ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Месячник «Белая ромашка», приуроченный к Всемирному дню борьбы с туберкулезом

#смотрицифру #цифровоетелевидение «Хĕрÿ лини» ĕçлеме тытăнать

Категория: Общество Просмотров: 31

 

 

Чăваш Республикин Цифра ата­ланăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен ми­нистерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, цифра эфир телевиденийĕ çине куçассин ыйтăвĕсемпе кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнчен тытăнса ре­спубликăра «хĕрÿ лини» ĕçлеме тытăнать. Консультацие 8(8352) 26-11-11 номер çине шăнкăравласа илме пулать.

Специалистсем цифра эфир телеви­денийĕн передачисене йышăнма мĕнле приставка, антенна, кабель туянмалли, ăçта туянма май пурри, камсен социал­лă пулăшупа усă курма май пурри пирки ăнлантарса парĕç, ытти ыйту çине те ху­равлĕç.

«Хĕрÿ линипе» шăнкăравланă май, во­лонтерсене киле чĕнсе илме заявка та пама пулать. Ятарласа вĕрентнĕ çынсем приемникпа приставкăна майлаштарса парĕç. Волонтерсем кашни районтах пур.

Апрелĕн 14-мĕшĕччен «хĕрÿ лини» специалисчĕсем шăнкăравсене ĕç кунĕсенче 9 сехетрен тытăнса 18 сехет­чен йышăнаççĕ.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен пĕтĕмпех цифра телевиденийĕ çине куçать. Вăл кун федерацин 20 телека­налĕн аналог передатчикĕсене ĕçлеме чараççĕ.

Апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăн­са 28-мĕшĕччен «хĕрÿ лини» çине ĕç кунĕсенче кăна мар, шăматкун та шăнкăравлама май пулать. Шăнкăра­всене 8 сехетрен тытăнса 20 сехетчен йышăнаççĕ.

Апрелĕн 29-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 2-мĕшĕччен шăнкăравсене ĕç кунĕсенче 9 сехетрен тытăнса 18 сехетчен йышăн­ма пуçлаççĕ.

 

 

#цифровоетелевидение #смотрицифру

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс. Новости