи вăтам шкулта ăс пухаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем амăшĕсене пулăшасран та пăрăнмаççĕ. Килти хушма хуçалăхĕ вара икĕ çемьен те пĕчĕк мар. Порфирьевсем 3 гектара яхăн çĕрпе тулăх усă курса килти хушма хуçалăхра 2 ĕне, тынасем, чăх-чĕппе хур-кăвакал йышлă тытаççĕ. Ивановсем те ĕне, сурăхсем, чăх-чĕп усраса çемье бюджетне хушма укçа-тенкĕ хываççĕ.  

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.     

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости