ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Ача-пăчашăн хăрушă

Категория: Общество Просмотров: 560

IMG 6045Тÿрĕ ыйту çине тÿрĕ хурав илме кăмăл тунă арçын хăй Кашмаш ялĕнчи çĕнĕ урамра - Яриков урамĕнче пурăннă пирки каларĕ. Малтанах вăл иртнĕ çул урамра вак чул сарса хытарнă çул туса пама май килнĕшĕн район администрацине пысăк тав сăмахĕ калама кăмăл турĕ. Хăш-пĕр çĕрте ял урамĕ миçемĕш ĕмĕрти хăш çулта йĕркеленнине астăвакан çук пулин те, халĕ те çак ырлăха кĕтсе илеймеççĕ. Кунта вара çĕнĕ урамра çулĕ те, газĕ те, шывĕ те, электричестви те пур. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Шел пулин те, çул тăвассин ĕçне кăна вĕçлесе çитерейменни пирки калать. Сарса хытарнă урам çулĕ çинче икĕ тĕлте çул урлă шыв юхса каçмалли вырăнсем пур. Ку вырăнсенче тимĕр-бетон пăрăхсем хурса хăварнă. Анчах та вĕсене çула сарнă хыççăн хума лекнĕ. Çавăнпа та тунă çула çĕмĕрме тивнĕ. Халĕ вара çак вырăнсенче çула юсаса çĕнĕрен сарса тикĕслемен, пусăрăнтарса хытарман. Çитменнине тата шыв юхса кĕмелли, юхса тухмалли вырăнсенче те аплипех. Пăрăхсене хунă хыççăн канависем уçах выртаççĕ. Хупласа тикĕслесе йĕркене кĕртсе çитермен. Çавна май сарнă çулĕ те вырăн-вырăн ишĕлме пуçланă (сăн ÿкерчĕкре).

Çĕнĕ урамра пурăнакансенчен ытларахăшĕ вара - çамрăк çемьесем. Апла пулсан, ачи-пăчи те çук мар. Çавăнпа та, арçын каласа панă тăрăх, ачасем пăрăхсем таврашĕнчи шăтăк-канава кĕрсе ÿкес хăрушлăх та пур.

Канăç паман татах тепĕр ыйту та пур иккен. Кашмаш паркĕнче çамрăксене валли кану вырăнĕ туса панă. Ытларахăшĕ кунти кану вырăнне те асăннă урампа çÿрет. Паллă ĕнтĕ, автомашинăпа. Кун пек чухне яшсен эрех таврашне те сыпкаласси пулатех. Эрех сыпнă çын вара руль умне ларсан хăех пысăк хăрушлăх çăл куçĕ пулса тăрать. Тикĕс çулпа автомашинăна пысăк хăвăртлăхпа хăвалама хăтланаççĕ. Çакă та урамра чупса çÿрекен шăпăрлансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та редакцие кĕнĕ çын урамри çул çинче пĕр-икĕ çĕрте автомашинăсен хăвăртлăхне чакарма ятарлă мăкăрăлчăк вырăнсем тума май пулмасть-ши тесе ыйтать. "Лежачий полицейский" теççĕ-ха вĕсене.

Ыйтăвĕсем ку урамра пурăнакансенчен ытларахăшне интереслентереççĕ пулĕ. Çавăнпа та вĕсем çине хурав илес тесе кая хăвармасăр район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулма васкарăм.

Владимир Германович пĕлтернĕ тăрăх, Çатракасси ял тăрăхĕн территорийĕнче "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" çул çинче Кашмаш ялĕнчи Яриков урамĕнче 1 километр çула тăвакан подряд организацийĕ - чикĕллĕ яваплăхлă "ДЭП-146" общество. Объекта иртнĕ çулах хута ямалла пулнă. Тĕрлĕ сăлтава пула май килмен. Сăмах май, асăннă организацин кун пек объектсем район территорийĕнче тăваттă. Паян-ыранах ĕçсем тытăнаççĕ. Çак эрнере ĕçсене Юнкă ял тăрăхĕн террриторийĕнче пуçлама палăртаççĕ. Ытти объектра та ĕçсем çывăх вăхăтрах пуçланĕç. Юлнă ĕçсен калăпăшĕ пысăках мар.

Ял урамĕпе çÿрекен автомашинăсен хăвăртлăхне чакармалли майсем пирки Владимир Германович çавна каларĕ. Ку çул вăл вырăнти пĕлтерĕшлĕ шутланать. Çулăн заказчикĕ те - Çатракасси ял тăрăхĕ. Апла пулсан автомашинăсен хăвăртлăхне чакарма çул çинче мăкăрăлчăк вырăнсем тăвасси те ял тăрăхĕн компетенцийĕнче шутланать. Ку енĕпе нимĕнле кăткăслăх та пулмалла мар. Мĕншĕн тесен хăвăртлăха чакармалли чикĕлев мелĕсем тума республикăри е районти тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илни кирлĕ пулмасть. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вара ял урамĕнче пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илме тивĕç.

Паянхи куна вара çула хута ярса пĕтересси пирки сăмах пырать-ха.

"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06. Шăнкăравлăр, редакцие кĕрсе тухăр.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости