ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Хăй ĕçленипе мухтанман

Категория: Общество Просмотров: 859

img 0408Кашни вăхăтăн - хăйĕн утти, кашни çыннăн - хăйĕн çул-йĕрĕ. Çак сăмахсене манăн Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă И. Прокопьев (сăн ÿкерчĕкре) пирки калас килет. Нарăсăн 20-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлнăранпа çулталăк çитет.

Шăпа пÿрнипе манăн Илья Павловичпа нумай çул пĕр вăхăтра ĕçлеме тÿр килчĕ. Çавăнпа та унăн пурнăç опычĕ, ĕçлеслĕхĕпе çынлăхĕ паян кунчченех ырăпа асра упранать. 1926 çулта Вăрнар районĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер, ял пурнăçне лайăх пĕлетчĕ. Çавăнпа та хулара ĕçлесе пурăннă вăхăтра та ял çыннин ыйтăвĕсене айккинче хăвармастчĕ, чăвашпа чăвашла калаçатчĕ. Ун патне пырсан вăл ĕç нумай, вăхăт çук тесе калаçуран пăрăнни пулман.

1964 çулта эпĕ "Передовик" хуçалăха ертсе пыма пуçларăм. Илья Павлович вара КПСС Чăваш обкомĕн идеологи пайĕн ертÿçин ĕçне кÿлĕнчĕ. 1974 çулта мана районти ял хуçалăх управленине ертсе пыма шаннă чух ĕçĕпе чылай палăрнă И. Прокопьев та малалла утăмларĕ: КПСС Чăваш обкомĕн 1-мĕш секретарьне ÿссе çитрĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухса ĕç пăрахичченех эпĕ унпа пĕр туртара ĕçлерĕм. Çавăнпа та унăн пĕтĕм ырă енĕ, вăл ертсе пынипе пурнăçланă ĕçсем паян та куç умĕнче.

Илья Павловичăн тĕп пахалăхĕсем - çынна хисеплени, туслă пурăнни, пĕрле ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтни, кадрсемпе пĕлсе ĕçлени, ыттисем пурнăçланă ĕçе тĕслĕхе хуни. Республика шайĕнче тунă йышăнусене сасă хăпартмасăр тĕплĕ ăнлантарса пурнăçлама вĕрентетчĕ. Пĕрле ĕçлекенсенчен çирĕп ыйтатчĕ, анчах никам умĕнче те хăйĕн ĕçĕпе мухтанмастчĕ, çынсене ыттисен ĕçĕпе хавхалантарма пĕлетчĕ. Çапла майпа районта ĕçлекенсемпе те тачă çыхăну тытса пычĕ. Унпа пĕрле ĕçленĕ Социализмла Ĕç Геройĕ Е. Андреев, С. Афанасьев, А. Петров, В. Григорьев, Г. Андреев, М. Григорьев, А. Анисимова, В. Колбасов район аталанăвне пысăк тÿпе хыврĕç. Çав çулсенчен каярах ырăпа палăрнă çĕнĕ кадрсем вăй илчĕç: Л. Софронов, В. Рубцов, В. Вязов, Р. Елькина, В. Егоров, П. Давыдов т. ыт. те. Пĕрлехи ĕçпе тырă-пулă, выльăх-чĕрлĕх отраслĕсем курăмлă малалла кайрĕç. Районти хуçалăхсем тырă вăрлăхĕ туса илессипе, ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлеме пуçларĕç. Районти çĕр ĕçченĕ минераллă удобренипе усă курассине ÿстернипе тырă-пулă тухăçне 2,5 хут, çĕр улми тухăçне    2 хут ÿстерме пултарчĕ. Çав вăхăтрах аш-какай туса илесси 6 хут, сĕт сăвасси 4 хут пысăкланчĕ.

Социаллă пурнăç та пĕр вырăнта тăмарĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çĕнĕ вите-сарайсем, ялсенче Культура çурчĕсемпе шкулсем, ача сачĕсем, çĕнĕ магазинсем, врач амбулаторийĕсем çĕкленчĕç, ял çынни çĕнĕ çурт-йĕр нумай çавăрчĕ, районта больницăсем ĕçлеме пуçларĕç. И. Прокопьев ĕçленĕ çулсенчех района çут çанталăк газĕ, тĕп усадьбăсем патне асфальт сарнă çулсем çитрĕç. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи тракторпа машина паркĕсем 1959 çулхинчен 5 хут, производство фончĕсем           14 хут, минераллă удобренипе усă курасси 5 хут пысăкланчĕç. Çапла вара ял çыннин пурнăç шайĕ малалла палăрмалла утăм турĕ.

В. КРАСНОВ,  

районăн хисеплĕ гражданинĕ.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости