ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Тасалăхшăн тăрăшатпăр мар-и?

Категория: Общество Просмотров: 207

567Тасалăхпа тирпейлĕх, йĕркелĕхпе хăтлăх пирки нумай калаçатпăр. Кашни çын вара çакна хăйне май ăнланать пулмалла. Тĕслĕх шырама инçех кайма кирлĕ мар. Акă канмалли кунсем хыççăн район центрĕнчи йăла каяшĕн контейнерĕсем патне тухса пăхăр-ха. Йăла каяшĕ кăна-ши унта; Кивĕ сĕтел-пуканран, диван-краватьрен тытăнса апат-çимĕç юлашки тата çум курăкĕ таранах. Юрăхсăр телевизорсемпе газ плитисене курма пулать. Мĕн май пуррине пĕтĕмпех нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи контейнерсем патне сĕтĕреççĕ (1-мĕш сăн ÿкерчĕк). Тĕрлĕ хатĕр упаковкисемпе картун курупкисене, кивĕ хут таврашне пухса çунтарса та яма май пур ĕнтĕ. Çук вĕт, контейнер пур çинче мĕн тума ăна çунтарса аппаланас; Çиллĕ çанталăкра вара тулса урлă каçса кайнă контейнерсенчи кивĕ хут-картун таврашĕ вĕçсе таврана сапаланать.

Çуртсем çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕсем çинче ытларах çĕрте хваттерсенче пурăнакансем çĕре касса хăйсем валли йăрансем тăваççĕ, вĕсем çинче тĕрлĕрен пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Мĕнех, япăххи нимĕн те çук. Пĕр енчен çум курăкĕ ашкăрмасть, тепĕр енчен алă айĕнче пахча çимĕç пулни те меллĕ. Анчах кунта та пăтăрмахсăр мар. Йăран çинче çумланă çум курăкне те контейнер патнех сĕтĕрмелле вĕт-ха. Ăна йăран çывăхĕнче пĕр купана купаласа хума май çук-ши вара; Çĕрсен тепĕр çулне тислĕк вырăнне те усă курма пулать.

Тепĕр чухне тата хваттерсенче пурăнакансенчен хăшĕсем йăла каяшне тултарнă целлофан пакетне контейнер патне епле йăтса çитернĕ-ши тесе шухăшламалли кăна юлать. Контейнера шала пăрахма та ÿркенеççĕ вĕт-ха, çумне лартса хăвараççĕ. Хуçасăр йыттисене вара çакă кăна кирлĕ, хыççăнах пакетсене çурса унти япăха таврана сĕтĕреççĕ.

Нумаях пулмасть редакцие Çатракасси ялĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм кĕрсе тухрĕ. Кашни çулах çурхи кунсем çитсен хăйĕн ирĕкĕпех Çатракассипе Çĕньял Хуракасси ялĕсем хушшинчи çул хĕррипе 8 - 9 михĕ çÿп-çап, йăла каяшĕ, пластик кĕленче таврашĕ пуçтарни пирки каласа парать. Пакетсене тултарнă çÿп-çапа та пăрахса хăваракансем пур. Хăшĕсем хăйсен килĕнче таса та тирпейлĕ пултăр тесе çапла тăрăшаççĕ пулĕ ĕнтĕ. Хĕрарăм тĕлĕнмеллипех тĕлĕнни пирки калать, ара кивĕ хут таврашне пакета тултарса çул хĕррине илсе тухса пăрахса хăвариччен килти хуçалăхра çунтар та яр. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Ялта пурăнакан çыншăн ку вăл ун пекех кăткăс ыйтăвах мар пулĕ ĕнтĕ.

Ман пата килнĕ хĕрарăм сумкинчен хут таткисем кăларчĕ (2-мĕш сăн ÿкерчĕк). Пустуй хут таткисем мар иккен, Элĕк районĕнчи нотариус пирĕн районти Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Сыпай ялĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăма панă ĕç хучĕсем пулчĕç кусем. "Пĕлетĕр-и ăçтан тупрăм çак хутсене;" - тет хайхискер. Хуравне те хăех парать: "Шăпах ĕнтĕ Çатракассипе Çĕньял Хуракасси ялĕсем хушшинчи çул хĕрринче пуçтарнă çÿп-çап пакечĕсенчен. Ку анчах мар унта, памперс таврашĕ те, ытти те тем чухлех".

Хĕрарăма нимĕн калама та аптăрарăм. Хăй те тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Епле-ха вара килти çунтарса ямалли кирлĕ мар хутсене пакета тултарса Сыпай ялĕнчен çакăнта çити килсе пăрахса хăварма пулать; Е çавра çил çавăрттарса илсе çитернĕ-ши вĕсене;

Тасалăха, тирпейлĕхе тума кашнин хăйĕн кил-çуртĕнчен тытăнмалла тетпĕр. Апла пулин те хамăрăн культурăран тытăнмалла тесен тĕрĕсрех пулать пулĕ. Чи малтанах хамăрăн культурăллăрах пулма хăнăхас пулать. Апла пулсан тасалăх культури пирки те манар мар.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости