ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çынсемпе кăмăллă сутуçăсем

Категория: Потребителю Просмотров: 339

DSC06968Октябрĕн 15-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери  ял хĕрарăмĕсен кунĕ. Çак уява 2008 çултанпа паллă тума пуçланă. Ку ырă шухăш патне самай малтан, 1995 çулхи Пекинти  хĕрарăмсен конференцийĕнче,  тухнă. Анчах та тепĕр 12 çултан кăна  пуçарăва вăя кĕртме, официаллă çирĕплетме май килнĕ. Уява календаре кĕртессин тĕллевĕ ял хĕрарăмĕсем çине тимлĕх ытларах уйăрма хистесси пулнă.

  Ял хĕрарăмĕсене чăннипех те пысăка хурса хаклама сăлтавĕ пур. Пурнăç урапине туртса пыма тăрăшса йывăрлăхран та пăрăнмаççĕ. Вĕсем тăрăшнипех ÿсен-тăранпа выльăх-чĕрлĕх тата ытти отрасль продукчĕ сентре çине лекет.

Сăн ÿкерчĕкри Муркаш райповĕн Елшик лавккин ĕçченĕсем тăрăшнипе  вара сентре çинчи тавар потребитель патне çитет.    Надежда Галкина çиччĕмĕш çул потребителе пахалăхлă тавар сĕнет. Наталия Васильева  кунти ĕç-хĕле йĕркелесе  пырать, вăл 2002 çултанпа тимлет. Вĕсем иккĕшĕ те - суту-илÿре пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ ĕçченсем. 

 Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.    

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости