ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

«Тĕп тĕллев тăшмана аркатасси пулнă»

Категория: Общество Просмотров: 200

 

1525679482654

Сăн ÿкерчĕкре Евгения Бычковăна куратăр. Вăл Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкасси ялĕнче пурăнать. 95 çулти ветеран хăйĕн çулĕнчен самай çамрăк курăнать. Çакăн вăрттăнлăхĕ пурнăçа хаклама, çынна хисеплесе ырă сунма, ĕçе юратма пĕлнинче пулĕ.

...Евгени кинемей пысăк çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл асли пулнă, ун хыççăн пилĕк ача çитĕннĕ. Аслин вара ытларах ĕçлеме тивнĕ, çавăн пекех кĕçĕннисене майлаштарасси те ун çинче, ашшĕ-амăшĕ тăтăшах колхоз уй-хирĕнче вĕт.

Шкул çулне çитсен пир сумка çакса вĕренме чупнă. Унтан таврăннă та çурăм хыçĕнчи сумкăна вĕçертсе  ашшĕ-амăшне пулăшма васканă. Çапла хĕр ача çичĕ класлă пĕлÿ илнĕ. Вăл вăхăтра ытларахăшĕ  çавăнпа çырлахнă, малалла вĕренме каяс ĕмĕт-шухăшпа аслисене пăшăрхантарман, «Восток» хуçалăх  фермине пăру пăхма вырнаçнă.

Тĕнчене вăрçă кисретнĕ çулсем пынă, инкек нихăш кил алăкĕнчен те шаккамасăр иртмен. Акă Евгенисем патне те черет çитнĕ, вăрçă пуçланнă çулхине  ашшĕн, Федор Налимовăн, фронта кайма ят тухнă. Çемье пуçне ял-йышпа фронта ăсатнă, вăл киле çыру çырса тăма шантарнă. Анчах та виç кĕтеслĕ çырусем килсех пĕтеймен.  Часах ăна хыпарсăр çухалнисен йышне кĕртнĕ, çапла çул хыççăн çул иртнĕ, тăван çын пурпĕр таврăнман.

1942 çул. Вăрçă пуçланнăранпа яла мĕн чухлĕ усал хыпар килнĕ пулĕ: хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса вилнĕ, çухалнă... Ял-йыш йывăр хуйхăра, урампа пыракан почтальона тепĕр чухне  тĕл пулма та хăраса  тăнă.

Акă Евгени патне те хыпар çитнĕ, унăн та çар ретне тăма черет пулнă. Вăр-вар та хăюллă хĕре çакă пăлхантарман мар пулин те, ăш-чикри вут-çулăма  амăшне палăртман. Анна Клоповăшăн ку хыпар уяр çанталăкри  аслати евĕр пулнă. Вăрçă çухатăвне пĕрре тÿссе курнă хĕрарăм Евгение ÿкĕтлеме те пăхнă. Анчах та тăшмана тĕпрен  аркатмалли, пин-пин ял-хулана ирĕке кăлармалли, вилнисемшĕн хăюллăн та паттăррăн тавăрмалли  шухăш нимрен малта пулнă.  Амăшĕ аслă хĕрне тăван килтен куççулĕ витĕр ăсатнă.

Акă хĕрарăм кĕçĕн çулхи ачасемпе анчах тăрса юлнă.  Хуйхă-суйхă йывăр пулнипе алăсем те усăнаççĕ, кил-çуртра арçын алли çитменни те сисĕнет. Вăл вара колхоз  ĕçĕнчен юлмасăр уй-хире васкать,  тепĕр чухне пÿртри ачасем выçă ларнине аса илет те чун-чĕри çурăласла хĕсĕнет.

Евгени комисси витĕр ăнăçлă тухнă, ÿт-пÿ енĕпе  çирĕп пулнă. Чи малтанах ăна Шупашкарти 320 номерлĕ завода вырнаçтарнă. Кунта çар хатĕрĕсем туса кăларса фронта ăсатнă.

- 1943 çулхи утă уйăхĕн  2-мĕшĕнче çамрăксен ушкăнне Хусанти çакăн пек  завода илсе кайрĕç. Кунтан «Катюша»  валли снарядсем  тухнă. Эпĕ НКВД-ăн 184-мĕш полкне лекрĕм.  Кунта Саратоври, Горькинчи, Украинăри, Белоруссири, Латвири тата ытти тăрăхри çамрăксем ĕçлетчĕç. Гарнизонта 60 ытла çынччĕ. Çак йыша 2 лейтенант, 4 командир пăхса тăратчĕ, - çапларах аса илет иртнĕ çулсене ветеран. 

Çĕршывра пулса иртекен хыпарсем çинчен, çапăçусем хăш хуласенче  пынине политсехетсенче пĕлсе тăнă. Çар ĕçĕн вĕренĕвĕсене Евгени ăнăçлă хăнăхса пынă. Пĕр уйăх хушшинче хĕр винтовкăран, Макаров пистолетĕнчен  тĕл пеме вĕренсе çитнĕ. Кашни çыннăн  ятлă винтовка пулнă, вĕсемпе уйăхра пĕрре пеме илсе çÿренĕ. Çар ĕçне хăнăхса пыракан çамрăксен ушкăнĕн завод  туса кăларакан  снарядсен  складне  сыхламалла пулнă.

- Вăрçă хатĕрĕсем туса кăларакан Хусан заводĕнче  постра тăраттăмăр. Постра  4-шар сехет пулмаллаччĕ. Унта кĕрекен-тухакан çынсене тĕрĕслеттĕмĕр. Спичка таврашĕ завода илсе кĕме юрамастчĕ. 4 сехетрен улшăнаттăмăр та канаттăмăр. Çын çитменрен 4 сехетрен каллех поста тăрататчĕç. Складпа завод хушшине пысăк сăрт туса лартнăччĕ. Каннă вăхăтра çавăнта хăпарса лараттăмăр, - тет ефрейтор званине илнĕ Евгения Бычкова.

Вăрçă чарăнсан, 1945 çулхи раштав  уйăхĕ- нче  Евгения Федоровнăна киле таврăнма ирĕк панă. Тинех куç ытамĕнче тăван ял-йыш курăннă, кунта вăл мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме пуçланă.

Çирĕп ĕçлекен хĕре хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Антип Бычков асăрханă. Вăл та нумаях пулмасть вăрçă хирĕнчен таврăннă иккен. Çамрăк салтак пуйăс вакунĕсенче вăрçă хирне  çар хатĕрĕсем турттарнă çĕрте тимленĕ. Çĕнтерĕве çывхартнă çĕре хутшăннă икĕ çамрăк пĕр çемье çавăрнă. Вĕсем йышлă ача çуратса ÿстернĕ. 1971 çулхине вара Евгени кинемейĕн Антип мăшăрĕ  ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çапларах хисеплĕ ветеранăн аса илĕвĕ. 

Р. ИЛЛАРИОНОВА.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Валерий Мефодьевич Михайлов Оринин ял тăрăхĕнчи Мулкачкассинче çуралса

ÿснĕ. Унпа сăмахласан Шупашкарти ентеш ĕмĕрĕнче тĕрĕслĕхшĕн  пурăнни малти вырăнта тăни палăрчĕ.

1925 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă Валерий Орининти 7 класлă шкул хыççăн Муркашри вăтам шкулта 9 класс пĕтерсен, çемьери çити-çитми пурнăçа саплаштарма, 1939 çулта «Восток» колхоз уй-хирĕнче вăй хума пуçлать.

- Хамăн пурнăç çулне аттепе аннен ĕç-хĕлне кура йĕркелерĕм. Уйрăмах атте маншăн тĕслĕхреччĕ.Çĕнĕ пурнăç панă çăмăллăхсемпе усă курса, çĕр ĕçĕпе пурăннăскер, вăл советпа парти шкулĕнче çырма-вулама вĕренсе пĕлĕвне чăваш педагогика институтĕнче ÿстернĕ. Çакăн хыççăн Тăван çĕршывăн ирĕклĕхне хÿтĕлеме фронта кайичченех учительте вăй хунă, - калаçăва пуçларĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçин ветеранĕ.  

 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Утă çулма пуçтарăннă колхозниксем ялти радио умне пухăнчĕç. Диктор хумхануллă калаçни темĕн ырă маррине систерчĕ. Мĕн пулнă.ĕĕ Вăрçă пуçланни пирки пĕлтерсен, халăх хумханса кайрĕ. Арçынсен фронта каймаллине сиссе хĕрарăмсем куççульленчĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Мулкачкассинчен 142 арçын тухса кайнă та 79-шĕ çамрăк ăрусен пуласлăхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçу хирĕнче пуç  хунă. Паттăрсене паян ял-йыш самантлăха та асран кăлармасть. Вĕсен ячĕпе лартнă палăк умне ялта пурăнакансем Çĕнтерÿ кунĕнче çуллен чечексен кăшăлне хураççĕ.

Вăрçă пуçлансан, иккĕмĕш куннех уй-хир бригадирне В. Пушкина фронта илсе каяççĕ. 9 класс вĕреннĕ Валерăна бригадăна ертсе пыма шанаççĕ. «Йăлтах - фронта валли, йăлтах - Çĕнтерÿшĕн» девиз тĕп вырăна тухать. 16 çулхи каччă алă усмасть. Ĕçленĕ хушăрах малалла вĕренесси пирки те шутлать. Çапла вара вăл Орининта уçăлнă вăтам шкулăн 10-мĕш класне вĕренме кĕрет, анчах... 1943 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче 10-мĕш класра вĕренекен 5 каччăна фронта кайма повестка параççĕ. Мĕн кĕтет малта - ыйтусем кăна.

В. Михайлова тата 3000 çамрăк салтака тавар турттармалли вакунсене вырнаçтарса çĕршыва хÿтĕлеме Инçет Хĕвелтухăçне ăсатаççĕ. 92 каччă вырнаçакан вакунсене çул тăршшĕпех кăмака хутса ăшăтса пынă - урăхла майĕ çук, сивĕ. Владивостокран 30 çухрăмри станцире пирĕн ентешпе юлташĕсен пĕр ушкăнне антарса саппасра тăракан стрелоксен полкне вырнаçтараççĕ. Сивĕ хуçаланакан Хĕвелтухăçĕнче çырма-вулама пĕлнĕ пирĕн ентеше çар званине çирĕ- плетичченех отделени командирĕ пулма шанаççĕ. Вĕренÿ батальонĕнчен çар пĕлĕвне илсе тухсан, вăл кĕçĕн командир - сержант - пулса тăрать. Çакăн хыççăн ăна Амур çинчи Комсомольскра тин çеç йĕркеленнĕ пулеметпа артиллери училищине вĕренме яраççĕ. Çавăнтанпа вăл хăйне артиллерист тесе шутлать.

 Сержант шкулĕнчен вĕренсе тухсанах пирĕн ентеш хăйне фашистсемпе çапăçма яма командирсем патне 6 хутчен рапорт çырать. «Йывăрлăхран хăракана дисбат кĕтет» тесен артиллериста вĕреннĕ чăваш каччи лăпланать: юнашарах самурайсем тăраççĕ-çке, вĕсем пирĕн çĕршыва тапăнсан... Тивĕçĕсене ялан ăнăçлă пурнăçланă Валерий Мефодьевич черетлĕ вĕренÿ хыççăн офицер званине илет.   

- 1945 çулхи çу уйăхĕнче Аслă Çĕнтерĕ-

ве савăнăçлă кĕтсе илтĕмĕр. Анчах самурайсем юнашартан 2-мĕш тĕнче вăрçи вĕçленменнине чунпа туяттăмăр. Çурла уйăхĕнче вĕсене хирĕç çапăçусем пуçланчĕç. Кунта артиллери вăйлă ĕçлерĕ вара. Хыççăнах танксемпе пирĕн салтаксем атакăна çĕкленчĕç. Уйăх хушшинче Квантун çарне тĕппипех çапса аркатрăмăр, - аса илет çак çапăçура ураран аманнă офицер.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленсен,

В. Михайлов лейтенант 1157-мĕш артиллери полкĕнче артвзвод командирĕ пулса службăна малалла тăсать. Служба çулĕсен ытларах пайĕ Монголипе Китай чиккисенче иртет. Ку вăхăта Валерий Мефодьевич Лантăш хĕрĕпе Верăпа çемье те çавăрать. Икĕ хĕр пĕрчипе землянкăра пурăннине аса илсен, ветеранăн куçĕ шывланчĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсем çитсен пирĕн ентешĕн çар службине приказпа килĕшÿллĕн Германире тăсма тивет. Хастар офицер кунта та çĕршыв хÿтĕ-левçин ятне ямасть. «Берлин стенине çĕкленĕ вăхăтра 3-мĕш тĕнче вăрçи пуçланас хăрушлăхах пурччĕ, - терĕ ветеран. - Чикĕ икĕ енĕпе те çарсем халь тесен халь çапăçăва хатĕр тăраççĕ. Эпир те кашни оруди çумне çирĕплетнĕ 2 автомашина снарядпа çапăçу позицийĕсенче тăтăмăр. 2 эрне тăсăлнă тревога хыççăн Берлин стенин йĕрне палăртрĕç. Хыççăн 106 километра тăсăлнă 3,6 метр çÿллĕш бетон стена çĕкленме пуçларĕ».

Çар тивĕçĕсене пурнăçланă май, Европăри мире сыхласа Венгрири (1956ç), Чехословакири (1968ç) хирĕçтăрусене хутшăннă артиллерист полк разведкин ертÿçи таран  ÿссе çитнĕ. В. Михайлов подполковник 1971 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Паян вăл Шупашкарти хăтлă хваттерте аслă хĕрĕпе пурăнать. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ăшă хваттерте пурăнсан та, ĕнерхи фронтовик Мулкачкасси пирки манмасть. Пушă вăхăтра тăван ял пирки, вырăнти паллă çынсем çинчен хăй мĕн пĕлнине çырса тĕплĕ альбом хатĕрленĕ. Валерий Мефодьевич хăйĕн ĕçĕ çамрăк ăрусемшĕн, тăван ен историйĕшĕн вырăнлă пуласса шанать.

Аслă ăрусен шанăçне пирĕн тÿрре кăларасчĕ.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

nt-an�-o��< �=C column; mso-height-rule:exactly;mso-element-linespan:2'> 

 

Халĕ ăна  Маргарита хĕрĕ пăхса пулăшса пурăнать. Сумлă çулхи ветеран районпа республика хыпарĕсемпе кăсăкланать, хаçат-журнал вулать, уйрăмах район хаçатне кăмăллать. Хошкинсен ырă йăх-несĕлне 4 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук тăсать. Çамрăк ăру хушшинче офицерĕ те, полици капитанĕ те пур. 

Акă Михаил Иванович черетлĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илет, çавăн пекех çитес вăхăтра унăн çуралнă кунĕ те. Уявсем  ячĕпе ăна саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.  

 

 

; w� rs ȿC �@ pacing: 0px; -webkit-text-stroke-width: 0px; background-color: rgb(245, 245, 245); text-decoration-style: initial; text-decoration-color: initial;">
 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости