ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Президент кандидачĕсем - саккăрăн

Категория: Общество Просмотров: 224

1Январĕн 31-мĕшĕнче Тĕп суйлав комиссийĕ РФ президенчĕн кандидачĕсенчен алă пуснисене пуçтарассине вĕçленĕ. 10 кун хушшинче комисси кандидатсемшĕн алă пуснисене тĕрĕслет те кандидатсене регистрацилесси пирки йышăну тăвать. Претендентсенчен хăшĕсем юлашки кун хушшинче тенĕ пек малашнехи кĕрешÿрен тухнă, теприсем алă пуснисене кирлĕ чухлĕ пухса çитереймен. Алă пуснисене тĕрĕслесе тухнă хыççăн та кандидатсене регистрацилеме килĕшмен тĕслĕхсем пулма пултараççĕ.

Тĕп суйлав комиссине Григорий Явлинский ("Яблоко") тата Борис Титов ("Партия роста") алă пуснисене тăратнă. Юлашки кун "Коммунисты России" лидерĕ Максим Сурайкин тата "Гражданская инициатива" партирен тăратнă Ксения Собчак "парăннă". Социаллă хÿтлĕх партийĕн кандидачĕ Михаил Козлов тата Кострома облаç Думин депутачĕ - хăйне хăй кандидата сĕннĕ Владимир Михайлов регистрацилеме кирлĕ чухлĕ алă пуснисене пуçтарса çитерейменни пирки пĕлтернĕ. Социаллă реформăсен партийĕн кандидачĕ Станислав Полищук, алă пуснисене пухса çитернĕ пулин те, суйлава хутшăнас марри пирки каланă. Раççей халăх партийĕнчен кандидата тăратнă Ирина Волынец та суйлава хутшăнмастăп тесе йышăну тунă. Алă пуснисене йышăнасси 18 сехетре вĕçленнĕ.

РФ Тĕп суйлав комиссийĕ пĕлтернĕ тăрăх, суйлав кĕрешĕвне хутшăнакансем сакăр кандидат юлнă.

Путин штабĕ тунтикунах алă пуснисене панă та тÿрех иккĕмĕш, пĕлтерĕшлĕрех тапхăра кÿлĕннĕ - регионсемпе, суйлавçăсемпе ĕçлеме тытăннă. Паллă ĕнтĕ, кандидат пĕччен кăна ку анлă ĕçе туса çитереймест. Çавăнпа та кандидатăн шаннă çыннисен институчĕ ĕçлет.

Владимир Путин хăйĕн шаннă çыннисемпе тĕл пулу ирттерни пирки чăваш журналисчĕсене тĕл пулăва пирĕн республикăран хутшăннисем - кандидатăн шаннă çыннисем тата çав вăхăтрах ăна пулăшакан общество штабĕн сопредседателĕсем -  Владимир Иванов тата Елена Барсукова каласа панă.

Елена Барсукова пĕлтернĕ тăрăх, алă пуснисене пуçтарнă чухне волонтерсем хальхи президентшăн пулнине палăртма пурне те май туса панă. Çавăнпа та алă пуснисене саккунпа кирлинчен самай ытларах - темиçе çĕр пин таранах пухнă. Халĕ вара суйлав кампанийĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ пуçланать. Владимир Путин хăйĕн шаннă çыннисене суйлавçăсемпе май пур таран ытларах тĕл пулу йĕркелеме хушнă. Шупашкарта обществăлла йышăну пÿлĕмĕ ĕçлет ĕнтĕ. Вăл Калинин урамĕнчи 80-В çуртра вырнаçнă. Унта кирек кам та хăйĕн ыйтăвĕпе е сĕнĕвĕпе пыма пултарать.

Парламент партийĕсен кандидачĕсем Владимир Жириновский тата Павел Грудинин паянхи куна Чăваш Енре реклама щичĕсене вырнаçтарнипех çырлахнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости