ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

«Тавах сана, юратнă асатте!»

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2018 10:24 Просмотров: 35


Победитель

Кашмашра çуралса ÿснĕ, кунтах пурнăç йăви çавăрнă, мăшăрĕпе Анастасийăпа 3 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстернĕ В. Иванов Аслă Çĕнтерĕве хăй 92 çул тултарас умĕн  кĕтсе илет. Сывлăхĕ хавшакраххине пăхмасăрах çĕнтерÿçĕ-салтак хăйне çирĕп тытать. «Фронтра пуç çийĕн пульăсем вĕçнĕ чух кунашкал пурнăçра, илемлĕ пÿртре пурăнăп тесе шутламан», - мана кĕтсе илнĕ май калаçрĕ вăл.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи тапăннă чух 15 çулхи каччă «хурçă утпа» прицепщик пулса суха тунă. Ялта пушар тухнине пĕлсе ăна сÿнтерме кайсан, «хĕрлĕ автана» çăварлăхланă хыççăн диктор вăрçă пуçланнине пĕлтерет.  Трактористсем фронта тухса кайсан, ĕнерхи прицепщиксене хăвăрттăн вĕрентсе трактор штурвалĕ умне лартаççĕ. Вĕсен йышĕнче - В. Иванов та.

Çĕр ĕçне кÿлĕннĕ каччăна 1943 çулта çара кайма ят тухать. Артиллери шкулĕ хыççăн Вячеслав Ивановичăн çар чаçĕ Инçет Хĕвелтухăçне каять.

- Аслă Çĕнтерĕве уяр та илемлĕ кун кĕтсе илтĕмĕр. Тепĕр виçĕ уйăхран вара эпир те самурайсем енне ура ярса пусрăмăр. Танксен хÿттипе пынă чух малтанхи каç пĕрле апатланнă юлташсене çухатни паян та манăçмасть, - терĕ вăл Маринăпа Настя мăнукĕ-

семпе тата Юльăпа Дима кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса (сăн ÿкерчĕкре).

Фронтран таврăнсан та Вячеслав Иванович алă усса ларман. Çийĕнчех тăван хуçалăхра тракторпа ĕçлеме пуçланă. Тăрăшуллă механизатора ĕçне кура хуçалăхри трактор бригадине ертсе пыма шанаççĕ. 27 çул вăй хурать вăл çакăнта. Тырă тухăçне вăрçă вăхăтĕнче гектартан 8-9 центнер илнĕ хуçалăх çак кăтартăва 33 центнера çитерет. Вячеслав Иванович пĕрлехи  кăтартура механизаципе туллин усă курни пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать.

А. БЕЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости