Кун йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май социаллă пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть. Çавна май пурнăçра тĕрлĕ сăлтавпа йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисене пулăшасси те вăй илсех пырать. Пулăшу пирки калама пулать-ха та, анчах ĕçне тăвас тесен... Черетлĕ çулталăк вĕçленсе пынă май "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики сăмаха ĕç çине куçарчĕ. Акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ А. Константинов тăрăшнипе чăх-чĕп фабрикипе Пăрачкаври ача-пăча çурчĕ хушшинче туслă çыхăну никĕсленчĕ.
Раштавăн 26-мĕшĕнче чăх-чĕп фабрикин ĕç ушкăнĕ Çĕнĕ çул парнисемпе (канфетсемпе улма-çырла тата чăх-чĕп çăмартин пысăк партийĕ) ача-пăча çуртне çитсе килчĕ. Муркашсен кучченеçĕсене пăрачкавсем хапăлласах йышăннă.
- Раççейре те, республиăкра та пулăшу юхăмĕ вăй илсе пырать. Çапла вара эпир те хамăрăн пулăшас тĕллевпе Пăрачкаври ача-пăча çурчĕ çинче чарăнтăмăр. Пĕрремĕш кайсах унти директорпа М. Архиповăпа çитес çулхи ĕç планĕсене пăхса тухрăмăр. Хамăр енчен илсен эпир унта кашни уйăхрах çитсе килес ĕмĕтлĕ, - терĕ хаçат вулакансене Çĕнĕ çулпа саламласа чăх-чĕп фабрикин ертÿçи Андриян Николаевич.
А. БЕЛОВ.
Февраль 2023 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
30 | 31 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 |
6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
27 | 28 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |