ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Артиллерист

Категория: Общество Просмотров: 1148

Михайлов В МАслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Валерий Мефодьевич Михайлов Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкассинче çуралса ÿснĕ. Унпа сăмахласан Шупашкарти ентеш ĕмĕрĕнче тĕрĕслĕхшĕн  пурăнни малти вырăнта тăни палăрчĕ.

1925 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă Валерий Орининти 7 класлă шкул хыççăн Муркашри вăтам шкулта 9 класс пĕтерсен, çемьери çити-çитми пурнăçа саплаштарма, 1939 çулта «Восток» колхоз уй-хирĕнче вăй хума пуçлать.

- Хамăн пурнăç çулне аттепе аннен ĕç-хĕлне кура йĕркелерĕм. Уйрăмах атте маншăн тĕслĕхреччĕ.Çĕнĕ пурнăç панă çăмăллăхсемпе усă курса, çĕр ĕçĕпе пурăннăскер, вăл советпа парти шкулĕнче çырма-вулама вĕренсе пĕлĕвне чăваш педагогика институтĕнче ÿстернĕ. Çакăн хыççăн Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне хÿтĕлеме фронта кайичченех учительте вăй хунă, - калаçăва пуçларĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçин ветеранĕ.  

 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Утă çулма пуçтарăннă колхозниксем ялти радио умне пухăнчĕç. Диктор хумхануллă калаçни темĕн ырă маррине систерчĕ. Мĕн пулнă.ĕĕ Вăрçă пуçланни пирки пĕлтерсен, халăх хумханса кайрĕ. Арçынсен фронта каймаллине сиссе хĕрарăмсем куççульленчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Мулкачкассинчен 142 арçын тухса кайнă та 79-шĕ çамрăк ăрусен пуласлăхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçу хирĕнче пуç  хунă. Паттăрсене паян ял-йыш самантлăха та асран кăлармасть. Вĕсен ячĕпе лартнă палăк умне ялта пурăнакансем Çĕнтерÿ кунĕнче çуллен чечексен кăшăлне хураççĕ.

Вăрçă пуçлансан, иккĕмĕш куннех уй-хир бригадирне В. Пушкина фронта илсе каяççĕ. 9 класс вĕреннĕ Валерăна бригадăна ертсе пыма шанаççĕ. «Йăлтах - фронта валли, йăлтах - Çĕнтерÿшĕн» девиз тĕп вырăна тухать. 16 çулхи каччă алă усмасть. Ĕçленĕ хушăрах малалла вĕренесси пирки те шутлать. Çапла вара вăл Орининта уçăлнă вăтам шкулăн 10-мĕш класне вĕренме кĕрет, анчах... 1943 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче 10-мĕш класра вĕренекен 5 каччăна фронта кайма повестка параççĕ. Мĕн кĕтет малта - ыйтусем кăна.

В. Михайлова тата 3000 çамрăк салтака тавар турттармалли вакунсене вырнаçтарса çĕршыва хÿтĕлеме Инçет Хĕвелтухăçне ăсатаççĕ. 92 каччă вырнаçакан вакунсене çул тăршшĕпех кăмака хутса ăшăтса пынă - урăхла майĕ çук, сивĕ. Владивостокран 30 çухрăмри станцире пирĕн ентешпе юлташĕсен пĕр ушкăнне антарса саппасра тăракан стрелоксен полкне вырнаçтараççĕ. Сивĕ хуçаланакан Хĕвелтухăçĕнче çырма-вулама пĕлнĕ пирĕн ентеше çар званине çирĕ- плетичченех отделени командирĕ пулма шанаççĕ. Вĕренÿ батальонĕнчен çар пĕлĕвне илсе тухсан, вăл кĕçĕн командир - сержант - пулса тăрать. Çакăн хыççăн ăна Амур çинчи Комсомольскра тин çеç йĕркеленнĕ пулеметпа артиллери училищине вĕренме яраççĕ. Çавăнтанпа вăл хăйне артиллерист тесе шутлать.

 Сержант шкулĕнчен вĕренсе тухсанах пирĕн ентеш хăйне фашистсемпе çапăçма яма командирсем патне 6 хутчен рапорт çырать. «Йывăрлăхран хăракана дисбат кĕтет» тесен артиллериста вĕреннĕ чăваш каччи лăпланать: юнашарах самурайсем тăраççĕ-çке, вĕсем пирĕн çĕршыва тапăнсан... Тивĕçĕсене ялан ăнăçлă пурнăçланă Валерий Мефодьевич черетлĕ вĕренÿ хыççăн офицер званине илет.   

- 1945 çулхи çу уйăхĕнче Аслă Çĕнтерĕве савăнăçлă кĕтсе илтĕмĕр. Анчах самурайсем юнашартан 2-мĕш тĕнче вăрçи вĕçленменнине чунпа туяттăмăр. Çурла уйăхĕнче вĕсене хирĕç çапăçусем пуçланчĕç. Кунта артиллери вăйлă ĕçлерĕ вара. Хыççăнах танксемпе пирĕн салтаксем атакăна çĕкленчĕç. Уйăх хушшинче Квантун çарне тĕппипех çапса аркатрăмăр, - аса илет çак çапăçура ураран аманнă офицер.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленсен, В. Михайлов лейтенант 1157-мĕш артиллери полкĕнче артвзвод командирĕ пулса службăна малалла тăсать. Служба çулĕсен ытларах пайĕ Монголипе Китай чиккисенче иртет. Ку вăхăта Валерий Мефодьевич Лантăш хĕрĕпе Верăпа çемье те çавăрать. Икĕ хĕр пĕрчипе землянкăра пурăннине аса илсен, ветеранăн куçĕ шывланчĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсем çитсен пирĕн ентешĕн çар службине приказпа килĕшÿллĕн Германире тăсма тивет. Хастар офицер кунта та çĕршыв хÿтĕ-левçин ятне ямасть. «Берлин стенине çĕкленĕ вăхăтра 3-мĕш тĕнче вăрçи пуçланас хăрушлăхах пурччĕ, - терĕ ветеран. - Чикĕ икĕ енĕпе те çарсем халь тесен халь çапăçăва хатĕр тăраççĕ. Эпир те кашни оруди çумне çирĕплетнĕ 2 автомашина снарядпа çапăçу позицийĕсенче тăтăмăр. 2 эрне тăсăлнă тревога хыççăн Берлин стенин йĕрне палăртрĕç. Хыççăн 106 километра тăсăлнă 3,6 метр çÿллĕш бетон стена çĕкленме пуçларĕ».

Çар тивĕçĕсене пурнăçланă май, Европăри мире сыхласа Венгрири (1956ç), Чехословакири (1968ç) хирĕçтăрусене хутшăннă артиллерист полк разведкин ертÿçи таран  ÿссе çитнĕ. В. Михайлов подполковник 1971 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Паян вăл Шупашкарти хăтлă хваттерте аслă хĕрĕпе пурăнать. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ăшă хваттерте пурăнсан та, ĕнерхи фронтовик Мулкачкасси пирки манмасть. Пушă вăхăтра тăван ял пирки, вырăнти паллă çынсем çинчен хăй мĕн пĕлнине çырса тĕплĕ альбом хатĕрленĕ. Валерий Мефодьевич хăйĕн ĕçĕ çамрăк ăрусемшĕн, тăван ен историйĕшĕн вырăнлă пуласса шанать.

Аслă ăрусен шанăçне пирĕн тÿрре кăларасчĕ.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости