ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пĕтĕм тимлĕх - ветерансемшĕн

Категория: Общество Просмотров: 275

IMG 3931Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Каршлăхри интернат çурчĕ уçăлнăранпа вунă çул çитрĕ. 25 вырăнлă интернат 2007 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче официаллă ĕçлеме пуçларĕ. Маларах асăннă учреждени вырăнĕнче туберкулезпа кĕрешекен республикăри больницăн ача-пăча уйрăмĕ пулнă.

Акă унтанпа вунă çул çитрĕ ĕнтĕ. Интернат халĕ ватă çынсемпе инвалидсен  социаллă учрежденийĕ пулса тăчĕ. Кунта 21 ветерана медицина пулăшăвĕпе, социаллă реабилитаципе тивĕçтеретпĕр.

Пирĕн интернат питех те илемлĕ вăрман тăрăхĕнче вырнаçнă: йĕри-тавра шурă хурăнсем, яштака чăрăшсем, çуллахи вăхăтра вара пыл шăрши саракан çăкасем. Юнашарах  арçынсен  Александр Невски мăнастирĕ ĕçлет. Çакăнти тавралăх  аслă çулхи çынсем валли хăй чăн-чăн сиплевçĕ шутланать.

Картишĕнчи йывăç сулхăнĕнче сĕтел тавра пухăнса ларса чуна уçса калаçма меллĕ. Çак вырăна вĕсем питех те кăмăллаççĕ, уйрăмах шăрăх вăхăтра.   Кану вырăнне чечексем илем кÿреççĕ, ватă çынсем те кунти ĕçченсемпе пĕрле тĕрлĕ чечек лартса ÿстернĕ  çĕре хутшăнаççĕ.

Интернатра килти евĕр хăтлăх хуçаланать, сĕтел-пукан йăлтах çĕнĕ йышши. Ветерансем пĕр е икĕ вырăнлă пÿлĕмсенче пурăнаççĕ, кĕнеке, хаçат-журнал  вулама кăмăллаççĕ. В. Комиссарова социаллă ĕçчен çынсем ыйтнипе ял библиотекинчен тĕрлĕ литература илсе килсе парать. Вăл хÿтлĕхри çынсемпе калаçусем, мероприятисем ирттерет.

Кунта пĕтĕмпе 24 сотрудник вăй хурать. Вунă ĕçчен вара учреждени уçăлнăранпа тăрăшать: Г. Мерлова ертÿçĕ, В. Комиссарова, П. Кошкина,  Н. Волков,  Н.Сорокина, Т. Звонкова, О. Данилова, Ю. Мерлов, В. Бычков, В. Алексеев.

 Медицина ĕçченĕсем ветерансен сывлăхне куллен тĕрĕслеççĕ. Ветерансен вăтам ÿсĕмĕ 81 çул ытла, вĕсем çамрăк маррине  шута илсе тăтăшах медицина процедурисем тума тивет. Вĕсен тав сăмахĕ кăна мар,  хăйсене лайăх туйни, çулĕсем сумлă пулни пире савăнтарать.

Хăш-пĕр ветеран вара интернатра хăйĕн мăшăрне тупать. Акă Аниса Артемьевăпа Николай Павлов пĕр-пĕрне ăнланса та килĕштерсе, пулăшса пурăнаççĕ.   

Хамăр патри мероприятисене асăнмасăр иртес килмест. Социаллă ĕçчен йĕркеленипе "Посиделки, где вяжут и прядут", "Мои года - мое богатство"  тĕл пулусене ветерансем хапăл туса йышăнаççĕ. Интернат Мăн Сĕнтĕр шкулĕпе, Шупашкар  хулинчи Кочетов ячĕллĕ кадет шкулĕпе, 61 номерлĕ шкулпа, 1 номерлĕ искусство шкулĕпе тата ыттисемпе тачă çыхăну тытать. Вĕсем кашни уява концерт программипе килеççĕ. Чылай çул пире "Çăлкуç", "Тăван Атăл" ансамбльсем савăнтараççĕ. Пирĕн ветерансем хăнасене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çамрăксемпе тата пултарулăх ушкăнĕсемпе тĕл пулса калаçни ватă çынсене хавхалантарать.

Юнашар вырнаçнă мăнастирти священника тăтăшах хамăр пата чĕнетпĕр, ветерансем унпа чунĕсене уçса калаçма пултараççĕ. Тĕн йĕрки тĕлĕшпе ятарлă пÿлĕм туса панă, кашниех священникпа куçа-куçăн калаçма пултарать. Пирĕн коллектив чăннипех те хÿтлĕх кирлисемшĕн ĕçлет. Аслă çулхисем хăтлă та меллĕ, хăрушсăр условире пурăнмаллине ăнланатпăр.

В. Комиссарова,

социаллă ĕçчен. 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости