ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Мăрсаксен пуçарулăхĕ те, хастарлăхĕ те пур

Категория: Общество Просмотров: 415

20170902 141905Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, Москакасси ял тăрăхĕнчи Мăрсак ялĕнче çĕнĕ Заводская урам пуçланса кайнă. Кил хуçалăхĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленнĕ. Çĕнĕ урамра çав вăхăтра шыв пулманнине кура кунта пурăнакансем харпăр хăй килĕсенче çăлсем чавнă. Цивилизацин ытти енĕ - çутă, газ килсене çитнĕ...

Шел пулин те, çирĕм пĕрремĕш ĕмĕре çитсен те çак урамра шыв пăрăхĕсем хума темшĕн май тупăнман.

- Çăлри шыв вара хĕлле самаях чакать, хăшĕсен типет те. Çавна шута илсе ĕнтĕ вырăнти пуçаруллă çынсем çине тăнипе иртнĕ кунсенче урамра шыв пăрăхĕсем хурса хăварма май тупрăмăр, - пĕлтерчĕ Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов.

Унпа пĕрлех урама шыв кĕртес ĕçе йĕркелесе пыма тата пурнăçлама ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Федоров та сăмахсăрах килĕшнĕ. Евгений Бояринов, Любим Любимов, Олег Потряков тата ытти активлă çынсем чăнах та хастар пулнине калать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Çак пысăк ĕçе пурнăçлама урамра пурăнакансем хăйсем укçа пухнă паллах, унсăрăн нимĕнле ĕçе те тытăнма çук.  Шыв пăрăхĕсене туяннă, вĕсене çĕр айне хума вара Юрий Матросов предприниматель хăйĕн техникипе пулăшнă.20170902 144742

- Çынсем икĕ эрнене яхăн тăрăшса ĕçлерĕç. Ку урамри шыв пăрăхне тепĕр урамрипе сыпăнтарсан шыв çулĕ кĕскерех пулнине шута илсе Пушкинсен хуçалăхĕнче те çĕр ĕçĕсем пурнăçламалла пулчĕ. Вĕсем килĕшрĕç, ял халăхĕн ыйтăвне ăнланчĕç. Çапла вара çур километра яхăн пăрăха çĕр айне хурса хăвартăмăр.  Пуçарулăха яланах мĕнпе те пулин хавхалантарас килет. Çавăнпах шыв пăрăхĕсене сыпăнтармалли вырăнсенче лартса хăварма тимĕр бетон ункăсене ял тăрăхĕн шучĕпе тивĕçтертĕмĕр, - каласа пачĕ Денис Валерьевич.

Халĕ çак урамра пурăнакансем шыва тĕп пăрăхран килĕсене кĕртеççĕ, хăйсен пурнăç условийĕсене татах лайăхлатаççĕ.

Сăмах май, хальхи вăхăтра пирĕн районти кашни ял тăрăхĕнчех пуçаруллă бюджет мелĕпе проектсем пурнăçласси çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Çапла вара мăрсаксем пуçарулăх кăтартса ыттисен те хăйсен ялне хăтлăрах, илемлĕрех тума, пысăк ĕçсем пурнăçлама май пур.

Н. НИКОЛАЕВА. 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости