ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

#смотрицифру #цифровоетелевидение Цифра телевиденийĕ пиркиех

Категория: Общество Просмотров: 102

 

 

Ку хутĕнче «Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕпе редакцие Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнче пурăнакан хĕрарăм (хăй каланă тăрăх) шăнкăравла­са тухрĕ. Цифра эфир телевиденийĕ çине куçассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ вăл. Акă мĕн çинчен ыйтса пĕлесшĕн: «2019 çултан тытăнса хальхи аналог телевиде­нине пĕтереççĕ тесе каланăччĕ. Хальлĕхе пĕтермерĕç-ха. Апла пулсан ăна хăçанрах сÿнтерме палăртаççĕ-ши? Кунсăр пуçне тата нумаях пулмасть телевизорпа çакăн пек каланине илтме май килчĕ. Çынсен цифра телевиденийĕн передачисене йышăнма приемник тата антенна туяннин квитанцийĕсене çухатмалла мар иккен. Çав квитанцисемпе расхутсене саплашта­раççĕ, компенсаци параççĕ имĕш. Çакă чăнахах çапла пулать-ши?» – тет.

Цифра эфир телевиденийĕн сечĕпе ре­спубликăра тĕп оператор – федерацин «Российская телевизионная и радио­вещательная сеть» патшалăх унитарлă предприятийĕн Чăваш Республикинчи «Радиотелевизионный передающий центр» филиалĕ (кĕскен – филиал РТРС «РТПЦ Чувашской Республики») тивĕçтерет. Çавăнпа та вулакан ыйтăвĕ çине хурав илме асăннă учрежденипе çыхăнма тиврĕ. Сăмах май, вăл Шупаш­кар хулинчи Николаев урамĕнчи 10 А çур­тра вырнаçнă. Унтах çынсене консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтерекен центр йĕрке­ленĕ. Çавăнта кирек кам та цифра эфир çыхăнăвĕ пирки хăйне интереслентерекен ыйту çине тÿлевсĕрех хурав илме пулта­рать. Кунсăр пуçне цифра телевиденийĕ пирки кирлĕ информацие Чăваш Респу­бликин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникаци­сен министерствин официаллă сайтĕнче, смотрицифру.рф сайтра, тÿлевсĕр хĕрÿ лини телефонĕпе (8-800-220-20-02) ыйтса пĕлме пулать.

Пирĕн республикăра аналог телеви­денине кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса сÿнтерме пуçлаççĕ. Аналог сиг­налне сÿнтернĕ хыççăн телевизор экранĕ çинче ятарлă информаци пĕлтерĕвĕ курăнма пуçлать.

РТРС «РТПЦ Чувашской Республики» филиалĕн директорĕн пулăшаканĕ Татья­на Брайцева эпĕ янă электрон çыру çине çавăн пирки те çырса пĕлтерчĕ. Циф­ра эфир телевиденийĕн передачисене йышăнмалли аппаратура туяннăшăн ком­пенсаципе тивĕçтересси асăннă предпри­яти компетенцийĕнче мар.

Цифра эфир телевиденийĕ çине куçас­син ыйтăвĕсемпе февралĕн 6-мĕшĕн­че республика Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республи­кин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев республикăри район ад­министрацийĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе кана­шлу ирттернĕ.

Канашлу материалĕсемпе паллашнă май, редакцие шăнкăравланă хĕрарăма çавна пĕлтересшĕн. Аналог телевиденине Чăваш Енре кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнче сÿнтереççĕ.

Цифра эфир хумĕсене йышăнма пулта­райман ялсем пур. Республикипе вĕсем 68. Пирĕн районта та кун пеккисем 8 ял: Васильевка выççăлкки, Мулкачкасси, Çеçмер, Анаткасси, Елкино, Çĕн Тăмлай, Оркум, Ятман ялĕсем. Кун пек ялсенче пурăнакансене спутник урлă тÿлевсĕр 20 канал пăхмалла туса параççĕ. Чăваш Ен Информполитика министерстви ку ыйту­па «НТВ+», «МТС», «Орион» тата «Три­колор» спутник телевиденийĕн опера­торĕсемпе ĕçлет.

Цифра эфир телевиденийĕ çине куçнă май, социаллă хÿтлĕхсĕррисене адреслă пулăшупа тивĕçтерме Чăваш Ен Инфор­мполитика министерстви республика Ми­нистрсен Кабинечĕн «Об утверждении порядка предоставления малоимущим ка­тегориям населения, ветеранам Великой Отечественной войны мер социальной поддержки в виде компенсации расходов на приобретение пользовательского обо­рудования для подключения к цифровому телевизионному вещанию в Чувашской Республике» йышăну проектне хатĕр­ленĕ. Йышăннă хыççăн вăл вăйра пулĕ. Асăннă компенсацие республикăри пĕчĕк тупăшлă тата пĕччен пурăнакан 31309 çемье, Аслă Отечественнăй вăрçăн 731 ветеранĕ тата участникĕ, цифра эфир сигналĕсене йышăнма пултарайман ял­сенчи пĕчĕк тупăшлă 25 çемье илме пул­тарĕ. Кун пеккисене 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июнĕн 30-мĕшĕчченхи тапхăрта туяннă обору­дованишĕн пĕр хутчен укçан компенсаци тÿлесе саплаштарма палăртаççĕ. Апла пулсан компенсаци пурин валли пулмасть. Çапах та оборудовани туяннин докумен­чĕсене упрама сĕннĕ пулăттăм. Кам пĕлет, тен сире те компенсаци тивĕçĕ? Çитмен­нине кирек епле обрудованин те гаранти тапхăрĕ пур. Гаранти вăхăтĕнче оборудо­вани юрăхсăра тухас пулсан та ăна çĕнни­пе улăштарма тÿлев докуменчĕсем кирлĕ пулаççĕ.

Канашлура палăртнă тăрăх, цифра те­левиденийĕ çине куçассин ыйтăвĕсемпе çынсене пулăшу пама килĕрен çÿресси­не йĕркелеççĕ. Çак ĕçе волонтерсене явăçтараççĕ. Ял çыннисене вĕсем циф­ра телевиденийĕн передачисене пăхма мĕнле оборудовани туянасси, мĕнле выр­наçтарасси пирки ăнлантарса парĕç.

«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» номерĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

#цифровоетелевидение #смотрицифру

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости