ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Асăну плитине куçарасчĕ

Категория: Общество Просмотров: 559

IMG 5996Ку хутĕнче редакцие ĕç ветеранĕ - Шаптак Муркаш ялĕнче пурăнакан Николай Скворцов кĕчĕ. Вăл 5 - 6 çул каяллахи ĕç-пуç пирки сăмах пуçарчĕ.

Ĕçĕ акă мĕнре. Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçă хирне тухса кайса пуç хунă салтаксене асăнса лартнă стела тата вилĕ тăпри плити (надгробная плита)                 Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх правленийĕн çурчĕ умĕнче пулнă. Юлашки çулсенче вара район центрĕнче Аслă Çĕнтерÿ уявне çуллен Муркашри Çĕнтерÿ паркĕнче çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче паллă тăваççĕ. Палăк патĕнчи лаптăка, паркне хăйне те пĕтĕмпех хитрелетсе хăт кĕртнĕ, йĕри-тавра тирпейлĕ. Хуçалăх правленийĕн çурчĕ умĕнчи стела патне вара никамах та кайса çÿремен. Çавăнпа та вăл юхăнма та пуçланăччĕ.

Çавăнпа та Муркаш ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕсем - вăрçă ветеранĕсен ачисем В.В. Оньков, В.Т. Смирнов, Н.Ф. Скворцов пуçару ушкăнĕ йĕркелеççĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх правленийĕн çурчĕ çывăхĕнче лартнă стелăна Муркашри Çĕнтерÿ паркне куçарасси пирки ыйту çĕклеççĕ. Асăннă ыйтупа вĕсем районти çар комиссариатне те, Муркаш ял тăрăхне те, ытти тивĕçлĕ органа та тухаççĕ. Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕ те (канаш председателĕ Г.М. Толстова алă пуснă), вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕ те (канаш председателĕ М.В. Виноградова алă пуснă) стелăна куçарма хирĕç пулманни пирки пĕлтереççĕ.

Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх правленийĕн членĕсен 2011 çулхи октябрĕн                   7-мĕшĕнчи ларăвĕн протоколĕн копийĕ те пур. Стелăна куçарасси пирки ыйтăва правлени членĕсемпе те сÿтсе явнă. Пурте пĕр саслă пулса стелăна куçарма килĕшнĕ.

2012 çулта ыйтăва, вăл шутра укçа-тенкĕ ыйтăвне те, татса пама май килет. Паллă ĕнтĕ, стелăна куçарасси тата реставрацилесси расхутсемсĕр пулаймастех. Николай Скворцов çавна валли укçи-тенкине те хăй тăрăшнипех тупма май килни пирки калать.

Çапла вара стелăна Муркашри Çĕнтерÿ паркĕпе юнашарах вырнаçнă тури чăвашсен Муркашри музейĕ патне куçарма килĕшеççĕ. Куçараççĕ. Хальхи вăхăтра стела музей стени çинче вырнаçнă.

Çапла вара ыйтăва татса панă, пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле пек ĕнтĕ. Çук иккен. Темшĕн-çке стелăна куçарнă чухне Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх правленийĕн çурчĕ патĕнче унччен стела пулнă çĕрте асăну плитине "манса хăварнă". Халĕ вара вăл 5 çул хушши ĕнтĕ çавăнтах çулман курăк хушшинче хуçасăр никама та кирлĕ мар выртать.IMG 5994

Асăну плитине те стела патне илсе кайса вырнаçтарасси пирки Николай Скворцов Муркаш ял тăрăхĕнче пĕрре кăна мар пулни пирки калать. "Пилĕк çул хушшинче Муркаш ял тăрăхĕнче пуçлăхсем те пĕрре кăна мар улшăнчĕç ĕнтĕ, анчах та лару-тăру кăна ниепле те улшăнмасть", - тет вăл.

Татах тепĕр япала пирки те асăнчĕ ĕç ветеранĕ. Николай Филиппович шухăшĕпе, стела çинче "Вечная память. 1941 - 1945 г.г. Помним. Чтим. Гордимся" тесе кăна çырса хуни çителĕксĕр. Хушса "Вечная память погибшим воинам ВОВ 1941 - 1945 г.г. Помним. Чтим. Гордимся" тесе çырса хурсан тĕрĕсрех пулать пулĕ тет.

Ĕç ветеранĕн ыйтăвне тивĕçтерес тесе çак кунсенче кăна Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма суйланă Андрей Мясниковпа тĕл пулса калаçса пăхрăм. Андрей Валерьевичпа паллашасси ветерана хумхантаракан ыйтăва татса парассинчен пуçланчĕ пулин те, нимĕн те тума çук. Çĕкленĕ ыйту ыт-ахальтен тапратнăскер мар. Ку вăл чи малтанах вăрçăра вилнисене сума сăвассипе, хисеп тăвассипе çыхăннă.

Андрей Валерьевич çавна пĕлтерчĕ. Ыйтăва вăл пĕлет. Ăна татса парасси пирки район администрацийĕпе те, район администрацийĕн культура, архив ĕçĕсен тата туризм пайĕпе те калаçса татăлнă. Укçа-тенкĕ расхучĕсен ыйтăвне те татса панă темелле, спонсорсене тупнă. Асăну плитине вырнаçтарма вырăнне те пăхса хунă ĕнтĕ. Апла пулсан çывăх вăхăтрах плитана та стела патне кайса вырнаçтарĕç.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости