Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи капиталлă юсав ĕçĕсем çинчен

Категория: Общество Опубликовано: 17.02.2020, 13:31 Просмотров: 18501
Раççей гражданĕсен пурнăç пахалăхĕн шайне ÿстерессин ыйтăвĕсене РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă хăйĕн кăçалхи Çырăвĕнче пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Çĕршывра пурнăçа кĕрекен наци проекчĕсене те çав тĕллевпех туса хатĕрленĕ. Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырас тĕлĕшпе вара нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсассин республика программипе пăхнă ĕçсене кирлĕ шайра пурнăçласа пыни те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Районта çак ĕçсене мĕнле йĕркеленипе район администрацийĕн капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата пурăнмалли çурт-йĕр хутшăнăвĕсен секторĕн заведующине Ольга САНДИМИРОВĂНА паллаштарма ыйтрăм:
 
– Программăна 2014 – 2043 çулсем валли туса хатĕрленĕ. 2018 – 2020 çулсем валли вара кĕске тапхăрлăх программа пăхса хунă. Унпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр пирĕн районта нумай хваттерлĕ 5 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле 3 млн та 700 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕ пурнăçланă.
Мăн Сĕнтĕрте Новая урамри 14-мĕш çуртăн çивиттине тĕпрен юсанă, электроснабжени системине йĕркене кĕртнĕ. Юсав ĕçĕсене «СК «Виком» ООО пурнăçларĕ. Ĕçсен калăпăшĕ 1 млн та 387 пин тенкĕлĕх ытла пулчĕ.

Республика программипе Муркашра пĕлтĕр нумай хваттерлĕ 3 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Виççĕшĕнче те ĕçсене çу кунĕсенчех вĕçлеме май килчĕ. «Премиум Строй» ООО Восточная урамри 6-мĕш çуртăн ăшăпа тивĕçтермелли системине тĕпрен юсарĕ, ĕçсене 632 пин те 480 тенкĕлĕх пурнăçларĕ. Кунпа пĕрлех «Калита» ООО строителĕсем Октябре 50 çул урамри 40-мĕш çуртăн таса мар шыва юхтарса кăлармалли системине тĕпрен юсарĕç. Уйăрнă укçа-тенкĕ сумми – 233 пин тенкĕ ытла. Кунсăр пуçне çак урамри 22-мĕш çуртăн ăшăпа тивĕçтермелли тата таса мар шыва юхтарса кăлармалли системисене те тĕпрен юсама май килчĕ. Уйăрнă сумма 1 млн та 314 пин тенкĕне яхăн. Ĕçсене «СК «Леон» ООО туса ирттерчĕ.

Иртнĕ çул Москакассинче те капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. «АВК-Энергосистема» ООО строителĕсем Зеленая урамри 1-мĕш çуртăн электроснабжени системине тĕпрен юсарĕç. Ĕçсене 300 пин тенкĕлĕх ытла пурнăçланă.

Иртнĕ çултан куçакан тепĕр объект пур. Ку вăл – Йÿçкассинчи Совхозная урамри нумай хваттерлĕ 1-мĕш çурт. Кунти юлнă юсав ĕçĕсене кăçал çуркунне туса ирттермелле пулать. Калăпăшĕ – 3 млн та 440 пин тенкĕлĕх. Асăннă çуртăн çивиттине, сивĕ шыв парса тăмалли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли системисене юсама палăртнă. Ĕçсене «Полимермонтаж» ООО строителĕсем туса ирттерĕç.

Капиталлă юсав программипе кăçал туса ирттермелли ĕçсем те калăпăшлă. Нумай хваттерлĕ 7 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама палăртнă. Вăл шутра Москакассинчи Зеленая урамри харăсах 3 çуртра. Асăннă урамри 2-мĕш çуртăн таса мар шыва юхтарса кăлармалли тата электроснабжени системисене юсассипе ĕçсене 767 пин тенкĕлĕх ытла, 3-мĕш çуртăн таса мар шыва юхтарса кăлармалли, сивĕ шыв парса тăмалли тата электроснабжени системисене юсассипе – 1 млн та 153 пин тенкĕлĕх ытла, 7-мĕш çуртăн электроснабжени тата сивĕ шыв парса тăмалли системисене юсассипе – 837 пин тенкĕлĕх ытла пурнăçламалла пулать.

Муркашра вара икĕ çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Ленин урамĕнчи 26-мĕш çуртăн таса мар шыва юхтарса кăлармалли, сивĕ шыв парса тăмалли, ăшă парса тăмалли тата электроснабжени системисене, Октябре 50 çул урамри 38-мĕш çуртăн çивиттине юсама пăхнă. Ĕçсене 1 млн та 607 пин тенкĕлĕх ытла тата 1 млн та 570 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттермелле.

Кунсăр пуçне Юнкă ялĕнчи Центральная урамри 35-мĕш çуртăн таса мар шыва юхтарса кăлармалли системине (уйăракан сумма 312 пин тенкĕ ытла) тата Мăн Сĕнтĕрти Новая урамри 1-мĕш çуртăн çивиттине (1 млн та 467 пин тенкĕ ытла) тĕпрен юсама пăхнă. Пĕтĕмĕшле вара кăçал нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха капиталлă юсама 7 млн та 700 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.
Капиталлă юсав ĕçĕсем пирки асăннă май, взнос пухасси пирки те каласа хăвармалла. Нумай хваттерлĕ ку е вăл çуртра капиталлă юсав ĕçĕсене планпа пăхнă вăхăтра туса ирттересси чи малтанах ку çуртра пурăнакансем капиталлă юсав ĕçĕсем валли взноссене мĕнле тÿлесе тăнипе çыхăннă. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕпе взнос пухăнасси районĕпе 97,63 процентпа танлашрĕ. Республика шайĕпе илес пулсан, япăхах темелле мар. Апла пулин те парăмсене татассин, взноссене вăхăтра тÿлесе тăрассин ыйтăвĕсем кун йĕркинчех пулмалла.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости