ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Тăван ен илемĕ - хамăр алăра

Категория: Общество Просмотров: 399

ЛесÇитес вырсарникун вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Вăрман вăл халăх пуянлăхĕ пулнăран уяв умĕн манăн çĕршыв хамăра шаннă ĕçе эпир епле пурнăçлани пирки каласа парас килет. Тÿрех палăртатăп, шаннă ĕçе эпир  Раççей Вăрман кодексĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр. Вăрмансем - Çĕр планета ÿпкисем. Çавăнпа та вăрмансемпе пурин те пĕрешкел тирпейлĕ те перекетлĕ усă курмалла тесе шутлатăп. Хамăра йĕрке хуралçисем, пушар хуралĕнче вăй хуракансем, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем пулăшнипе вăрманти йĕркелĕхе паян тивĕçлĕ шайра тытса пыма майсем пур. Вăл малашне те вăл çаплах пуласса шанатăп.

Чăваш Республикин Çут çанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн 632,3 пин гектарне вăрман йышăнать. Ку вăл - пĕтĕм территорин 3-мĕш пайĕ.

Эпир республикăри Сăнавлă вăрман хуçалăх тытăмне кĕретпĕр. Пирĕн таврара ытларах çулçăллă вăрман ÿсет. Муркаш енре вăрман лартассипе, тăван ене юратассипе ыттисенчен çаврăнăçуллăрах ĕçлени паллă. Çакна ăнланни пире татах та тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах пулма хистет. Хамăр тăрăшулăхпа эпир юлашки çулсенче вуншар гектар çинче йывăçсем лартса тата вăрмансене тасатса çамрăк йывăçсене ÿсме май туса патăмăр. Лесничествăра ятарлă машинăпа пушар хуралне йĕркелени хамăр вăрмансенчи хăрушсăрлăха та тивĕçлĕ шайра тытса пыма пулăшать.

Вăрман пурнăçĕ пĕр çын ĕçленипе йĕркеленсе пымасть. Уяв кунĕ умĕн историе пăхса, паянхи ĕçсене пĕтĕмлетсе ырă сăмах каламаллисем те пур: пĕрле пулсан çеç эпир вăйлă. Пирĕн тăрăхри кашни вăрманçă тăван тавралăха пуянлатассипе тата ăна илем кĕртессипе епле ĕçлени - паян йăлтах манăн куç умĕнче. Хамăр енре юманлăхсем лартса чĕртессипе кам епле ĕçленине паян çапла палăртатăп. Ку ĕçре тăрăшса вăй хунă А. Селюшкин, В. Анисов, Н. Пантелеймонов, И. Игнатьев, С. Николаев, Г. Флегонтов вăрманçăсем таврари ялсенче тата район пурнăçĕнче хăйсенчен ырă ят хăварчĕç. Хыççăнхи çулсенче вăрман хуçалăхĕнче тĕрлĕ ĕçпе вăй хунă В. Голубев,           В. Колбасов, М. Моисеев, Л. Николаев, П. Андреев, В. Таймаскин, Н. Щербаков хăйсен тăрăшулăхĕпе вăрман хуçалăхĕн чысĕ пулса тăчĕç. Паян та кунта тимлекен В. Николаевпа Б. Хрусталев унчченхи ĕçсене малалла тăсассипе ырми-канми тăрăшни - вăрман хуçалăхĕнче ăруран ăрăва пыракан ырă пулăм.

Пурнăç уттипе тан пырса иртнĕ çулсенче пысăкланнă пирĕн лесничество паян 10316 гектар çинчи вăрмансене пĕрлештерсе тăрать. Май килнипе усă курса хамăр вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ ветерансене, вăрман хуçалăхне аталантарма пулăшнисене тата халĕ те çак ĕçрен айккинче тăманнисене,  паян вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсене, вĕсен çемье членĕсене, вăрман хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывакан шкул ачисене çывхаракан Вăрман ĕçченĕсен кунĕпе саламлатăп, телей те ăнăçу сунатăп.

Йывăç лартмалли черетлĕ тапхăр çитрĕ. Районта пурăнакансем унта пурте активлă хутшăнасса шанатăп - тăван ен илемĕ хамăр алăра.

А. КАСЬЯНОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости