ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Месячник «Белая ромашка», приуроченный к Всемирному дню борьбы с туберкулезом

#смотрицифру #цифровоетелевидение Аналог телевиденийĕ историе юлать

Категория: Общество Просмотров: 26

аналог

 

Пирĕн республика цифра эфир телевиденийĕ çине куçать. Унччен вăхăт пĕр эрнерен те чакрĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса аналог телевиденийĕ кăтартма пăрахать. Районта асăннă çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме мĕнле хатĕрленсе çитни пирки район администрацийĕн ĕçĕсен управляющине Александр КРАСНОВА каласа пама ыйтрăм:


– Чăваш Республикинче апрелĕн 15-мĕшĕнче 10 сехетре аналог телевиденине пĕтĕмĕшпех сÿнтереççĕ. Çын хăйĕн телевизорне цифра передачисене йышăнма хатĕрлемен пулсан, сенкер экран çинче «хĕрÿ линин» республика тата федераци телефон номерĕсем кăна курăнма тытăнаççĕ. Енчен те эпир унччен чăваш телевиденийĕн передачисене аналог телевиденийĕпе ирсерен тата каçсерен пăхма пултарнă пулсан, апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса регион телевиденине 9 сехетрен тытăнса 10 сехетчен пăхма май пулать.


Çавна каласа хăварасшăн. Çак вăхăта спутник телевиденийĕн передачисене пăхакансен е хăйсен телевизорне маларах цифра телепередачисене йышăнма майлаштарнисен нимĕнле улшăну та пулмасть. Вĕсем хăйсем кăмăллакан передачăсене унччен мĕнле пăхнă, малашне те çавăн пекех пăхĕç.


Çак вăхăта районĕпе ялсенче уйрăм çынсен хуçалăхĕсем 15342. Вăл шутран 4043 хуçалăхра хуçисем вĕçĕм пурăнмаççĕ. Паянхи куна 7145 çемьере спутник телевиденийĕпе усă кураççĕ, «цифра» çине куçнисем 3301 çемье.


Республикипе цифра эфир телевещанийĕн хумĕсене туллин йышăнма пултарайман ялсем 734 пулсан, пирĕн тăрăхра кун пеккисем 8 ял – Васильевка выççăлкки, Мулкачкасси, Çеçмер, Анаткасси (Турай ял тăрăхĕ), Елкино, Çĕн Тăмлай, Оркум, Ятман. Вăл шутран 2 ялĕнче çынсем вĕçĕм пурăнмаççĕ. Ытти 6 ялĕнче цифра телевиденийĕ çине куçайманнисем – 55 кил хуçалăхĕ. Ку ялсенче пурăнакансен федерацин тÿлевсĕр 20 каналне спутник телевиденийĕпе кăна пăхма тивет. Çавăнпа та асăннă ялсенче пурăнакансен спутник оборудованине туянмалла пулать.


Социаллă çăмăллăха тивĕçлисене, пĕчĕк тупăшлă çемьесене, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене цифра оборудованине е спутник телевиденине пăхмалли оборудование туянма кайнă расхутсене республика бюджетĕнчен укçа уйăрса парса саплаштарма пăхнă. Кун пеккисем цифра приставкипе дециметр антенни туяннăшăн 1750 тенкĕне тивĕçеççĕ. Енчен те социаллă хÿтлĕхе тивĕçлĕ çын цифра телевещанине йышăнма пултарайман ялта пурăнать пулсан вара ăна спутник оборудованине туяннăшăн 6500 тенкĕ тÿлесе саплаштараççĕ. Пулăшупа социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă тивĕçтерме пăхнă. Кирлĕ оборудовани 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннăскер пулмалла, заявленипе 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен пымалла.


Цифра телевиденийĕ çине куçассипе мартăн 4-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Республикинче «хĕрÿ лини» телефонĕ ĕçлет. Кирлĕ консультацие (8352) 26-11-11 телефонпа шăнкăравласа илме пулать. Вырăнсенче çавăн пекех ял тăрăхĕсенче те кирлĕ пулăшупа тивĕçтерме пултараççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе çыхăнма сĕннĕ пулăттăм. Кирлех пулсан, сирĕн пата оборудование вырнаçтарма, настройка тума ятарласа хатĕрленĕ çынсене – волонтерсене те ярса пама пултараççĕ. Тÿлевсĕрех пулăшĕç.


Телевидени передачисене пăхассипе ыйту тухса ан тăтăр тетĕр пулсан, ĕлкĕрейменнисене цифра оборудованине çак кунсенчех туянса вырнаçтарма чĕнсе калатăп.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс. Новости