ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Качакасемпе сурăхсене епле чармалла?

Категория: Общество Просмотров: 340

IMG 5961Пуриншĕн та паллă ĕнтĕ, урам хушши обществăлла вырăн шутланать. Ку вăл харпăр хăйĕн кил картишĕ е хушма хуçалăхĕ мар. Çавăнпа та унта пĕрлехи йĕркелĕх пулмалла.

"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" кăларăмĕнче ("Аптăрамалла ку килсĕр йытăсемпе", 2017 ç. майăн 13-мĕшĕ) кăкарман йытăсене урам тăрăх ирĕклĕн чуптарса çÿретме чарасси пирки материал пичетленнĕччĕ. Ку хутĕнче вара хаçат редакцине шăнкăравлакан - Ятман ялĕнче пурăнакан хĕрарăм - урам тăрăх ирĕклĕн çÿрекен "хуçасăр" качакасемпе сурăхсен ыйтăвне çĕклеме кăмăл турĕ.

Паллă ĕнтĕ, йытă çынна е выльăх-чĕрлĕхе тапăнса-çыртса суранлатма, сиен кÿме пултарать пулсан, сурăх-качака тĕлĕшпе ку енĕпе хăрушлăх çук пулĕ. Çапах та килти хуçалăхра сурăх-качакана тытса усрассипе те йĕрке пулмаллах ĕнтĕ. Акă, хĕрарăм каласа панă тăрăх, хăшĕ-пĕри хăйсен сурăхĕсемпе качакисене ирпе ирех кил картинчен урама кăларса ярать те, ĕçĕ те пĕтнĕ. Выльăхсем кун каçа хăйсене ирĕклĕ. Тепĕр чухне киле те кĕртсе хупма кирлĕ мар, урамрах е ытти çĕрте çĕр каçаççĕ. Халĕ ял хапхисем çук. Качака-сурăх таврашĕ вара хырăм тăрантарма тÿрех хирелле, ял хуçалăх культурисем çинелле çул тытать.

Хальхи вăхăтра сурăх тата качака усрама тытăннисем йышланни палăрать. Уйрăмах ялсенче качакасене тăтăшах курма пулать. Акă Малиновка ялĕнче пурăнакан хĕрарăм çапла каласа панăччĕ: "Килте качака усранине нимĕн те çитмест. Ялта упăшкапа иккĕнех пурăнатпăр. Ачасем Муркашра ĕçлесе пурăнаççĕ. Пире ĕне тытса усрама мĕн тума; Унпа ĕçĕ нумай. Качака сĕчĕ вара пире хамăр валли те çитет, ачасене те пара-пара яратпăр. Çитменнине ку выльăх валли ăшă вите те кирлĕ  мар, апачĕ те нумай каймасть. Çу кунĕсенче ăна çитерсе çÿретме пирĕн тăрăхра вырăнĕ çителĕклĕ".

Редакцие шăнкăравланă хĕрарăм Ятман ялĕнчен тенĕрен, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ, "Интехс" архитектурăпа проект организацине ертсе пыракан Альберт Иванов ку ялтан пулнине аса илтĕм. Унпа тĕл пулса калаçнă май лару-тăру ялта чăннипех те хĕрарăм каласа панă пекех-и тесе интереслентĕм. Çаплах иккен. Ялта ĕнесене черетпе кĕтсе çÿрессине йĕркеленĕ пулсан, сурăхсемпе качакасене кĕтсе çÿрекен çук. Урам хушшинче те, уй-хирте те кун каçа сурăхсемпе качакасем хăйсем хуçа.

Çапах та пур çĕрте те лару-тăру кун пекех темелле мар пулĕ. Килте выльăх тытакансем хушшинче хăйсен качаки таврашне кăкарса усракан та пурах. Анчах та ытларах чухне качакасемпе сурăхсем çав-çавах ирĕклĕн çÿренине куратпăр. Маларахри вăхăтра сурăх-качакана ĕнесемпе пĕрле пĕр кĕтÿре те кĕтсе çÿретчĕç. Кайран вара вĕсемшĕн,  ĕнесемшĕн тенĕ пек,  кашни хутĕнче мар пулин те, сурăх-качака хуçисем черетпе пĕрлехи кĕтĕве кĕтме те тухатчĕç. Çавăн пекех сурăх-качака кĕтме ялсенче ятарлă уйрăм кĕтÿ йĕркелекенсем те пурччĕ.

Халĕ вара ку йăла манăçа тухса пырать пулмалла. Уйрăмах район центрĕнче качакасем хăйсене ирĕклĕн туяççĕ. Çапла вара çурхи кунсем çитсен предприятисемпе организацисем умĕнче акса-лартса чĕртнĕ чечек клумбисем, симĕс газонсем, хăш-пĕр çĕрте лартса хăварнă çамрăк йывăçсем качака кулли пулса юлаççĕ. Пархатарлă ырă ĕç çине хăшĕсем сурни пулмасть-и-ха вара çакă;

Паллă ĕнтĕ, кун пеккипе лăпланса пурăнма, курнине курмăш пулма юрамастех. Урам хушшинче е уйра ирĕклĕн çÿренишĕн выльăх та айăплă мар. Кашнийĕнех хуçи пур вĕт-ха. Апла пулсан выльăх хуçисенченех çирĕпрех ыйтмалла пулĕ.

Ĕлĕкрех колхоз-совхозсенче уй хуралĕсем пурччĕ. Каккуй унта хăвăн выльăхна хире кăларса яма. Самантрах тытса хупатчĕç, штрафлатчĕç. Вăл вăхăтра саккунĕсем çапла пулнă. Ун чухне эпир, шăпăрлансем, уй хуралĕ пуррипе хамăр та хире пăрçа çиме кайма та шикленеттĕмĕр.

Халĕ хурал таврашĕ çук. Апла пулин те йĕрке тăвакан пулмаллах. Çак йĕркене чи малтанах ял тăрăхĕ тума тивĕç пулĕ. Федерацин 2003 çулхи 131-мĕш номерлĕ "Об общих принципах организации местного самоуправления в Российской Федерации" Саккунĕ çапла хушать.

Килти выльăха тытса усрассипе йĕрке тăвассин ыйтăвне ял çыннисем ыйтнипе нумаях пулмасть депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Альберт Иванов район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн ларăвĕнче те çĕклерĕ. Сăмах май вăл хăй те канаш членĕ пулса тăрать. Канаш членĕсем те ку ыйту паянхи куншăн актуаллă пулни пирки каларĕç.

Административлă право нормисене пăсакансене, вăл шутра килти выльăх-чĕрлĕхе тытса усрассипе йĕркене пăсакансене те, явап тыттарассипе Чăваш Республикин саккунĕ пур. Килти йытăсене тата ытти выльăх-чĕрлĕхе тытса усрассипе йĕркене пăсакансене айăпламалли мелсем пирки 15-мĕш статьяра каланă. Çавăншăн уйрăм çынсене 500 тенкĕрен тытăнса 1000 тенкĕ таран штрафлама пăхнă, должноçри çынсене тата предприяти-организацисене - 20 пин тенкĕ таранах. Шел пулин те, хальлĕхе асăннă саккунпа пур çĕрте те кирлĕ пек усă курмаççĕ-ха. Çавăнпа та канаш членĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне сĕнÿпе тухма йышăну турĕç - саккунĕ пур пулсан йĕрке тума унпа усă курас пулать. Килти çак выльăхсене тытса усрассин йĕрки пирки тен район прокуратурипе килĕшсе е уйрăм положени йышăнмалла, е ял тăрăхĕсен территорисене тирпей-илем кĕртессин правилисенче çырса хумалла.

Апла пулсан урам тăрăх хуçасăр качака-сурăх ирĕклĕн çÿреме пăрахасса шанăпăр. Мĕншĕн тесен общество канашĕн сĕнĕвне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем "илтме" тивĕç. Тен  ял тăрăхĕсен бюджет тупăшĕн енчĕкĕ те  пулин хулăнланма пуçлĕ;

"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

IMG 5956

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости