ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Ĕмĕрне ачасене вĕрентессине халалланă

Категория: Общество Просмотров: 566

data80Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Меркурий Иванов - ял-йышра хисеплĕ те ятлă-сумлă  çын. Вăл Çĕмĕрткасси ялĕнче йышлă ачаллă çемьере 1937 çулта çуллахи илемлĕ кун çуралнă.

 Ашшĕ Киров ячĕллĕ хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă. Вăрçă пуçлансан çемье пуçне фронта илсе кайнă, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă. Аслă ывăлĕн, Меркурий пиччĕшĕн, кун-çулĕ те фронтра татăлнă. Çак пысăк хуйхă çемьене хавшатса хăварнă. Колхозра тăрăшакан амăшĕ ача-пăчана ура çине  тăратас  тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă.

    Йывăр çулсем пулнă май, Меркурие  ачалăх кунĕсем çирĕп тĕрĕсленĕ, вăл питех те çамрăкла ĕçе кÿлĕннĕ. Шкул çулне çитсен ыттисемпе тан пĕлÿ илме васканă,  тăрăшулăхĕпе тата пултарулăхĕпе ыттисенчен çивĕчрех пулнă, "5" паллăсемпе кăна вĕреннĕ. 

 Яштака пÿ-силлĕ салтак тăван тăрăха таврăнсан аслă пĕлÿ илме васканă, Шупашкар хулине  аслă пĕлÿ илме çул тытнă.             1-мĕш тата 2-мĕш курссем хыççăн çуллахи вăхăтра çерем уçнă çĕре хутшăннă.  Çак ĕçри тăрăшулăхшăн вăл "За освоение целинных земель"  медале тивĕçнĕ.  

Математика учителĕн дипломне алла илнĕ çамрăк учитель пĕр вăхăт Шупашкар хулинче ĕçленĕ.  Анчах ăна ют тăрăх мар, тăван ен ытларах илĕртнĕ. Вăл Йÿçкасси шкулĕнче тăрăшма пуçланă. Ачасем те, коллектив та ăна хисепленĕ. Вĕренекенсем унăн урокне чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

 Меркурий Иванович пĕлÿ парас ĕçре хĕрĕх çул ытла  тăрăшнă, вăл шутран 20 çулне математика пĕлĕвне парассине халалланă. Ытти çулĕнче ачасене çар ĕçне вĕрентессипе  тимленĕ. Çав çулсенче  вăл хатĕрленĕ ачасем ăмăртусенче малти вырăнсене тивĕçнĕ.  

Меркурий Иванович шкул ертÿçинче пилĕк çул тăрăшнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасемпе ĕçленĕ.

Малтанхи çулсенче шкул çурчĕ йывăçран пулнă. Эпир халĕ пĕлекен капмар виçĕ хутлă çуртăн никĕсне шăпах Меркурий Иванович тăрăшнипе хывнă. Ĕçри тăрăшулăхне пысăка хурса хакланă. Ăна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа чысланă, çавăн пекех ытти Хисеп грамоти те унăн тăрăшулăхне çирĕплетет. 

1967 çулхине Çĕмĕрткасси каччи Çĕньял Апаш хĕрĕпе Алина Васильевăпа çемье çавăрнă.  Вăл та математика учителĕнче 33 çул  тăрăшнă. 

Пурнăçа йăлтах ачасене тарăн пĕлÿ парассине халалланă хисеплĕ мăшăр икĕ   ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. Валера Мускав хулинче конструкторта тăрăшать. Лариса ĕç ĕмĕрне сывлăх сыхлавне халалланă.

Хисеплĕ ветеранăн çак кунсенче çуралнă кунĕ. Çавăн пекех хисеплĕ мăшăр хăйсен ылтăн туйне те паллă тума хатĕрленет. Çавна май вĕсене çывăх çыннисем çирĕп сывлăхпа канлĕ ватлăх кунĕсем тата мĕнпур ыррине сунаççĕ.

Р. Илларионова.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости