ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Ыйтусене пĕрле сÿтсе яврĕç

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2018 10:55 Просмотров: 17

Собрание"Раççейри, Чăваш Республикинчи тата районти пĕтĕмĕшле лару-тăрăва ăнланса, харпăр хăйĕн ĕçне тивĕçлипе хак парса мĕн пурнăçланипе çеç лăпланса ларас марччĕ. Тухăçлă ĕçлеме Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин  районти пайĕн вăй-халĕпе ĕç опычĕ пысăккине курса тăратăп. Çавăнпа та сирĕн малашнехи ĕç те район аталанăвĕпе тачă çыхăнура пуласса шанатăп", - терĕ районти шалти ĕçсен пайĕн 2017 çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе ирттернĕ канашлăвне (кăрлачăн 16-мĕшĕнче) уçнă май Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов.

Çакăн хыççăн отчетлă тапхăрти ĕçсемпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - уйрăм ертÿçи            Л. Тарасова, район прокурорĕ С. Павлов, Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн пуçлăхĕ                        Н. Яковлев хутшăнни кашни ĕç çине критикăлла пăхма май           пачĕ.

- Пирĕн коллектив паянхи кунпа пурăнманнине канашлăва хутшăнакансенчен кашниех ăнланать. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулнипе çеç эпир хамăр район территорийĕнчи йĕркелĕхе хăй еккипе ямастпăр. Районта пурăнакансемпе пĕр çыхăра пулнăран саккунлăх хÿтĕлевне те тивĕçлĕ шайра тытса пыма пултаратпăр. Ĕçĕн çак шăнăрĕ малашне те коллектившăн приоритетлă пулĕ, - терĕ ĕç кăтартăвĕсем çине куçнă май Владимир Анатольевич.

Иртнĕ çул саккуна пăсакансем хушшинче ĕçлемен çынсем, маларах вăхăтра судпа айăпланнисем тата эрех-сăрапа иртĕхекенсем ытларах пулнă. Çакна курса тăрса шалти ĕçсен пайĕ хăйĕн куленхи ĕçне йĕркелесе пынă та. Çулталăк хушшинче районти шалти ĕçсен пайĕ 290 преступлени регистрациленĕ. Виçĕм çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку хисеп 6,5 процент сахалланни ĕçсен йĕркелĕвĕ усăллă пулни пирки калать. Çав вăхăтрах Мăн Сĕнтĕр (14 тĕслĕх нумайрах), Ярославка (13), Ильинка (9) ял тăрăхĕсенче преступенисен хисепĕ хушăнни кăçал вĕсенче тимлĕх ытларах пулмалли пирки калать.  Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управленийĕн пуçлăхĕ Павел Чесанов вырăнсенче саккунлăха тивĕçлĕ шайра тытса пыма йĕркелĕхе пăхса тăрас ĕçри çĕнĕлĕхсемпе ытларах усă курма сĕнчĕ.

Пулнă преступленисен структурипе паллашсан, тĕп вырăнта пысăках сиен кÿмен преступленисем тăраççĕ. Вĕсен тÿпи -  63,8 процент (виçĕм çулхи çак тапхăрта - 60,6 процент). Хисеп çине куçарсан вара йĕрке хуралçисем çулталăк хушшинче пысăках сиен кÿмен 185 преступлени (унчченхи çулхинчен 1,6 процент сахалрах) регистрациленĕ. Çав вăхăтрах уйрăмах йывăр преступлени тăвасси 75 процент (7 тĕслĕх) нумайланнă, йывăр преступленисем тăвасси  7,5 процент (37 тĕслĕх) сахалланнă.

Кăрлач - раштав уйăхĕсенче ют çын пурлăхне хапсăннă 81 тĕслĕхе тупса палăртнă (виçĕм çул - 111 тĕслĕх). Муркаш (1), Ярославка (2), Юнкă (1) ял тăрăхĕсенче çаратнă тĕслĕхсене те регистрациленĕ. Çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăннипе вĕсене оперативлă уçса пама май килнĕ. 

Нумай енпе преступлени тăвасси сахалланнă пулин те, обществăлла вырăнта йĕркене пăснă тĕслĕхсем нумайланни шалти ĕçсен пайне кăçал ку енĕпе тимлĕрех ĕçлеме ыйтнине палăртрĕ В. Степанов. Уйрăммăн илсен, обществăлла вырăнсенче тунă преступленисен хисепĕ унчченхи çулхинчен - 57 тĕслĕх, урамра йĕрке пăсни 4 тĕслĕх нумайрах пулнă. Урамра йĕрке пăснин тĕслĕхĕсем Муркаш (15), Ильинка (7), Мăн Сĕнтĕр (7), Москакасси (6) ял тăрăхĕсенче ытларах пулни паллă. 

ЧР Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ В. Степанов преступленисене уçса парассипе тăрăшни пирки каласа панă хушăрах профилактика ĕçĕсем тĕп вырăнта пулни пирки те тĕплĕ ăнлантарчĕ. Çулталăк хушшинче административлă йĕркене пăснă 2686 тĕслĕх йĕрке хуралçисем тăрăшнипе çиеле тухнă. Ку вăл виçĕм çулхи çав тăпхăртинчен 12,1 процент сахалрах пулнине пăхмасăрах тилхепене пушатмалли сăлтав мар.

- Умри задачăсем сирĕншĕн паллă пулни, вĕсене пурнăçлама эсир хатĕрри - районшăн лăпкăлăх палли. Çак ĕçре район администрацийĕ те сире май çитнĕ чухлĕ пулăшĕ, - терĕ полицейскисенчен районта пурăнакансем çирĕп ыйтнине палăртса Л. Тарасова. Район прокурорĕ С. Павлов вара полицейскисене хăйсен ĕçĕ çине критикăллăрах пăхма ыйтрĕ.

 А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Февраль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости