ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пысăк вăй-хăватлă, хастар

Категория: Общество Просмотров: 180


материал щыруВалентина Варсонофьевна Мерлова (Перцева) 1957 çулта вĕлле хурчĕ ĕрчетекен ăстасен çемйинче кун çути курнă. Сакăр класс пĕтерсен ĕç çулĕ çине тăнă: Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводĕнче 4 çул чуста çăраканра вăй хунă. Çапла "мăн çыннăн" пурнăçĕн тути-масине ачаллах тутанма тивнĕ...

Геннадий Мерловпа çемье çавăрнă. Тепĕр çулхине Володя ывăлĕ çуралнă хыççăн икĕ эрнеренех "Волга" хуçалăхăн ĕне фермине ĕçе тухнă: пăрусем пăхнă, каярах дояркăна куçнă. Хĕрарăм вăр-вар пулнине курса ĕнтĕ ăна икĕ ушкăн ĕне сума шанса параççĕ. Çав хушăрах уйра тÿпе те татса панă: кăшманне çумран тасатмалла пулнă, купăстине те пуçтарса кĕртме ĕлкĕрмелле. 1979 çулта Надя хĕрĕ çуралать. Институтра зоотехника вĕренсе тухма ăна ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăр пулман паллах.

Мăшăрĕ ферма ертÿçи пулнă вăхăтра Валентина тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Дояркăра ĕçленĕ, скотник ĕçне те тунă, сĕт пухаканра та, осеменаторта та ĕçленĕ вăхăт пулнă, тислĕкне те кăларнă, лашисене те пăхнă, кочегар та пулнă.

Надя хĕрĕ специалист пулнă май ашшĕпе амăшне пулăшать. Валя аппа вара 1998 çултанпа ферма заведующийĕнче тимлет.

2006 çулта вĕсен çемйине пысăк хуйхă пырса çапать - Володя ывăлĕ сарăмсăр вилсе каять...

Ăçтан ĕçлесе çитернĕ кун чуль; Мĕнле чăтнă пуль йывăр хуйха;

Кун пек хĕрарăмсем пирки чăнах та çунакан пÿрте те кĕрет, тапраннă лашана та тытса чарать теме пулать.

Валентина сцена çинче юрланă юрăсем халĕ те асрах. Спектакльсенче, шÿтлĕ сценкăсенче вылянă, сăнарĕсене питĕ ăста калăплатчĕ.

Малтанхи пурнăçа аса илсе тата хаçата çырнипе усă курса çак пăшăрханăва та пĕлтерсе хăварас килет.

Пирĕн ялта чиркÿ те, йăла çурчĕ те, шкул та, вулав пÿрчĕ те (кайран - библиотека), ял Совечĕ, тимĕрçĕ лаççи, чăх ферми иккĕ, лаша ферми, пăру ферми, ĕне ферми, хăмла пахчи, улмуççи сачĕ, тырă авăртмалли арман, çăм арманĕ, 110-130 вĕллерен тăракан утар, клуб пулнăччĕ... Ку -  ĕнер, паянхи куна илсен вĕсем çук. Шашкарсем валли ĕç вырăнĕсем те çук. Çапах та халăх ĕçсĕр лармасть - кам Шупашкара, кам Муркаш чăх-чĕп фабрикине е тата урăх çĕре ĕçе çÿрет. Хĕллехи вăхăтра вара Шашкартан Шупашкара çÿрекен автобус рейсĕн шутне те чакарчĕç. Ильинка рейсĕпе пĕрлештерчĕç. Кун пек малалла кайсан мĕн патне çитĕпĕр-ши;

И. Таймаскина.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости