ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Яланах халăхпа пĕрле

Категория: Общество Просмотров: 177

Ильина И ПЮнкă ял тăрăхĕнче депутатсен тĕл пулăвĕ час-часах иртет. Вырăнти бюджет, обществăлла тытăмри тата çемьесенчи лару-тăру, эрех-сăрана хирĕç кĕрешес йĕрке ыйтăвĕсемпе пĕрлех тăван тавралăх илемне анлăлатасси те ял тăрăхĕнче депутатсен тăрăшулăхĕпе вăй илсе пырать. "Депутатсен пуçарулăхĕ ял тăрăхĕн пурнăçĕнче малти вырăнта тăрать. Хамăр тивĕçсене çавна шута хурса пурнăçлатпăр", - терĕ кĕске калаçура Кăпас ялĕпе Юнкă ял тăрăхĕн депутатне суйланнă Ирина Ильина (сăн ÿкерчĕкре).

27 çул "Рябинушка" ача садĕнче воспитательте вăй хуракан Ирина Петровна хăйĕн сăмахне ĕçпе çирĕплетет: суйлавçăсемпе тăтăшах ăнлантару калаçăвĕ ирттерет, пĕрле пулса тăван ене тирпей-илем  кĕртессипе ĕçлет, килти хушма хуçалăха ăнăçлă аталантарса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.    

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости