ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

«Вăрманта хăрăк пуçтарма юрать-и?»

Категория: Общество Опубликовано: 07.02.2018 10:40 Просмотров: 162

Инф День Юнга-2Пĕрлехи информаци ушкăнĕн пĕр пайĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Александр  Ефремов ертсе пынипе Юнкă ял тăрăхне çитсе вырăнти ĕç-хĕлпе, кунта пурăнакансене хумхантаракан ыйтусемпе, ял çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне тата чăваш халăхĕ патне тухнă Çырăвĕпе паллашнипе интересленчĕ. Ку тăрăхри уйрăм çынсемпе,  Юнкăри "Рябинушка" ача садĕнче ĕçлекенсемпе, вăтам шкулти вĕрентекенсемпе ирттернĕ тĕл пулусенче нумай  ыйту вырăнтах хурав тупрĕ. Пĕрисем çине Александр Васильевич хуравларĕ пулсан, вырăнти ыйтусем çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Фомин хуравлама тăрăшрĕ.

Тÿрех каламалла, ял çынни пĕр вырăнта лăпланса лармасть, ыранхи кунпа пурăнать, пурнăç улшăнăвĕсене алла илсе вăхăт уттипе тан пыма тăрăшать. Ача садĕнче ачасем сахал марри асăннă тăрăхра пурăнакансем малашлăха шанса пăхни пирки калать. "Ачасем пулсан ял пурăнать, ял хуçалăхĕ те аталану çулĕ çине тухать.

Çакна тума ачасене тĕрĕс воспитани памаллине çеç кун йĕркинчен кăларас марччĕ: кая юлсан чавса çыртмалла ан пултăр. Ача сачĕпе паллашни эсир тĕрĕс çул çинчине çирĕплетет", - ача садĕнче ĕçлекенсен ĕçне пысăка хурса калаçрĕ А. Ефремов. Çавна май пĕрлехи информаци ушкăнĕн ертÿçи Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче çамрăк ăру пирки, вĕсене вĕренме тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса пани çинчен каланисемпе паллаштарчĕ. Çак тĕллевпе республикăра çывăх çулсенчех 2-мĕш сменăпа вĕрентессине пĕтересси, яслисенчи вырăнсене хушасси, ачасене çĕнĕ технологисемпе туслаштарса вĕрентесси, вĕсене мĕн пĕчĕкрен интересĕсене шута хурса воспитани парасси, патриот туйăмне çамрăклах вăйлатасси республикăра тата районта тĕп вырăнта тăрать. Çакă ачасемшĕн хăйсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине манмалла мар çеç.

Ача садĕнче пуçланнă калаçу Юнкăри вăтам шкулта малалла тăсăлчĕ. Шкула çитсессĕнех     А. Ефремов кунта вĕренекенсем çут çанталăк тусĕсем пулнине пĕлнине палăртрĕ, экологи енĕпе ĕçлеме палăртнă тĕллевсемпе кăсăкланчĕ. Тăван тавралăха сыхласси пирки сăмах пуçарсан ача садĕнче те, шкулта та вăрмансене тирпей-илем кĕртессипе ыйтусем пулчĕç.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай ыйтупа пĕрлех  тăван тавралăха сыхлассине те яланах малти вырăнта тытать. Вырăнсенче те çак ыйту çине пурте сирĕн шкулти пек пăхас пулсан, лару-тăру ырă енне хăвăртрах улшăнĕччĕ, - терĕ тĕл пулусене хутшăннисен ыйтăвĕсем çине хуравланă май Александр Васильевич. Çакăнтах вăрмансене кĕрсе хăрăк йывăçсене касса пуçтарасси пирки ыйту çуралсан вăл çирĕп асăрхаттару та турĕ: "Харпăр хăй тĕллĕн вăрмана кĕрсе йывăç касни, вутă хатĕрлени саккунлă пулмасть. Çавăнпа та кунта малтанах вăрманçăсемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илмелле".

Юнкă тăрăхĕнчи пĕрлехи информаци кунĕ çивĕч ыйтусемсĕр те пулмарĕ. Вырăнти Культура çуртĕнче ял çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулура юнкăсене пĕрремĕш кун мар кăсăклантаракан телефон вышки пирки хускатнă ыйту кун йĕркине тухрĕ. Хальлĕхе никам майлă та татса паман ыйту тĕлĕшпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе ял çыннисем хушшинчи çивĕч калаçуран асăннă ыйту судра пулни палăрчĕ. Çавăнпа та ун çине çывăх вăхăтра суд хурав парасса кĕтетпĕр.

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ А.  Ефремов Юнкăри вăтам шкулта.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости