ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Пĕлме тата асра тытма тивĕç

Категория: Общество Просмотров: 352

Ярабай. СОШСентябрĕн 3-мĕшĕнче Раççейре Терроризма хирĕç кĕрешессинче пĕр шухăшлă пулмалли куна паллă турĕç. Ăна Беслан хулинчи 2004 çулхи сентябрĕн 1-3-мĕшĕсенче пулнă трагедипе çыхăнтарнă. Çак куна 2005 çулта çирĕплетнĕ.

Пурте астăваççĕ пулĕ: Бесланти 1 номерлĕ вăтам шкулти терактра 300 ытла çын вилнĕ, вăл шутра - 150 ытла ача.

Раççей çыннисем Буденновскри терактра вилнисене те, Дубровкăри театр центрне тытса илнине те, Раççейри, ют çĕршывсенчи тĕрлĕ хулара пурăнмалли çуртсене сирпĕтнине, çынсем йышлă пулакан вырăнсенче террор акчĕсем иртнине асра тытаççĕ, çав инкексенче вилнисене аса илеççĕ. Çак инкексене асра тытни тĕнчери чи вăйлă хăрушлăха хирĕç тăрассинче тĕрлĕ çĕршыв çыннисене, тĕрлĕ халăха пĕрле пулма хистет те ĕнтĕ.

Раççейри ытти çĕрти пекех, Муркаш районĕнчи культура, вĕренÿ учрежденийĕсенче те сентябрĕн 4-мĕшĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Сăмахран, Ярапайкасси вăтам шкулĕнче ачасемпе учительсем хурлăхлă митинга пухăнчĕç, терактсенче вилнисене шăплăх минучĕпе аса илсе чыс турĕç. Пур класра та класс ертÿçисем тĕрлĕ презентаципе усă курса "Бесланти трагеди", "Эпир пĕлме тата асра тытма тивĕç", "Беслан ачисем", "Наци тата тĕнчери терроризм" ятпа класс сехечĕсем ирттерчĕç. Ачасене террор акчĕ вăхăтĕнче харпăр хăйне мĕнле тытмаллине вĕрентекен памяткăпа та тивĕçтерчĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

 Сăн ÿкерчĕкре: Светлана Силова шкулти аслă вожатăй та ачасене памяткăпа тивĕçтерет.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости