ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

#смотрицифру #цифровоетелевидение Камсем тивĕçĕç компенсацие?

Категория: Общество Просмотров: 671

 

Республика территорийĕнче аналог теле­виденине сÿнтериччен юлнă вăхăт пĕр уй­ăхран та чакрĕ. Ăна апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса пăхма май пулмасть. Республика цифра эфир телевиденийĕ çине куçать. Цифра телевещани передачисене пăхмал­ли оборудовани туянма кайнă расхутсене саплаштарас тĕллевпе граждансен хăш-пĕр категорине социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă компенсаципе тивĕçтерме пăхнă. Ун пирки тĕплĕнрех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Валентина АНИКИНĂНА каласа пама ыйтрăм:

– Республикăра цифра телевещани пере­дачисене йышăнмалли оборудовани туянма кайнă расхутсене саплаштарассин шучĕпе граждансен уйрăм категорийĕсене компен­саципе тивĕçтерессипе нумаях пулмасть ятарлă йĕрке палăртнăччĕ. Чăваш Республи­кин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухса ырланă хыççăн çакăн пирки калакан йышăнăва Министрсен Кабинечĕн Председа­телĕ мартăн 16-мĕшĕнче алă пуснă. Компен­саципе социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă тивĕçтер­ме пăхнă.

Компенсацие граждансен çак категорий­ĕсем тивĕçме пултараççĕ:

– çемьесем тата пĕччен пурăнакан çынсем, енчен те вĕсен çемьен пĕр членĕ пуçне тиве­кен тупăш виçи Чăваш Республикинчи пурăн­ма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулсан;

– Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Ре­спубликин законодательствипе килĕшÿллĕн пĕчĕк тупăшлă çемье тата пĕчĕк тупăшлă пĕч­чен пурăнакан тесе регистрациленисем;

– Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă вете­ранĕсем.

Компенсаципе тивĕçтерме республика бюд­жетĕнчен 9,8 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.

Компенсацие тивĕçлĕ çын е çемье цифра эфир сигналне йышăнма пултаракан зонăра е унăн тулашĕнче пурăннине кура компенсаци виçи тĕрлĕрен пулать.

Хальхи вăхăтра пысăк пахалăхлă тÿлевсĕр 20 телеканала Чăваш Республикин ытларах территорийĕнче пăхма май пур – 99,9 про­цент. Социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисем компен­саци шучĕпе 1750 тенкĕ илме пултараççĕ. Çакă вăл цифра телевиденийĕн приставкине тата дециметр антеннине туяннăшăн.

Кунсăр пуçне республика территорий­ĕнчи 68 ялта цифра эфир сигналне пачах йышăнаймаççĕ тата 15-шĕнче сигнал пĕтĕм­пех çитеймест. Çакăн пек ялсенче 8 пин çын­на яхăн пурăнать. Кун пеккисем валли спут­ник телевиденийĕн операторĕсене пурте усă курма пултаракан обязательнăй каналсене йышăнма май туса пама хушнă. Çав ялсенче пурăнакансен спутник обрудованине туянмал­ла пулать. Çавна май ку ялсенчи социаллă хÿтлĕхсĕррисем спутник телевиденийĕн обо­рудованине туяннăшăн компенсаци шучĕпе 6500 тенкĕ таран каялла илме пултараççĕ.

Компенсаци илме тивĕçлисен 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен заявленипе социаллă хÿтлĕх пайне пыма тивет. Цифра эфир теле­виденийĕн е спутник телевиденийĕн обору­дованине 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июлĕн 30-мĕшĕччен ту­яннă пулмалла. Компенсацие тивĕçес тесен оборудование ятарлă переченьре кăтартнисе­не кăна туянма тивет.

Заявленипе пĕрле вĕсен çак документсен копийĕсене тăратмалла пулать:

– паспорт е çын кам пулнине çирĕплетекен документ;

– ача çуралнин е усрава илнин свидетель­стви;

– Чăваш Республикин территорийĕнче пурăннине çирĕплетекен документ;

– гражданинăн тата унăн çемье членĕсен юлашки 3 уйăхри тупăшне кăтартнин докумен­чĕсем;

– оборудованин эксплуатаци докумен­чĕсем;

– оборудовани туянма кайнă расхутсене çирĕплетекен тÿлев докуменчĕсем.

Çынна компенсаци парасси е парас марри пирки йышăнăва социаллă хÿтлĕх пайĕ заяв­ленипе документсене йышăннă хыççăн 10 ĕç кунĕ хушшинче тума тивĕç.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Пирĕн район территорийĕнче цифра эфир хумĕсене туллин йышăнма пултарай­маннисем – Васильевка выççăлкки, Мулкач­касси, Çеçмер, Анаткас (Катькас ял тăрăхĕ), Елкино, Çĕн Тăмлай, Оркум, Ятман ялĕсем.

 

 

#цифровоетелевидение #смотрицифру

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости