ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Ырă ячĕ ялан асра

Категория: Общество Просмотров: 349

0 e867 aeabb77e lСентябрĕн 5-мĕшĕнче чăвашăн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 88 çул çитрĕ. Çавна май республика çак куна чыслăн паллă турĕ. Совет Союзĕн  Геройĕ  ята икĕ хут тивĕçнĕ авиаци  генерал-майорне Андриян Николаева  асăнса  унăн тăван тăрăхĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл салинче,  пысăк йыш пухăннă.

Ăна халалланă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăннă. Вăл митинга пухăннă  ентешсене  тав сăмахĕ каланă, халăх мухтавлă ывăла сума сунине, ялан асра тытнине палăртнă, республикăра космонавта чысласа ирттерекен мероприятисем питĕ вырăнлă пулнине асăннă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче уçă уроксем иртнĕ, ачасене Андриян Николаевăн кун-çулĕпе паллаштарнă. Республика шайĕнче пултарулăх конкурсне те йĕркеленĕ, Шуршăлта шахмат турнирĕ пулнă, çăмăл атлетикăра та вăй виçнĕ. Мероприятисене çынсем хастар хутшăннă.

Байконур космодромĕн ветеранĕсен комитечĕн ертÿçи  "Российский союз  ветеранов Вооруженных сил" Чăваш Енри  обществăлла организацийĕн  ертÿçин çумĕ, çар ĕçĕн ветеранĕ Е. Южалин  космос вăрттăнлăхĕ, Андриян Николаевăн хастарлăхĕ  çинче чарăннă.

Торжествăлла митингра Сĕнтĕрвăрри  район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е. Николаева, А. Туполев  ячĕллĕ Хусанти авиаци институтĕнчен  вĕренсе  тухнисен  Ассоциацийĕн президенчĕ Н. Горбунчиков  тухса калаçнă, пурне те çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăннăшăн  ырласа тав тунă.

Çак кун мероприятие пухăннисем Андриян Николаевичăн вил тăпри çине чĕрĕ чечек çыххисем  хунă, музей ĕçĕпе паллашнă, Чăваш Енĕн ывăлĕпе кăсăкланнă. Андриян Николаевăн ырă сăнарĕ ĕмĕр асра пулĕ.                

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости