Чăваш Республики апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса пĕтĕмпех цифра эфир телевиденийĕ çине куçма хатĕрленнĕ май, кирлĕ оборудование туянма кайнă расхутсемшĕн камсем компенсацие тивĕçме пултарнин ыйтăвĕ – актуаллисенчен пĕри. Ун пирки Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствинчен çапла пĕлтерчĕç.
– Цифра телевещанине йышăнмалли оборудовани туянма кайнă расхутсене саплаштарма компенсацие камсем тивĕçме пултараççĕ?
– Социаллă пулăшупа тивĕçтерессин йĕркине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи 78-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.
Компенсаципе социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисене тивĕçтерме пăхнă. Вĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
– çемьесем тата пĕччен пурăнакан граждансем, енчен те вĕсенче пĕр çын пуçне тивекен тупăш шайĕ Чăваш Республикинче палăртнă пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулсан;
– чухăн çемьесем тата пĕччен пурăнакан граждансем, енчен те вĕсене социаллă пулăшăва тивĕçлисен шутне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин законодательствипе килĕшÿллĕн регистрациленĕ пулсан;
– Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, енчен те вĕсем вĕçĕмех е ытларах вăхăт Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнаççĕ пулсан.
– Компенсаци шучĕпе мĕнле суммăна каялла илме пулать?
– Тÿлевсĕр 20 телеканала Чăваш Республикин пĕтĕм территорийĕнче тенĕ пекех (99,1%) йышăнма май пур. Социаллă хÿтлĕхе тивĕçлĕ граждансем цифра телевиденийĕн передачисене йышăнмалли оборудование туяннăшăн компенсаци шучĕпе 1750 тенкĕ каялла илме пултараççĕ. Ку вăл оборудованин пĕтĕм комплекчĕ те (антенна + приставка) е уйрăм устройствăсем те пулма пултараççĕ.
Цифра эфир сигналĕсене йышăнма пултарайман территорисем пирки калас пулсан, социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисем спутник оборудованине туяннăшăн 6500 тенкĕ каялла илме пултараççĕ. Чăваш Республикинче кун пек ялсем 83.
– Оборудованийĕ хăçан туяннăскер пулмалла? Компенсаци илме заявление ăçта памалла?
– Цифра эфир телевиденийĕн е спутник сигналĕсене йышăнмалли оборудовани 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннăскер пулма тивĕç. Компенсаци илме заявление вырăнти социаллă хÿтлĕх пайне памалла. Документсене 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
– Заявленипе пĕрле мĕнле документсем кирлĕ пулаççĕ?
– паспорт е çын кам пулнине çирĕплетекен ытти документ копийĕ (заявлени параканăн тата çемьен аслă членĕсен);
– харпăр хăйĕн е усрава илнĕ ачисен çурални çинчен панă свидетельствисен копийĕсем;
– Чăваш Республикинче хăш вырăнта пурăннине çирĕплетекен документ копийĕ;
– заявлени параканăн тата унăн çемье членĕсен заявлени панă умĕнхи 3 уйăхри тупăшĕ мĕн чухлĕ пулнине çирĕплетекен документсем, çавăн пекех харпăр хăйĕн персональнăй даннăйĕсене тишкерме ирĕк панине çирĕплетекен документсем;
– туяннă оборудованин эксплуатаци докуменчĕсем;
– оборудовани туяннине çирĕплетекен тÿлев докуменчĕсен копийĕсем.