ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

4776 çемьене хваттерпе тивĕçтернĕ

Категория: Общество Просмотров: 291

переселение1Çынсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине Раççей Президенчĕ Владимир Путин "кирек епле çĕршывшăн та, пирĕн çĕршывшăн вара - уйрăмах" пĕлтерĕшлĕ тесе палăртрĕ. Асăннă темăпа 2012 çулхи май уйăхĕнчи указсенчен пĕри çыхăннă. Пурте куратпăр, юлашки вăхăтра çурт-йĕр нумай тăваççĕ. Ку сферăра паян федерацин тĕрлĕ программи вăйра. Вĕсемпе усă курса Раççейре пурăнакан чылай çын хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма пултарчĕ. Çапах та çынсене ишĕлчĕк çурт-йĕртен куçарасси чи калăпăшлă задача пулса тăрать.

Кивĕ çурт-йĕр фончĕ пире валли еткерлĕхе сахал мар юлчĕ. Президент çак задачăна пурнăçа кĕртме хушрĕ. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл пĕр çулталăк хушшинче татса памалли ыйту мар. Çитменнине ишĕлчĕккисен шутне кĕрекен çуртсен шучĕ çуллен хушăнсах пырать. Апла пулин те Владимир Путин палăртрĕ, пĕтĕмĕшле илсен, задачăна пурнăçлама пултарнă. Сăмах 2012 çулччен авариллисен шутне кĕртнĕ çуртсем пирки пырать.

Чăваш Енре граждансене ишĕлчĕк çуртсенчен куçарассипе 2013 - 2017 çулсем валли программа йышăннă. Унăн итогĕсем çапларах. Республикăра пурăнакан 12 пин ытла çын хăтлă хваттерсене пурăнма куçнă. Çакă вăл - унччен нумай хваттерлĕ ишĕлчĕк 841 çуртра пурăннă 4 пин те 776 çемье. Вĕсем валли пурăнмалли çурт-йĕре нумай хваттерлĕ 250 çуртра туяннă е туса панă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 192 пин тăваткал метрпа танлашать.

Çавна та каласа хăварас пулать. Программăна пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕне федераци, республика тата муниципалитетсен бюджечĕсенчен уйăрнă. Граждансен укçи-тенкине явăçтарман. Çапах та  хальлĕхе  ыйтусем те пур-ха. Сăмахран, Чăваш Енре кăна 2012 çул хыççăн татах 190 çурта ишлчĕккисен шутне кĕртнĕ. Çавăнпа та Путин Президент çак ĕçе малалла тăсма хушрĕ.

Чăваш Енре 2012 - 2017 çулсенче 4,6 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Ку вăл - 65 пин хваттер! Тĕрлĕ программăпа пирĕн граждансене хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма майсем туса панă. Сăмахран, Аслă Отечественнăй вăрçăн 2162 ветеранĕ, 3425 çамрăк çемье, 1351 тăлăх ача хăтлă хваттере пурăнма куçнă.

Федерацин ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе 37525 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курнă. 4000 ытла çемье республика ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине çав тĕллевпе уйăрнă.

Кун чухлĕ çурт-йĕр совет саманинчи ăнăçлă çулсенче те туман. Анчах та пĕлтерĕшли - çакă вăл çынсемшĕн усă курма меллĕ пулни. Чăваш Енре граждансен хăш-пĕр категорийĕсен ипотекисен ставкисене субсидилеççĕ.  Путин Президентăн пуçарăвĕпе  вара çемьере икĕ е ытларах ача пуррисен 6 процентран иртекен ипотека процентне субсидилеттерме право пур.

"Ишĕлчĕк çурт-йĕр ыйтăвĕ пирки калаçас пулсан, задачăна пĕтĕмĕшле татса панă ĕнтĕ".

В. Путин.Путин

Сăмах май. Район администрацийĕн капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăн адреслă "Переселение граждан из аварийного жилищного фонда, расположенного на территории ЧР, на 2013 - 2017 годы" программин 1-мĕшпе 2-мĕш тапхăрĕсемпе Муркаш районĕнче пурăнакан 68 çемьене хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Ишĕлчĕккисен шутне кĕнисем нумай хваттерлĕ 12 çурт. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2443,8 тăваткал метр. Ишĕлчĕк çурт-йĕр фондĕнче пурăнакансене уйăрса панă хваттерсем хăтлă, вĕсем техника тата санитари нормисене тивĕçтереççĕ. Тивĕçтернĕ хваттерсем çĕнĕрен туса лартнă нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнă: Мăн Сĕнтĕрти Советская урамри 17-мĕш çуртра, çавăн пекех Муркашри Парковая урамри  12-мĕш çуртра.  Çак çуртсене хута яма 68 млн тенкĕ ытла расхутланă. Укçа-тенкĕне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшмалли фондран, республика бюджетĕнчен тата Муркаш район бюджетĕнчен уйăрнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости