ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

«Çăмăл килмерĕ çĕнтерÿ»

Категория: Общество Просмотров: 180

DSC09297

Сăн ÿкерчĕкре Юнкăра пурăнакан Михаил Иванович Хошкина куратăр. Хисеплĕ ветеран Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, паянхи мирлĕ пурнăçшăн тăрăшнă. Эпĕ унăн кун-çулĕпе паллашма çитсен, вăл калаçăва ачалăха аса илнинчен пуçларĕ.

Миша икĕ çулта чухне ашшĕсĕр тăрса юлнă, çемье пуçĕн кун-çулĕ ытла та çамрăкла татăлнă. Çемьери тепĕр ачан ĕмĕрĕ те питĕ кĕске пулнă. Çавăнпа та  кил-йыш икĕ çынран кăна тăнă, арçын ачапа амăшĕ  çеç пурăннă.

 Шăпа йывăр пулин те, Наталия Филипповна ывăлне вĕрентме тăрăшнă. Амăшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнине кура арçын ача та ăна вăй-хал çитнĕ таран пулăшнă. Мăшăрсăр тăрса юлнă хĕрарăма хуçалăхра арçын ÿссе пыни хавхалантарнă. Арçын ача 9 класлă пĕлÿ илнипе кăна çырлахман, каярах Миша каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, хыççăн Чулхулара та вĕреннĕ.  

 Эпĕ мĕн тĕлĕшпе килнине ăнланнă ветеран  калаçăва вăрçă çулĕсем çине куçарчĕ. Вĕсене аса илме çăмăлах мар пулин те,  кăмăллă сăн-питлĕ ветеран шурă çÿçне ĕçпе кушăрханă аллисемпе якатрĕ те хурлăхлă калаçăвне  пуçларĕ.

 - 1944 çулхине манăн та çара кайма ят тухрĕ, чĕннĕ пулсан каймалла. Тĕлĕнмелле вĕт, вăл вăхăтра салтака ăсатакан пулман, çимелли те çук. Ăшра вара фронта хăвăртрах çитсе тăшмана частарах  çапса аркатас шухăш вĕресе тăрать. Анне мана тăван киле чĕрĕ-сывă таврăнмалла пултăр, çыру çырсах тăр тесе каланине, унăн пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ аннине паянхи пекех астăватăп, çыруне вара çырсах пĕтереймерĕм пулас. Çапла мана, вун сакăр çулхискерне, виççĕн салтака ăсатрĕç, вăрăм çула тухас умĕн анне пĕçернĕ пăтă çисе тухса кайнине астăватăп, - терĕ вăл аса илÿ йÿççине палăртса. 

 Ветеран каланă тăрăх, Инçет Хĕвелтухăçне çитнĕ салтак ыттисем пекех тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă. Амăшĕ, Наталия Филипповна, чунтан тарахаслани те пулăшнă пулĕ, хастар салтак  тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăннă.

 Вăрçă хирĕнче пуç хунă юлташĕсем те пулман мар, вĕсене ветеран нихăçан та асран кăлармасть. «Çак саманта каламасăр хăварас килмест. Японинчи çапăçу умĕн çавăнти çырмана шыв ĕçме антăм. Унтах тепĕр арçынна тĕл пултăм. Питех те тĕлĕнмелле пулса тухрĕ вĕт, вăл хамăр патри Африкан Матюков пулчĕ. Савăннипе пĕр-пĕ-

рне хыттăн ыталаса илтĕмĕр, хамăр ăçта пулни, ял-йыш пирки калаçрăмăр, алă парса уйрăлтăмăр, кĕçех ялта та тĕл пуласса шантăмăр. Юлташ - пехотинец, эпĕ - артиллерист. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕрÿ çапăçу пуçланчĕ. Тăшман юлташ пехотине тĕпĕ-йĕрĕпе аркатрĕ. Эпир вара, артиллеристсем, ытла аптăрамарăмăр пулмалла. Юлташшăн хытă пăшăрханнипе шăв-шав лăплансан Африкана шырама чупрăм, тупаймарăм... Çапла ентеш совет салтакĕсем тăшмана тĕпĕ-йĕрĕпе çапса  аркатнă хыпара илтеймесĕрех çав çапăçу хирĕнче пуçне хучĕ пулмалла. Вăрçă вăл çухатусăр мар çав, çăмăл килмерĕ çĕнтерÿ», - хурлăхлăн калаçать Михаил Иванович вăрçă хирĕнчи тус-юлташне аса илсе.

 Хисеплĕ ветеран каланă тăрăх, вăл Маньчжури, Харбин тата ытти хулара пулнă. Тăван тăрăха вара часах таврăнма май килмен, салтак пăтти çиесси  1951 çулччен тăсăлнă. Çапăçу хирĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна тĕрлĕ чыславпа хисеп тунă.

 Акă вăл тинех тахçантанпа кĕтнĕ вăхăт çитнĕ, салтак вăрăм çула тухнă. Тăван яла  таврăннă та ашшĕ-амăшĕн кил-çуртĕнче тĕ-

пленсе хуçалăха çирĕплетес тĕллев тытнă. Пурнăç йĕркелеме мăшăр кирлине шута илсе, пĕр ялти  Раиса ятлă хĕрпе çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ ачана пурнăç парса ура çине тăратнă, кашниех тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ.  Мăшăр пĕр-пĕрне хисеплесе 59 çул пĕрле пурăннă, ачисене те тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Раиса Федоровна çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхе кайнăранпа сакăр çул ĕнтĕ.

Ĕç ĕмĕрне Миша тăван колхозра бригадирта ĕçлесе пуçланă. Каярах çул-йĕр хуçалăхĕнче тăрăшнă. Вăл вăхăтра районти  строительствăпа монтаж управленийĕ (каярах МСО «Моргаушская») пысăк калăпăшпа ĕçлесе пынă. Çамрăк çын экскаваторпа ĕçлеме пуçланă, ответлăха туякан ĕçчен пулнăран, ăна пысăк должноçсем шанса панă. Михаил Иванович производство ертÿçинче, организаци ертÿçин çумĕнче тăрăшнă.

Коллектив 400 ĕçчене пĕрлештернĕ,  пысăк йышăн профком ертÿçи пулма та Михаил Ивановича шаннă. Тивĕçлĕ канăва вăл çав организацирен тухнă. Ĕç çулĕсенче вăл чылай Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ, чыслава тивĕçнĕ. Хисеплĕ ветеран ят-сума хаклакан чыславсене, орден-медальсене  тирпейлĕн чĕркесе хунă. Вĕсене  алла илсе час-часах иртнĕ çулсене аса илет вăл.

Михаил Хошкин обществăлла ĕçре те яланах пуçарулăхпа палăрнă. Çавăнпа та ăна тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ял старости пулма шаннă. Кунта та тимлемелли сахал мар пулнă.  

Халĕ ăна  Маргарита хĕрĕ пăхса пулăшса пурăнать. Сумлă çулхи ветеран районпа республика хыпарĕсемпе кăсăкланать, хаçат-журнал вулать, уйрăмах район хаçатне кăмăллать. Хошкинсен ырă йăх-несĕлне 4 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук тăсать. Çамрăк ăру хушшинче офицерĕ те, полици капитанĕ те пур. 

Акă Михаил Иванович черетлĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илет, çавăн пекех çитес вăхăтра унăн çуралнă кунĕ те. Уявсем  ячĕпе ăна саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп.

Р. ИЛЛАРИОНОВА.  

 

 

 

Моргаушский район Чувашской Республики

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости