ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

#смотрицифру #цифровоетелевидение 20 канал – тÿлевсĕр

Категория: Общество Просмотров: 99

 

 

– Цифра телевиденийĕн приставкин программисене мĕнле çĕнетмелле?

 

– Приставка устройствисене туса кăларакансем пурте хăй­сен оборудованийĕн программисене вăхăтран вăхăта çĕнетсе тăраççĕ. Малтанхи версисем кивелеççĕ. Çавна май програм­мăпа тивĕçтерес енĕпе ыйтусем тухса тăраççĕ. Апла пулсан вĕсене çĕнетсе тăрас пулать («перепрошивать»). Ку ыйтупа сервис центрне те кайма пулать, çавăн пекех программăна харпăр хăй те çĕнетме пултарать.

 

Хăш-пĕр модельсен çĕнетмелли программисене вĕсене туса кăларакансен сайчĕсенче тупма пулать. Загрузка тумал­ли файлсене флешка çине çырса илес пулать, кайран флеш­кăна приставка çине лартмалла та çĕнĕ программа лартасси­пе командăсене йĕркипе пурнăçласа пымалла.

 

USB-разъем урлă прошивка тăвасси:

 

1. Флешкăна FAT е FAT32 файл системине форматлатпăр;

 

2. Файла çырса илнĕ архивран флеш-накопителĕн тĕп пап­кинче уçатпăр (флешкăна кăна, унри мĕнле те пулин папкăна мар!);

 

3. Флешкăна приемникпа сыпăнтаратпăр та телевизор экранĕнче тулашри накопителе сыпăнтарни тата ăна прием­ник «палласа илни» пирки пĕлтерÿ тухасса кĕтетпĕр;

 

4. Кайран MENU кнопкăна пусатпăр та приемникăн тĕп ме­нюне кĕретпĕр, «Инструменты» меню çине куçатпăр та ОК пусатпăр;

 

5. Экран çинче тухнă менюра «Обновление через USB” шырса тупатпăр та ОК пусатпăр;

 

6. Приставка загрузка режимĕ çине куçать, загрузчик çĕ­нетÿ программин файлĕсемпе тĕрлĕ операци пурнăçлать те çĕнетÿ процесĕ пуçланать. Çĕнетÿ мĕнле пыни телевизор экранĕ çинче индикатор евĕр курăнать.

 

7. Çĕнетÿ вĕçленнĕ хыççăн приемник автоматла майпа çĕнĕрен загрузка тăвать, списокри пĕрремĕш канал кăтартма тытăнать.

 

Тÿлевсĕр хĕрÿ лини телефонĕ: 8-800-220-20-02.

 

Смотрицифру.рф сайтран.

 

 

 

 

#цифровоетелевидение #смотрицифру

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости