ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Месячник «Белая ромашка», приуроченный к Всемирному дню борьбы с туберкулезом

#смотрицифру #цифровоетелевидение Чăваш Ен «цифра» çине куçать

Категория: Общество Просмотров: 36

Ытти регион хыççăн апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен те пĕтĕмĕшпех цифра эфир телевиденийĕ çине куçать. Проект пурнăçа кĕнĕ май, малашне кашни ялта тенĕ пекех 20 канал тÿлевсĕр майпа тата пысăк пахалăхпа пăхма май пулать. Телевещанин çĕнĕлĕх мелĕ мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки республика цифра ата­ланăвĕпе информаци политикин тата мас­сăллă коммуникацисен министрĕ Михаил АНИСИМОВ каласа парать:

– Обязательнăй майпа «цифра» çине куçасси эфир телевещанине кăна пырса ти­вет. Аналог телевиденине сÿнтересси çинчен чи малтанах унчченхи кивĕ метр хумĕсен антеннипе усă куракансен шутласа пăхас пу­лать. Спутник тата кабель, Интернет телеви­денийĕн передачисене пăхакансене çĕнĕлĕх пырса тивмест. Мĕншĕн тесен операторсен­чен ытларахăшĕ хăйсен услугипе пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ цифра формачĕпе тивĕçтерет.

Эсир хальхи вăхăтра мĕнле телевидени пе­редачисене (аналог е цифра) пăхнине палăрт­ма йывăр мар. Енчен те экранăн кĕтесĕнче федераци каналĕн логотипĕпе юнашар («Пер­вый канал», «Россия 1», НТВ тата ыт. те) «А» саспалли куратăр пулсан, сирĕн телевизор е кивĕ тапхăрти, е цифра сигналĕсене йышăн­ма куçарманни. Апла пулсан мĕн тумалла пулать-ха? Чи малтанах телевизорăн техника характеристикисене пĕлес пулать.

Хальхи телевизорсенчен ытларахăшĕ (2013 çулта тата ун хыççăн туса кăларнисем) цифра эфир каналĕсене йышăнма пултарать. Кун пек телевизор çумне кабельпе дециметр антенни­не сыпăнтармалла кăна. Хыççăн менюпа усă курса каналсен автонастройкине ямалли кăна юлать.

Маларах туса кăларнă телевизор вара цифра форматне йышăнмасан та пултарать. Уйрăмах – лампăлли. Кун пек чухне цифра телевиде­нийĕн передачисене пăхма ятарлă приставка тата дециметр антенни кирлĕ пулать.

Хăвăрăн телевизор DVB-T2 цифра стандар­тне йышăнма пултарнине телевизор инструк­цийĕнче е смотрицифру.рф сайтри ятарлă сервиспа усă курса пĕлме май пур. Электро­ника магазинĕсенче тата почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче цифра телесигналĕсене йышăн­малли оборудовани сахал мар.

Пĕчĕк тупăшлă çемьесене тата Аслă От­ечественнăй вăрçă ветеранĕсене цифра приставкипе антенна туянма кайнă расхут­семшĕн компенсаци шучĕпе укçа тÿлеме пăх­нă. Çăмăллăхпа усă курма тивĕçлĕ çын цифра телесигналĕсене йышăнма пултарайман ялта пурăнать пулсан, эпир спутник оборудованийĕ туянма кайнă расхутсен пĕр пайне саплашта­ратпăр. Апла пулсан вĕсен пурин те 20 телека­нал тÿлевсĕр пăхма май пулать.

Çăмăллăхпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе норматив документне çак кунсенче йышăннă. Март уйăхĕн вĕçĕнче социаллă хÿтлĕх пай­ĕсем компенсаципе тивĕçтерме граждансен­чен заявленисем йышăнма тытăнаççĕ.

Цифра эфир телевиденийĕ пирки тулли информацие смотрицифру.рф сайтра пĕлме пулать е хĕрÿ линин тÿлевсĕр телефонĕпе шăнкăравламалла: 8-800-220-20-02.

Цифра оборудованине йĕркелесе пама волонтерсем пулăшма пултараççĕ. Çав тĕллевпе 1000 çынна ятарласа вĕрентсе хатĕрленĕ. Енчен те телевизора е цифра приставкине настройка тăвассипе ыйтуллă самантсем пулсан, волонтерсем сирĕн пата пыма пултараççĕ. Çавна валли регионти хĕрÿ лини çине (8352) 26-11-11 телефонпа шăнкăравласа заявка хăварас пулать.

 

 

#цифровоетелевидение #смотрицифру

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс. Новости