ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Çын урă пулни - пурнăç норми

Категория: Общество Просмотров: 363

ИОАНН ПРЕДТЕЧАСентябрĕн 11-мĕшĕнче Урăлăх кунне паллă тăваççĕ. Çак куна Православи чиркĕвĕн служителĕсем 1913 çултах паллă тума йышăннă. Тепĕр çулталăкран вара Святейший Синод çак куна кашни çулах паллă тума çирĕплетнĕ.

Пирĕн республикăра алкоголь ĕçнин проблеми çивĕч тăрать. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ даннăйсем тăрăх, акă Муркаш районĕнче те алкоголе пăхăннин чирĕпе 494 çын учетра тăрать (Чăваш Республикипе пурĕ 18795 çын), унсăр пуçне алкоголе виçесĕр ĕçекенсем 325 çын (Чăваш Енре 5559 çын).

2017 çулхи 6 уйăхра пирĕн районта спирт пур шĕвекпе наркăмăшланнă 4 тĕслĕх пулнă, вĕсенчен пĕринче çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Иртнĕ 8 уйăхра çын эрех ĕçнине е ĕçменнине çирĕплетме медицина тĕрĕслевне пурĕ 230 ирттернĕ, вĕсенчен 186-шĕнче çын ÿсĕррине çирĕплетнĕ.

Ÿсĕрле преступленисем туни çинче те чарăнса тăмасăр çук. Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕнчи даннăйсем тăрăх, иртнĕ тапхăрта транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çула тухнăшăн районти 20 çынна уголовлă явап тыттарнă, ÿсĕр пулнипе обществăлла йĕркене икĕ е ытларах хутчен пăснăшăн 49 çынна административлă явап тыттарнă.

Районта, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме спорт учрежденийĕсем те, культура учрежденийĕсем те пур, спорт тата культура мероприятийĕсем те сахал мар иртеççĕ. Апла пулин те нумайăшĕ хăйсем тĕллĕн "ирттерекен" ÿсĕр ĕçкĕсене ытларах килĕштереççĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, эрех ĕçессинчен хăтăлас текенсем Муркашри тĕп больницăна пыма пултараççĕ. Психиатр та, нарколог та яланах пулăшма хатĕр: сĕнÿ-канашпа та, сиплевпе те.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ çапла палăртать: пĕр çын çулталăкра вăтамран 8 литр ытла эрех ĕçет пулсан, общество пĕтме пуçлать. Раççей Сывлăх сыхлав министерствин сайтĕнче кăтартнă даннăйсем тăрăх, хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакан 1 çын пуçне çулталăка 10 литр алкогольтен те иртет.

Федерацин тата регионсенчи алкоголь рынокне тĕпчекен центрăн пуçлăхĕ Вадим Дробиза хăй сăмахĕнче 2016 çулта Раççейри "вăтам" çын 50 л сăра ĕçнĕ, 3,5 л сăра напитокĕсене ĕçнĕ, 0,7 л  - хаяр мар алкоголь напитокĕсене, 3,5 л - хĕрлĕ эрех, хĕрлĕ эрех напитокĕсене - 2 л, шампань эрехне - 1,1 л,  6,7 л - водка тата ликерпа водка изделийĕсене, 0,75 л - коньяк тата 0,25 л ытти тĕрлĕ хаяр алкоголе.

Каламалла, çав "вăтам" çын йышне сăпкари ачасем те кĕреççĕ. Апла пулсан шухăшласа пăхмалли пур. "Маттур, эсĕ паян урă" тенине комплимент пек йышăнмалла мар, пурнăçри норма - çын урă пулни.

Маларах çырнăччĕ, эрех ĕçесси вăл Раççей çĕршывĕнчи йăла мар тесе, ăна пире искуствăлла майпа явăçтарса панă. Çавăнпа та Муркаш районĕнче пурăнакансене çирĕп ăслă тата сывлăхлă пулма вăй-хал сунмалли кăна юлать.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Православи чиркĕвĕ Иоанн Предтеча пророк кунне паллă тăвать. Ун вăхăтĕнче типĕ тытассине яланах  çирĕппĕн пăханнă. Раççейре çак кун эрех-сăра сутакан лавккасене хупнă, эрех сутма чарнă. Православи храмĕсенче турăшсем йăтса çула тухассине йĕркеленĕ, урă пурнăçпа пурăнма чĕнсе каланă.

А. СТРОГАНОВ,

нарколог врач.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости