ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Уявра пулса курнă

Категория: Общество Просмотров: 247

СталинградАслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Сталинградшăн пынă çапăçусенче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 75 çул çитнине уявларăмăр. Волгоградри уяв мероприятине пирĕн ентеш - Юнкă ялĕнче пурăнакан Григорий Илугин та хутшăннă. Вăл хăй вăхăтĕнче çак хулашăн çапăçнă.

Инçетри çак çул çÿреве йĕркелекенĕ - Юнкăра пурăнакан Игорь Михайлов. Çапла майпа вăл Аслă Çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывнăшăн вăрçă ветеранне тав тăвас тенĕ. Ветерана вара инçе çула тăванĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин ăсатса янă.

Волгоградра вĕсене Игорь Анатольевичăн юлташĕсем кĕтсе илнĕ, гостиницăна вырнаçтарнă. Номер балконĕ тата чÿречисем шăпах парад пулмалли енне тухнă.

Уяв мероприятийĕсем февралĕн                       2-мĕшĕнче иртнĕ. Урам тăрăх парада хутшăнакансем, хальхи çар техники тата ун чухнехи   Т-34 танксем иртнĕ.

Григорий Никифорович каласа панă тăрăх, парад та, çар техники те ăна питĕ килĕшнĕ. Парад хыççăн ветерана Мамаев курганне илсе кайса кăтартнă, Игорь Анатольевич тата Григорий Никифорович Тăван çĕршыв-анне палăкĕ тата Сталинградшăн пынă çапăçусем вăхăтĕнче 62-мĕш çар командующийĕ пулнă Совет Союзĕн маршалĕн Василий Чуйковăн палăкĕ умне чечексем хунă. Кайран мемориала çитсе курнă. Унта вĕçĕм çунакан çулăм та пур. Каçхине вара хула çийĕнчи Çĕнтерÿ салютне пăхса киленме май пулнă.

95 çулхи ветеран Сталинградри уяв мероприятийĕсене хутшăннипе кăмăллă юлнă.

Сăн ÿкерчĕкре: Тăван çĕршыв-анне палăкĕ умĕнче.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости