ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Черетлĕ çĕнĕлĕх пурнăçа кĕчĕ

Категория: Потребителю Просмотров: 274

ФортунаМăн Сĕнтĕр райповĕ - хăйĕн ĕçĕнче социаллă пĕлтерĕше мала хурса пыракан пысăк предприятисенчен пĕри. Хăйĕн çĕр çултан иртнĕ пурнăçĕнче тути-масине сахал мар курнăскер, ĕç-хĕлне вăл паян та халăхшăн йĕркелесе пырать, çав тĕллевпех çĕнĕлĕхсене çул парать. Çакна 50 - 60 çын пурăнакан ялсенче те - Ойкас, Тăмлай, Ильинка, Хыркасси, Ивановка - куллен кирлĕ таварсен магазинĕсене тытни, пĕтĕмпе 56 магазин тата 9 обществăлла апатлану предприятийĕ ĕçлеттерни çирĕплетет.

Райпо коллективĕ мĕн пуррипе çеç çырлахса лармасть. Çакна иртнĕ эрнере райпора иртнĕ отчетпа суйлав пухăвĕ те, Калайкассинче уçăлнă суту-илÿпе гостиница комплексĕ те çирĕплетрĕç.

Малтанах пуху пирки. Вăл ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Конкурентлăха парăнман, суту-илĕве тата производствăна аталантарнипе хăйĕн вăйне кăтартакан Мăн Сĕнтĕр райповĕ вырăнти влаçшăн та, ялсенче пурăнакансемшĕн те, килекен хăнасемшĕн те, пайщиксемшĕн те - ырă юлташ. Вăл - районта вырăнти бюджета налук ытларах тÿлекенсенчен пĕри. Налук тенĕрен. Мăн Сĕнтĕр райповĕ иртнĕ 5 çул хушшинче район бюджетне 150 миллион тенкĕ ытла налук хывнă. Çак калăпăш вăл ĕçлемесĕр пулмасть. Райпо тытăмĕнчи нумай магазин паян, сутă тунипе пĕрлех, хатĕрлевçĕ те. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем пĕтĕмпе 41 миллион тенкĕлĕх чĕртавар пухнă. Ку вăл иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 17 процент нумайрах. Уйрăммăн илсен, халăхран тата ял хуçалăх предприятийĕсенчен 910 тонна сĕт, 700 тонна тырă, 92 тонна пахча çимĕç, 45 тонна çĕр улми туяннă. Çак кăтартусем райпон рынок тапхăрĕнчи çирĕп вырăнĕ пирки калаççĕ. Асăннă пĕтĕмлетÿсем тивĕçтернĕрен тата умри тĕллевсем пурнăçланасси курăннăран, уполномоченнăйсен пухăвĕ райпо коллективне тепĕр тапхăрта ертсе пыма Людмила Майковăнах суйларĕ.

- Хамăр ĕçĕмĕрте халăхшăн ĕçлессине, район аталанăвне çителĕклĕ тÿпе хывассине малашне те тĕп вырăнта тытăпăр. Халĕ каланине çирĕплетме Калайкассинче суту-илÿпе гостиница комплексĕ уçăлнă çĕре хутшăнма йыхравлатăп, - терĕ пуху вĕçленнĕ май Раççей Федерацийĕн суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Петровна.

Çула тухнисем ку таранччен Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсенчен те, обществăлла апатлану предприятийĕсенчен те пăрăнса иртмен. Малашне вĕсене Калайкассинче суту-илÿпе гостиница комплексĕ те ялан хапăл пулĕ. Кунта тасалăхпа тирпейлĕх, çĕнĕ ĕç вырăнĕсенче вăй хуракан сутуçăсемпе поварсен халăх ыйтăвне тивĕçтерессин культури куç умне пулнине иккĕмĕш вырăна хăварма çук. Çакă вăл - кунта килекен кашни тавар туянаканшăн, апатланаканшăн, гостиница услугисемпе усă кураканшăн.

Суту-илÿпе гостиница комплексне уçма ăмăр, хушăран çумăр пĕрĕхсе илекен çанталăка пăхмасăрах, вырăнти халăх та, хăнасем те йышлă пухăнчĕç. Хĕрлĕ хăйăва касса комплекса ура ярса пусиччен Л. Майкова çапла каларĕ:

- Пурнăç пĕр вырăнта тăманнине пурсăмăр та куратпăр. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн пирĕн ĕçе Раççейре, республикăра ырăпа палăртнăран, пирĕн тăтăшах шыравра пулма тивет. Паян эпир тавар туянаканăн ыйтăвне, темĕнле пулсан та, ăна майлă татса парассипе ĕçлетпĕр: пирĕн патăмăра килекен тавар туянмасăр, пирĕн услугăсемпе усă курмасăр тухса ан кайтăр. Суту-илÿпе гостиница комплексĕ - çак ĕçри черетлĕ утăм.Открытие

- Чăвашпотребсоюз Раççейри Центросоюз системин лидерĕ пулсан, эсир - пирĕн хушăмăрта çĕнĕлĕхсене алла илсе малта пыракан предприяти. Эсир пуçарнă кашни ĕçех ыттисемшĕн тĕслĕхе лартма пулать. Çак ĕçре утăмсене ан чакарăр çеç, - терĕ район шайĕнче паян пысăк пĕлтерĕшлĕ кун пулнине палăртса ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В. Павлов.

- Мăн Сĕнтĕр райповĕ хăй вырнаçнă вырăнпа туллин усă курни малашлăха ырă шанчăкпа пăхтарать. М-7 трассăпа иртсе çÿрекенсен укçи-тенкин пĕр пайĕ района юлсан та, аталану çулне татах та анлăлатма май тупăнĕ. Эсир çак çулпа ĕçлесе пыратăр. Апла пулсан эсир пурнăçран юлмастăр, - терĕ хĕрлĕ хăйăва касма уйрăмах кăмăллă пулнине палăртса депутатсен район Пухăвĕн председателĕ - район пуçлăхĕ И. Николаев.

Асăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи А. Миронов та хутшăнчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл укçа шутлама пĕлекенсем районăн малашлăхĕ пулни пирки каларĕ, кун пеккисем районта ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Çĕнĕ комплексра магазинти тулли ассортимент, строительство материалĕсен пысăк склачĕ, автомашинăсем валли шиномонтаж мастерскойĕ, талăкĕпех ĕçлекен кафери пуян меню, гостиницăри евростандарт тата ĕçлекенсен тараватлăхĕ кунта халăх ялан йышлă пуласса шантарать. Пирĕн патăмăрта çавнашкал кĕтес пурри пирки райпо анлă реклама пуçарсан, кунта килекенсем йышлă пуласса, суту-илÿпе гостиница комплексĕ мал туртăмлă ĕçлессе шанатпăр. Федераци пĕлтерĕшлĕ автоçулпа иртекенсен укçи-тенкин пĕр пайĕ кунта юлни - Мăн Сĕнтĕр райпо аталанăвĕпе Муркаш район ячĕ çĕкленнин черетлĕ утăмĕ.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости